Чăваш Енре сывă пурнăҫ йĕркине хапăл тăвакансем 61 пин ҫын «Наци кросĕ - 2017» чупăва тухнă

 

  

Авăн уйăхĕн 16-мĕшĕнче Чăваш Енре сывă пурнăҫ йĕркине хапăл тăвакансем 61 пин ҫын «Наци кросĕ - 2017» чупăва тухнă. Шупашкарти Атăлăн ҫыран хĕрринче ирттернĕ ăмăртăва 16 пин ҫын хутшăннă.

Чи малтанах спорт мероприятине пухăннисене Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев ăшшăн саламланă.  «Паян пĕтĕм Раҫҫей старта тухнă. Ҫак пысăк пĕлтерĕшлĕ спорт уявĕ пире пурсăмăра та пĕр чăмăра пухать, эпир сывă пурнăҫ йĕркине пăхăнса пурăннине ҫирĕплетет, пĕрлĕхре пулма хистет. Кам та кам спорта юратать, вĕсем ĕҫре те хастар, ҫитĕнӳсем патне ăнтăлни те куҫкĕретех. Кам паян чупăва тухнă – вăл хăйех ҫĕнтерӳҫĕ.  Сывă пулччĕр яланах Раҫҫей, Чăваш Енĕмĕр спортсменĕсем, Наци кроссĕ!», - тесе каланă Михаил Игнатьев. Сăмаха май, олимп чемпионĕсене, спорт ветеранĕсене ăшшăн саламланă, вĕсем яланах ыттисемшĕн ырă тĕслĕх вырăнĕнче пулнине палăртнă.  Ашшĕ-амăшĕсене, вĕрентекенсене ачасемпе ҫамрăксене тĕрĕс ҫул ҫине тăма, спорта юратма витĕм кӳнĕшĕн ырласа тав сăмахĕсем каланă.

Ҫак кун «Наци кроссне пуҫтарăннисене Раҫҫей Федерацийĕн Патшалăх Думин депутачĕ Леонид Черкесов, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Председателĕ Валерий Филимонов, Чăваш Республикин спорт министрĕ Сергей Шелтуков, Шупашкар хулин администрацийĕн пуҫлăхĕ Алексей Ладыков, ҫăмăл атлетика енĕпе Раҫҫейĕн тава тивĕҫлĕ спорт мастерĕ, ăмăртусен тĕп судйи Сергей Иванов, ҫăмăл атлетика енĕпе Раҫҫей спорт мастерĕ Галина Иванова  саламланă.

Регион Пуҫлăхĕ Чăваш Енĕн паллă спортсменĕсене ала ҫыхмалли сехет парса чысланă.

Михаил Игнатьев ҫак палăртнă кун, РФ Патшалăх Думин депутачĕпе, федерацин тĕрлĕ службисен регионти уйрăмĕсенче, Чăваш Республикинчи влаҫ органĕсенче, вырăнти хăй тытăмлăх пайĕсенче тăрăшакансемпе пĕрле Наци кроссне тухнă, чупăва хутшăннă.

Аса илтеретпĕр, Пĕтĕм тĕнчери «Наци кросĕ» Чăваш Республикинче 14-мĕш хут иртрĕ.  Пĕлтĕрхинчен пĕрре те кая мар, кăҫал та ăмăртусене халăх чылайăн хутшăннă. Регионта мĕнпур хуласемпе районсенче спорт уявĕ ҫав тери ҫӳллĕ шайра йĕркеленсе иртнĕ.

Фоторепортаж

  



18 сентября 2017
08:24
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter