Министрсен Кабинечĕн пайташĕсемпе, федераци службисен регионти уйрăмĕсен ертӳҫисемпе кашни эрнере пулакан ĕҫлĕ планеркăра Михаил Игнатьев ял территорийĕсене аталантарассипе йышăннă патшалăх программи пирки тĕплĕн чарăнса тăнă

Паян, авăн уйăхĕн 18-мĕшĕнче, Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Министрсен Кабинечĕн пайташĕсемпе, федераци службисен регионти уйрăмĕсен ертӳҫисемпе кашни эрнере пулакан ĕҫлĕ планеркăна ирттернĕ.

Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн ҫумĕ – ял хуҫалăх министрĕ Сергей Артамонов хăйĕн докладĕнче, Чăваш Енри ял территорийĕсене аталантарассипе йышăннă патшалăх программи пирки тĕплĕн чарăнса тăнă, 2013-2020-мĕш ҫулсенче ял хуҫалăх рынокĕнчи апат-ҫимĕҫ таварне тирпейлесе кăларассипе ҫыхăннă ыйтусем тавра сăмах хускатнă.  

2015-2017 ҫулсенче ял территорийĕсене аталантарма мĕнпур бюджетсенчен 2 млрд 546, 7 млн тенкĕ тăкакланă, вĕсенчен республика хыснинчен – 76,5 процент куҫнă.

«2017 ҫулта Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев пуҫарăвĕпе ял халăхне пулăшу кӳме тепĕр пуҫаруллă механизм вăя кĕнĕ. Ҫынсен сĕнĕвĕсене шута илсе, ял тăрăхĕсенче проектсем йышăнаҫҫĕ, вĕсене пурнăҫлама республика бюджетĕнчен пулăшу куҫарса параҫҫĕ. Кăҫал республикăри районсемпе хула поселенийĕсенчи пуҫаруллă проектсене хута яма 84 ĕҫе шута илнĕ, вĕсене валли 97,1 млн пăхса хăварнă», - тесе пĕлтернĕ вице-премьер. Патшалăх йышăннă программа ĕҫне республикăра Хĕрлĕ Чутайсем, Сĕнтĕрвăррисем, Ҫĕмĕрле районĕсем хутшăнман.

Чăваш Республикин ял хуҫалăх министрĕ ҫул-йĕр, ФАП, вĕренӳ учрежденийĕсем, культура ҫурчĕсем пирки те каласа кăтартнă, патшалăх программин хушма ĕҫĕсем епле пурнăҫланса пыни ҫинчен чарăнса тăнă. Йывăрлăх кăларса тăратакан ыйтусене те пĕлтернĕ. Шупашкар районĕнче автомашина ҫулĕсене тирпейлесе хута ярас ĕҫре йывăрлăхсем сиксе тухнине, (подрядчикĕ «Стройгрупп» ТМЯО, директорĕ А.Ю. Чернышев) объекта графикпа килĕшӳллĕн пурнăҫламаннине асăннă министр. «Палăртнă объекта комиссипе пĕрле тухса тĕрĕсленĕ, кăлтăксене пĕтерме хушнă, ҫулталăк вĕҫленнĕ тĕле ĕҫ-пуҫ уҫăмланассине шанатпăр», - палăртнă министр.  

Чăваш Ен Пуҫлăхĕ ҫĕр ыйтăвĕсем пирки чарăнса тăнă.  Регионта бюджет укҫипе инфратытăма аталантарса газ, электричество, шыв кĕртсе пыратпăр, анчах та ҫав ҫĕр лаптăкĕсем ҫинче пачах та ют ҫынсем, социаллă сферăра ĕҫлеменнисем е тата агропромышленноҫ тытăмĕнче вăй хуманнисем тивĕҫнĕшĕн пăшăрханса каланă. Пирĕн ҫынсем, хваттер черетĕнче тăраканнисем мĕнле черетре тăнă, ҫавăн пекех тăрса юлаҫҫĕ те.  Паянхи кунччен те ни ҫĕрне, ни хваттерне туянаймаҫҫĕ тесе сăмаха тăснă республика Ертӳҫи. Кăлтăксене ҫитес вăхăтра пĕтерме шантарнă Сергей Артамонов.     

Канашлăва пухăннисем тепĕр йывăрлăх кăларса тăратакан ыйту пирки те сăмахланă. Хĕрлĕ Чутайĕнче Культура ҫурчĕ вăхăтра хута каяймасть.  Подрядчик - «Красночетайская» КСО ТМЯО, унăн хуҫи Кандейкин П.В..

Объектсене хута янипе яманнишĕн муниципалитетсем те яваплă. Вĕсен те хăйсен тăрăхĕнче социаллă объектсем вăхăтра хута кайччĕр тесе ҫине тăрса ĕҫлемелле.

«Ҫитес ҫулта Чăваш Республики федерацин 10 программинчен 9-шĕнче хутшăнать.  Проектсем хатĕр, вĕсене пĕтĕмпех хӳтĕленĕ. Федераци хыснинчен 2017 ҫулхипе танлаштарсан, 1,8 хут нумайрах пулăшу куҫасси те паллă», - тесе пĕлтернĕ Сергей Артамонов.

Михаил Игнатьев пур ĕҫе те вăхăтра тата тивĕҫлĕ шайра йĕркелесе пыма хушнă, объектсене графикран юлса хута яма юраманнине тепĕр хут ҫивĕч асăрхаттарса хăварнă.  



18 сентября 2017
16:21
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter