Ку хутĕнче канашлăва пухăннисем Чăваш Республикин кăҫалхи 8 уйăхри социаллă пурнăҫĕпе экономика аталанăвĕн малтанласа палăртнă ĕҫ кăтартăвĕсене тишкернĕ

Паян, авăн уйăхĕн 18-мĕшĕнче, Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Министрсен Кабинечĕн членĕсемпе, федераци службисен регионти уйрăмĕсен ертӳҫисемпе кашни эрнере пулакан ĕҫлĕ планеркăна ирттернĕ. Ку хутĕнче канашлăва пухăннисем Чăваш Республикин кăҫалхи 8 уйăхри социаллă пурнăҫĕпе экономика аталанăвĕн малтанласа палăртнă ĕҫ кăтартăвĕсене тишкернĕ.

 Михаил Игнатьев хăйĕн сăмахĕнче регионта промышленноҫ производствин индексĕн калăпăшĕ 102,5 процента ҫити ӳснине палăртнă.  Федераци центрĕсемпе тухăҫлă ĕҫлесе пынине кура, кăтарту 2016-мĕш ҫулхипе танлаштарсан, 17,4 процент хăпарнине асăннă. Чăваш Республикин пĕрлештернĕ бюджетне каялла тавăрса памалли мар укҫа-тенкĕ сахал мар явăҫтарнине те асăннă.   

Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн ҫумĕ – экономика министрĕ Владимир Аврелькин регионăн кăҫалхи 8 уйăхри социаллă пурнăҫĕпе экономика аталанăвĕн тĕп кăтартăвĕсем пирки чарăнса тăнă, ҫитĕнӳсемпе палăрнине каласа хăварнă. Промышленноҫ производствин индексĕн калăпăшĕ ытларах транспорт, хими, сăран таварсем, машина хатĕрĕсем, пир-авăр, резина тата пластмас таварĕсене тирпейлесе кăларассинче уйрăмах ҫитĕнӳсем пулнине пĕлтернĕ.  

Чăваш Республикин Ял хуҫалăх министерстви палăртнă тăрăх, авăн уйăхĕн 15-мĕшĕ тĕлне мĕнпур категорири хуҫалăхсенче пĕтĕмпе 577,4 пин тонна тыр-пул тĕшĕлесе кĕртни паллă. Пĕлтĕр ҫак тапхăртипе танлаштарсан, кăҫал ӳсĕм чылай тунă. Республикăра 33,5 пин тонна ҫĕрулми, 6,1 пин тонна пахча-ҫимĕҫ пухса тирпейлесе кĕртсе хунă.

2017 ҫулта кăрлач-ҫурла уйăхĕсенче республикăра 292,1 пин тăваткал метр чухлĕ ҫурт-йĕр хута янă.

Суту-илӳри таварсен ҫаврăнăшĕ 94,2 млрд тенкĕне ҫитнĕ, 101,8 процентпа танлашать.   

Регионта вăтам ĕҫ укҫин шайĕ 23661,9 тенкĕ, кăтарту 7,9 процент хăпарнă.

Ĕҫсĕр шутланса тăракан халăх йышĕ 2017 ҫулта авăн уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне 0,67 процента ҫитнĕ, кăтарту 2017 ҫулта кăрлач уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне ытларах пулнă, вăл 0,76 процентпа танлашнă.

Михаил Игнатьев Чăваш Республикин Строительство министерствине тата хула администрацийĕн ертӳлĕхне ҫурт-йĕрсемпе ҫыхăннă ыйтусене туллин татса парасси ҫине пысăк тимлĕх уйăрма хушнă. Подрядчиксем халăхран укҫа пуҫтарнă, анчах та объектсене вăхăтра яраймаҫҫĕ. Хăйсем ҫине илнĕ яваплăха пурнăҫламанни куҫкĕретех тесе ҫирĕппĕн асăрхаттарса хăварнă Михаил Игнатьев.   

Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн ҫумĕ – финанс министрĕ Светлана Енилина докладра республикăн пĕрлештернĕ бюджечĕ 2017 ҫулта авăн уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне 33214,5 млн танлашние каланă, вăл 109,4 процент пулать. Чăваш Республикин пĕрлештернĕ бюджечĕн тăкак пайĕ 30016,7 млн ҫитнĕ, 112,1 процентпа танлашать.  Йывăрлăх кăларса тăратма пултаракан ыйтусем пирки чарăнса тăнă, вĕсене татса парассипе ҫине тăрса ĕҫлеме хушнă.  Ыйтусенчен пĕри - Шупашкарти тракторсем тăвакан заводăн шăпи. Владимир Аврелькин пĕлтернĕ тăрăх, паянхи куна предприятинче 600 ҫын тулли ĕҫ кунĕпе ĕҫлеменнине каланă. Шалти экономика банкĕн (ВЭБ) витĕмлĕхне кура, заводра лару-тăру ырă енне улшăнса пынине каланă вăл сăмаха малалла тăсса. Халăх пая кĕрсе ҫуртсене хута яма тăкакланнине ҫивĕч тĕрĕслевре тытмаллине, кулленех подрядчиксене аса илтерсе тăмаллине асăрхаттарнă. Чăваш Республикин строительство министрĕ Владимир Михайлов хăйĕн сăмахĕнче, ыйтăва кун йĕркинче тытнине пĕлтернĕ. Хăш-пĕр подрядчиксем объектсене вăхăтра хута яманнине пăшăрханса каланă, йĕрке пăсни сисĕнет тенĕ вăл. Паянхи кун тĕлне регионта 12 объектпа лару-тăру ҫăмăлах маррине, подрядчиксем ҫуртсене графикран юлса хăпартса пынине палăртнă. «Алза», «Ютон», «Кратонстрой» ТМЯОсем 419 ĕҫлемелли килĕшӳ ĕҫ хутне алă пусса ҫирĕплетнĕ, 4 объект йывăр лару-тăрура.   «Победа», «СУОР», «Стройсфера», «Ютон» ТМЯО 1485 договор алă пусса ҫирĕплетнĕ, 8 объекчĕпе ҫăмăлах мар лару-тăру тенĕ министр.  Михаил Игнатьев ыйтусене ҫирĕп тĕрĕслеве илме хушса хăварнă.

Ыйтăва пĕтĕмлетнĕ май, Михаил Игнатьев нимĕнле йывăрлăхсене пăхмасăрах, социаллă пурнăҫпа экономика лару-тăрăвне чакарса лартмасăр, ырă енне улăштарса пыма, 2017 ҫула тивĕҫлĕ вĕҫлеме чĕнсе каланă.



18 сентября 2017
15:08
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter