Михаил Игнатьев Вӑрман отраслӗн ӗҫченӗсен кунӗ ячӗпе халалласа ирттернĕ торжествăлла мероприятине хутшăннă

Михаил Игнатьев наградил лучших работников лесной отрасли

  Авăн уйăхĕн 15-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Вӑрман отраслӗн ӗҫченӗсен кунӗ ячӗпе халалласа ирттернĕ торжествăлла мероприятине хутшăннă. Уяв К.В.Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх академи драма театрĕнче иртнĕ.

 

Ҫак кун Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Чăваш Республикин ҫут ҫанталăк ресурсĕпе экологи министрĕ Александр Коршуновпа мероприятине хатĕрлесе тăратнă тĕрлĕ куравсен ĕҫĕсемпе кăсăкланнă, вĕсене курса хакланă.   

Чи малтан мероприятине пухăннисене саламланă май, Михаил Игнатьев вăрмансене хăрушсăрлăхпа тивĕҫтернин ĕҫне пысăка хурса хакланă. Чӑваш Ен Правительстви тата вӑрман отраслӗн специалисчӗ­сем вӑрмансене – пире ҫут ҫанталӑк парнеленӗ ҫав тери хаклӑ пуян­лӑха – тивӗҫлипе сыхласа упрас тӗлӗшпе ырми-канми тӑрӑшнине асăннă. «Регионта экологи лару-тăрăвĕ тивĕҫлĕ шайра пултăр тесе сахал мар тăрăшаҫҫĕ. Пирĕн республикăра пурнăҫа кĕрекен проектсем – биологи сооруженийĕсен реконструкцийĕ, усал йăлари каяшсене тирпейлесе пуҫтармалли объектсем Раҫҫей шайĕнче ытти субъектсемшĕн чăн-чăн тĕслĕх вырăнĕнче пулса тăчĕҫ», - тесе сăмаха малалла тăснă Михаил Игнатьев.   Пирĕнтен кашни ҫын тавралăх тирпейлĕ пултăр тесе яваплăха туять, ҫут ҫанталăка упрамаллине лайăх чухлать.  Мĕн ачаран ҫак асăннă ыйтăва ăша хывса пурăнма вĕрентсе пыраҫҫĕ.

Республикӑра вӑрман фондне сыхламалли, хӳтӗлемелли тата ҫӗнетсе пымалли тухӑҫлӑ хурал тытӑмне туса хунӑ. Вӑрман пуша­рӗсене асӑрхаттармалли тата вӗсене вӑхӑтра тупса палӑртмалли мерӑсен комплексӗ пурнӑҫланать, вут хыпса илнӗ вырӑна маларах туп­са па­лӑрт­малли, ун ҫинчен пӗлтермелли тата ӑна пӗтер­мелли тытӑм та лайӑх аталанать.

Чӑваш Енӗн вӑрман пуянлӑхне типтерлӗн сыхласа упракан, экологи хӑрушсӑрлӑхне ӳстерес ӗҫе курӑмлӑ тӳпе хывакан кашни ҫын­нах чунтан тав тӑватӑп тенĕ Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев. Ветерансене, паянхи ĕҫтешсене пур кӑмӑлтан ҫирӗп сывлӑх, ырлӑхпа телей, ҫи­тӗнӳсем суннă.

Александр Коршунов хăйĕн сăмахĕнче, пухăннисене саламланă май, пурсăмăр та пĕрле килĕшсе тухăҫлă ĕҫлесе пынине кура, Чăваш Ен экологи рейтингĕнче Раҫҫей Федерацийĕн малта пыракан 5 субъекчĕ хушшинче тăнине палăртнă.  Атăлҫи федераци округĕнче Чăваш Республики хисеплĕ 1-мĕш вырăна тухнă.  Паянхи пурнăҫ таппинче вăрман хуралĕнче тăрăшакансем ҫав тери пысăк пĕлтерĕшлĕ специалистсем тесе каласа хăварнă.  

Уява пухăннă мĕнпур халăха Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Председателĕ Валерий Филимонов,  РФ Федераци Канашĕн пайташĕ Вадим Николаев саламланă.

Яланхиллех, хисепе тивĕҫнисене патшалăх наградисемпе чысланă.    

Фоторепортаж

 

  



18 сентября 2017
00:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter