Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев республикăри Ача-пăча клиника больницинче «Пулăшу памалли вăхăт» ыр кăмăллăх акци шучĕпе йĕркелесе ирттернĕ концерта пăхнă

Глава Чувашии Михаил Игнатьев поддержал благотворительный марафон «Время помогать»

   Авăн уйăхĕн 20-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев республикăри Ача-пăча клиника больницине ҫитсе килнĕ, «Пулăшу памалли вăхăт» ыр кăмăллăх акци шучĕпе йĕркелесе ирттернĕ концерта пăхнă.

 

Чи малтан регион Пуҫлăхĕ ача-пăчасен онкологи чирĕпе ҫыхăннă ятарлă уйрăмĕн ĕҫĕпе кăсăкланнă. Пĕр килнĕ пек чухне, Михаил Игнатьев «Н.Н.Блохин ячĕллĕ РОНЦ» ФГБНУ Ача-пăчасен онкологийĕ тата гематологийĕн учрежденийĕн директор ҫумĕ, Раҫҫейри Сывлăх сыхлавĕн министерствин ача-пăчасен тĕп онкологĕ Владимир Поляков йĕркелесе ирттернĕ телемедицинăн сеансĕн консультацине итленĕ.

Владимир Поляков порофессор республика Ертӳҫине педиатри ыйтăвĕсем ҫине пысăк тимлĕх уйăрнăшăн ырласа тав сăмахĕсем каланă. Регионта ҫак ҫӳлерех асăннă ыйтусем ҫине пысăк тимлĕх уйăрни куҫкĕретех тенĕ вăл хăйĕн сăмахне малалла тăснă май.   Чăваш Республикинче телемедицина хăватлă аталанса пынине асăннă.  Раҫҫей Федерацийĕн Президенчĕ Владимир Путин хушăвĕпе килĕшӳллĕн, республикăра палăртнă ыйту тивĕҫлĕ шайра пурнăҫланса пынине каланă.  Чăваш Республикинче чăнласах та пысăк технологиллĕ медицина вăй илсе пынине ырласа хăварнă.   Раҫҫей Федерацийĕн Президенчĕн  резерв фондĕнчен куҫнă пулăшупа Ача-пăча консультацийĕн поликлиникине тĕпрен юсав ĕҫне йĕркеленине, кăҫал объектра тирпей-илем кӳртме, 26,5 млн тенкĕ тăкакланине те асăннă. Сăмаха май, республика Пуҫлăхĕ ҫак учрежденине хăтлăлатма регионăн хыснинчен укҫа-тенкĕ уйăрасси пирки каласа хăварнă.  Больницăн пурлăхпа техника базине пуянлатма пулăшу куҫассине пĕлтернĕ.    

Ыр кăмăллăх концертне уҫнă май, Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев хăйĕн сăмахĕнче, регионта ачасене аталанса вăй илсе пыма кирлĕ пек мĕнпур ĕҫсене йĕркелессипе патшалăх влаҫ органĕсенче тăрăшакансем ырми-канми ĕҫленине палăртнă.  Тата тепĕр тесен, республика Правительствин тĕп приоритечĕсенчен пĕри тенĕ.

Калас пулсан, паянхи куна Чăваш Енре пĕтĕмпе 4,5 пин сусăр ача пурăнать.  Вĕсене валли тĕрлĕ ҫĕрте ятарлă условисем хатĕрлесе тăратнине палăртнă.  

«Чи пысăк пĕлтерĕшлĕ ĕҫсенчен пĕри – палăртма кăмăллă, ҫак ыйтусем ҫине граждансен обществи те хастар хутшăнать.  Предпринимательлĕх тытăмĕнче вăй хуракансем те сахал мар витĕм кӳреҫҫĕ», - тесе ырласа каланă Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев.

Кăмăл-сипет, ыр кăмăллăх тени чăвашсем хушшинче анлă сарăлнă, ăна халăх питĕ лайăх ăнланса ăша хывса пурăнать. Ачасен сывлăхне упраса хăварас ĕҫе пурне те тимлĕх уйăрма, май килнĕ таран пулăшу пама чĕнсе каланă вăл сăмаха малалла тăснă май.

Сусăр ачасене, вăраха кайнă чирсемпе аптраканнисене нимĕнле йывăрлăхран та хăрамасăр, малалла ăнтăлма, пурнăҫ ырлăхне туйса, чир-чĕре парăнтарса хăвăртрах сиплев учрежденийĕнчен сывалса тухма сĕннĕ.

Мероприятийĕн йĕркелӳҫисен ячĕпе пухăннисене «Пулăшу памалли вăхăт» ыр кăмăллăх фончĕн ертӳҫи Александр Ефимов тухса калаҫнă.  Коммерциллĕ мар организаци ҫулталăк ҫурă каялла йĕркеленнине пĕлтернĕ хăйĕн сăмахĕнче ертӳҫĕ.  Юлашки вăхăтра вĕсем пурĕ Марий Элпа пĕрле 50 ытла мероприяти йĕркелесе ирттернине палăртнă. «Пирĕн пуласлăхри ĕмĕт, пултаруллă ачасем валли студи йĕркелесси.  Кун пек ĕҫ туни – ачасене хăйсене те ҫитĕнӳсем патне ăнтăлма хавхалантарать», - тенĕ сăмаха тăсса.

Концерта пухăннисем умĕнче ҫакăн пекех Чăваш Енри ачасен прависене хӳтĕлекен Уполномоченнăй Елена Сапаркина тухса калаҫнă. «Ашшĕ-амăшĕн хӳтлĕхĕ ҫав тери хăват кӳрет ачасене. Нимĕнле эмел те ун чухлĕ пулăшу параймĕ», - тенĕ вăл, пурне те ыр кăмăллăх акцине хутшăнма чĕнсе каланă. «Вăхăта, туйăма, юратăва ачасем валли нихăҫан та шеллемелле мар.  Яланах ăшпиллĕн пулма тăрăшмалла, ун чухне хăвăр патнех ырă каялла таврăнĕ», - тесе ҫепĕҫ те лăпкă сăмахсемпе вĕҫленĕ хăйĕн калаҫăвне Елена Сапаркина.  

Пирĕн хӳтлĕхе кашни ача кĕтет, ҫавăнпа та яланах пурне те ырă тума тăрăшмалла тесе вĕрентсе каланă Шупашкарти «Скоропослушница» Турă Амăшĕн ячĕпе хисепленсе тăракан чиркĕвĕн епархисен уйрăмĕн ертӳҫи Михаил Павлов. Вăл ҫакăн пекех пур чухне те ачасене укҫапа анчах мар витĕм кӳме пулнине, тепрере ăшă сăмах та вĕсен чунне уҫăлтарса янине палăртса хăварнă. Яланах пурнăҫра килĕшĕве пăхăнса пурăнма вĕрентнĕ.

Чăваш Енри Ашшĕсен канашĕн ячĕпе Чăваш Республикин сывлăх сыхлавĕн министрĕ Владимир Викторов  мероприяти йĕркелӳҫисене тав тунă.

Концертра ачасемпе ашшĕ-амăшĕсем валли паллă Раҫҫей шайĕнчи пултаруллă ҫамрăксем юрăсем парнеленĕ. Данил Плужников, вăл «Ачасен сасси» телепроектăн ҫĕнтерӳҫи ята тивĕҫнĕ пулнă, пухăннисене хăйĕн юрри-кĕввипе "тыткăна" илнĕ.

«Эпĕ паян ҫакăнта пулнишĕн мăнаҫланатăп. Никамăн та чирсене парăнма ирĕк ҫук, темĕнле йывăр килсен те малалла пăхмалла», - тенĕ ҫамрăк артист.  

Михаил Игнатьев  ҫамрăксене ырланă, малашне те пултарулăхра ҫĕнĕ ӳсĕмсемпе палăрма сĕннĕ.

Фоторепортаж

  



20 сентября 2017
16:21
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter