Чăваш Республикинче пуҫласа Раҫҫей студенчĕсен парачĕ иртнĕ

Молодежь Чувашии поддержала Парад российского студенчества

  Авăн уйăхĕн 16-мĕшĕнче Чăваш Республикинче пуҫласа Раҫҫей студенчĕсен парачĕ иртнĕ. Ҫак кун регионти 18 вĕрентӳ организацийĕнчен 3 пин ытла студент пĕрле хар тăрса парада йышлăн тухнă.  

 

Мероприятине пухăннисене Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев ăшшăн саламланă, парад кăҫалхипе Раҫҫейре 16-мĕш хут иртнине каланă.  Чăваш Республики ҫакăн йышши пулăма пуҫласа хутшăннине асăннă, Пĕтĕм Раҫҫейре иртекен мероприятине хутшăнма кăмăл тунисене, ачасемпе ҫамрăксене, вĕрентекенсене ырласа тав сăмахĕсем каланă вăл.  Ҫак пулăм вĕренӳ организацийĕсемшĕн ылттăн сăрăпа ҫырăнса юлассине асăннă.

«Эсир пирĕн пуласлăхăмăрăн вăйĕ тата тĕревĕ! Эсир Раҫҫей тата Чăваш Ен мăнаҫлăхĕ! Яланах хăвăр ума кăсăклă та пысăк пĕлтерĕшлĕ ыйтусене пурнăҫлама тĕллев лартăр. Яланах ҫĕнтерме, ҫитĕнӳсем патне ăнтăлма тăрăшăр!», - тенĕ Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев.

Пĕрремĕш курсра вĕренекен студентсене Раҫҫей Федерацийĕн Патшалăх Думин депутачĕ Леонид Черкесов, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Председателĕ Валерий Филимонов саламланă. Аслă шкулсенче тăрăшакансен ячĕпе мероприятине пухăннисене И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университечĕн ректорĕ Владимир Иванов саламланă май, ҫак пуҫаруллă мероприятине хутшăннисем паян историне кĕрсе юлнине палăртнă.

Парад студентсене пĕр-пĕринпе туслă, ҫывăх, пĕрне-пĕри пулăшса пыма витĕм кӳрет, Раҫҫей пĕрлешĕвĕн пĕр чăмăрĕнче пулнине туйма хистет.

Мероприятийĕн тĕп шăнăрĕ – хуласен телемосчĕ, ҫĕршер пин  студент тупа туни. Чи ăста пултаруллă студентсем пухăннисене хĕрӳллĕн саламласа, юрри-ташшисемпе савăнтараҫҫĕ.

Фоторепортаж

  



18 сентября 2017
09:07
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter