Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ ҫумĕнчи приоритетлă проектсен стратегиллĕ аталанăвĕн канаш ларăвĕнче «Хăрушлăхсăр паха ҫулсем» Раҫҫей Федерацийĕн программи пирки чарăнса тăнă

Авăн уйăхĕн 19-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ ҫумĕнчи приоритетлă проектсен стратегиллĕ аталанăвĕн канаш ларăвĕ иртнĕ.

 Чăваш Республикин транспорт тата ҫул-йĕр хуҫалăхĕн министрĕ Владимир Иванов хăйĕн докладĕнче «Хăрушлăхсăр паха ҫулсем» Раҫҫей Федерацийĕн  программи пирки чарăнса тăнă, ăна 2018-мĕш ҫулччен тата 2025-мĕш ҫулсем валли пăхса хăварнă ĕҫсемпе паллаштарнă. Программăпа килĕшӳллĕн, Чăваш Республикинче транспорт инфратытăмне комплекслă аталантармалли ҫинчен каласа кăтартнă, унăн тĕп пайĕсем пирки чарăнса тăнă.  

Палăртса хăваратпăр, Шупашкар агломерацине 4 муниципалитет пĕрлешĕвĕ кĕрет. Вĕсем: Шупашкар хули, Ҫĕнĕ Шупашкар, Муркаш тата Шупашкар районĕсем.  

Программăпа килĕшӳллĕн, 2017 ҫулта 119 объект хута яма палăртса хунă. Пĕтĕмпе 94,9 ҫухрăм ҫул-йĕр тирпейлесе сарма тĕллев лартнă, вĕсене пурнăҫа кĕртме 2017 ҫулта 1 млрд 250 млн тенкĕ пăхса хăварнă.  Авăн уйăхĕн 15-мĕшĕ тĕлне кăҫал 36 объектĕнче ĕҫсене вĕҫленĕ, хальхи вăхăтра ытти 81 объектĕнче хĕрӳ ĕҫ пырать, вĕсенчен 35-шĕнче ĕҫсене 90 процента яхăн пурнăҫласа та ĕлкĕрнĕ.  

Ҫитес ҫул валли маларах палăртса хунă ĕҫ кăтартăвĕсем тăрăх, ҫак ҫӳлерех асăннă патшалăх программипе килĕшӳллĕн, транспорт инфратытăмне комплекслă аталантарса вăй илтерме 1 млрд та 460 млн тенкĕ тăкаклама хатĕрленнĕ.

Ларăва пухăннисем йывăрлăх кăларса тăратма пултаракан ыйтусем тавра та сăмах пуҫарнă.  Калăпăр, «ПМК «Партнер-холдинг» ТМЯО Муркаш районĕнче «Большой Сундырь-Большое Карачкино-Ешмолай» автомашина ҫулне вăхăтра хута ярайманнине асăннă.

Тепĕр йывăрлăх кăларса тăратакан объект Ҫĕнĕ Шупашкарта. «СК «Гарант»ТМЯО, унăн хуҫи Георгиева О.И.  Вĕсем ĕҫ графикне юлса пурнăҫлани куҫкĕретех.

Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев хăйĕн сăмахĕнче, яваплăха туйса ĕҫлемен подрядчиксемпе килĕшӳ хучĕсене пачах та ҫирĕплетме юраманнине, вĕсене тӳрех ĕҫрен хăтарса, тӳрĕ кăмăлпа ĕҫлеменнисен списокне кĕртсе хăварса, малашне патшалăх заказĕсемпе тивĕҫтермелле мар тесе ҫирĕп каланă. Енчен те ĕҫлеме пĕлмеҫҫĕ пулсан,   вĕсенчен пăрăнма тăрăшмалла, ӳлĕмрен те асăрхануллă пулмалла.

 Подрядчиксем, енчен те объектсене хута яма ирĕк илеҫҫĕ пулсан, вĕсен графика пăхăнмалла тата ҫулсен пахалăхне пиллĕк ҫуллăха гарантипе тивĕҫтермелле. 

Паянхи канаш ларăвĕнче хула пурнăҫне хăтлăлатассипе йышăннă приоритетлă проектăн бюджетне  ҫĕнĕллĕх кĕртсе хăварнă.  

Чăваш Республикин строительство министрĕ Владимир Михайлов кăҫалхи ҫул валли программăпа ĕҫлеме 401,6 млн, 2018-2020-мĕш ҫулсенче – 400,1 млн тенкĕ уйăрса хăварнине асăннă.

Михаил Игнатьев ҫак проектăн ĕҫĕ пирки халăха анлăн пĕлтерме хушнă, ҫынсемпе пĕрле мĕнпур ыйтусене пăхса хăварма чĕнсе каланă, чи кăсăклисене малтан пурнăҫа кĕртме сĕннĕ.  Аренда шучĕпе ҫурт-йĕр валли ипотека пирки те сăмах пуҫарнă. Раҫҫей Тĕп перекет банкĕн пĕтĕмлетĕвĕ тăрăх, 2017 ҫулта кăрлач-ҫĕртме уйăхĕсенче тата 2016 ҫулта 10 пин ипотека панă, 2016 ҫулта 11219 кредит тивĕҫтернĕ пулнă.   Михаил Игнатьев ипотека ставки пĕчĕкленнине кура, строительство пайĕшĕн питĕ меллĕ, халăх хваттерсем туяннине асăннă.  Хальхи вăхăтра ипотека кредичĕн виҫи пĕчĕк пулни ҫинчен хыпара ҫынсене вăхăтра пĕлтерсе тăма хушнă Михаил Игнатьев.

Тĕрĕслевпе асăрхав ĕҫ-хĕлĕсене реформăлассин Чăваш Енри стратеги аталанăвĕн тĕп ҫул-йĕрĕсемпе ĕҫлекен проект комитечĕсен тытăмне ҫĕнĕлĕхсем кĕртмелли ҫинчен ĕҫ хутне йышăнса хăварнă.

  

 



19 сентября 2017
14:03
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter