Кун йĕркине кĕртнĕ тĕп ыйтусенчен пĕри - Чăваш Енре пурăнакан ачасене хушма пĕлӳпе тивĕҫтересси

К 2021 году не менее 75% детей в возрасте от 5 до 18 лет должны обучаться по дополнительным общеобразовательным программам

Паян Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ ҫумĕнчи приоритетлă проектсен стратегиллĕ аталанăвĕн канаш ларăвĕ иртнĕ. Кун йĕркине кĕртнĕ тĕп ыйтусенчен пĕри - Чăваш Енре пурăнакан ачасене хушма пĕлӳпе тивĕҫтересси.

Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ лару ĕҫне уҫнă май, хăйĕн сăмахĕнче патшалăх Правительствин тĕп приоритечĕсенчен пĕри – шăпах та ҫак ыйту пулнине пĕлтернĕ.  Ку асăннă пайпа республика Правительстви ҫине тăрса ĕҫленине каланă. «Республика хыснин кашни виҫҫĕмĕш тенки вĕрентӳ пайне аталантарма тăкакланать.  Ҫамрăк специалистсене тарăн пĕлӳ пама условисем йĕркелеме куҫать», - тенĕ вăл.

Чăваш Республикин вĕренӳ тата ҫамрăксен политикин министрĕн тивĕҫĕсене вăхăтлăх пурнăҫлакан Сергей Кудряшов ларура Чăваш Республикинче пурăнакан ачасем валли тивĕҫлĕ хушма пĕлӳ паракан приоритетлă проектăн комитет тытăмне ҫĕнĕллĕх кĕртни ҫинчен ĕҫ хутне тăратнă.   

Ачасене хушма пĕлӳпе тивĕҫтерес программа ҫамрăксемпе ашшĕ-амăшĕсен, вĕрентекенсен  сĕнĕвĕсене шута илсе йĕркеленнĕ.  Мероприятине 2018-2020-мĕш ҫулсенче пурнăҫа кĕртме пурĕ 66,8 млн тенкĕ пăхса хăварнине палăртнă вăл сăмаха малалла тăснă май. 2021-мĕш ҫул тĕлне, мĕнпур ачасенчен 75 проценчĕн, 5 ҫултан пуҫласа 18 ҫула ҫитиччен, хушма пĕтĕмĕшле вăтам пĕлӳ паракан программăсене ăша хывса вĕренме тивĕ.

Сергей Кудряшов хăйĕн докладĕнче, хальхи вăхăтра Чăваш Енре хушма пĕлӳ паракан 105 организаци шутланнине пĕлтернĕ, вĕсенче 3,5 пин вĕрентекен тăрăшнине,  пурĕ 80 пин ача ҫак асăннă учрежденисенче ăс пухнине каланă. Ӳнерҫĕ, наукăпа, техника ăсталăхне, краевед пулас тесе, спортпа аталанма 5 пин ытла кружок ĕҫленине палăртнă Сергей Кудряшов. Паянхи ларура проект комитечĕн йышне ҫирĕплетнĕ. Проектăн председателĕ пулма Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председательне Иван Моторина суйланă. Унăн ҫумне Чăваш Республикин вĕренӳ тата ҫамрăксен политикин министрне Юрий Исаева суйласа хăварнă. Проектăн ертӳҫи – Чăваш Республикин вĕренӳ тата ҫамрăксен политикин министрĕн ҫумĕ Алевтина Федорова.  Ларăва хутшăннисем хăйсен сĕнĕвĕсемпе паллаштарнă.

Калăпăр, Чăваш Енри Суту-илӳ тата промышленноҫ палатин Президенчĕ Игорь Кустарин хăйĕн сăмахĕнче, паянхи кун тĕлне регионта мĕнпур кружоксенчен 6 проценчĕ техника енĕпе ăсталăха туптассипе ĕҫленине палăртнă. Специалистсем чăнласах та чылай пулни аван тенĕ вăл сăмаха малалла тăснă май.  Паянхи пурнăҫ таппи ытларах ҫамрăксене предпринимательлĕх тытăмне кӳлĕнме хистет, ҫак ыйту та кун йĕркинче тăмаллине каланă сăмаха пĕтĕмлетсе.  

И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университечĕн ректорĕ Владимир Иванов ачасене хушма пĕлӳпе тивĕҫтерни ҫав тери пысăк пĕлтерĕшлĕ тесе каласа хăварнă. Вĕсене малашнехи пурнăҫра професси суйласа илме витĕм кӳнине палăртнă вăл сăмаха тăсса.

Лару ĕҫне пĕтĕмлетнĕ май, Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев хушма пĕлӳпе тивĕҫтерекенсен промышленноҫ пайĕнчи тытăмпа тачă ҫыхăнса ĕҫлемеллине,  социаллă сферăна та тимлĕх уйăрма манмалла маррине каланă. «Паянхи пурнăҫра ытларах епле специалистсем кирлĕ, вĕсене хатĕрлесе кăларас ĕҫ ҫине тимлĕх нумайрах уйăрмалла», - тесе чĕнсе каланă ларăва пухăннă ертӳҫĕсене Михаил Игнатьев.    

Фоторепортаж



19 сентября 2017
15:30
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter