Патăрьел районĕнче регионсен хушшинчи VII-мĕш «Шăнкăртамри диалог» форумĕ иртрĕ

Авăн уйăхĕн 19-мĕшĕнче регионсен хушшинчи VII-мĕш «Шăнкăртамри диалог» форумĕ иртрĕ. Çĕршывăн тĕрлĕ кĕтесĕнчен пуçтарăннисем секцисенче ял ĕҫченĕсене пулăшассипе çыхăннă ыйтусене сӳтсе явнă. Паллă пулăма пуҫличчен, чи малтан Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев вырăнти администрацийĕнче Раҫҫей Федерацийĕн Ял хуҫалăх министерстви ҫумĕнчи Департамент директорĕн ҫумĕпе Ольга Ухалинăпа ĕҫлĕ тĕлпулу ирттернĕ. Тĕплĕ калаҫăва Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн ҫумĕ – ял хуҫалăх министрĕ Сергей Артамонов, Патăрьел районĕн администрацийĕн пуҫлăхĕ Рудольф Селиванов тата Патăрьел районĕн ертӳҫи Михаил Петров, Шăнкăртам ял поселенийĕн пуҫлăхĕ Минсур Валитов хутшăннă. Ĕҫе пухăннисем ялсене аталантарассипе ҫыхăннă ыйтусене сӳтсе явнă.  

Регионсен хушшинчи VII-мĕш «Шăнкăртамри диалог» форумĕн тĕп теми паянхи пурнăҫ таппипе ялсене аталантарса пырасси, йывăрлăх кăларса тăратма пултаракан ыйтусене татса парасси, халăхăн пурнăҫ условийĕн шайне ӳстересси.

Пленарлă лару Шăнкăртам ялĕнчи культурăпа кану çуртĕнче пулнă. Унта республикăн кăнтăр районĕсенчи ял тăрăхĕсен, мĕнпур харпăрлăхлă ялхуçалăх организацийĕсен пуçлăхĕсем, предпринимательсем хутшăннă. Ăна форумăн йĕркелӳ комитечĕн ертӳçи - Мускав хулин, Раççей тĕп регионĕпе Чăваш Ен муфтийĕ, РФ Общество палатин пайташĕ Альбир Крганов ертсе пынă.

Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев форум ĕҫне пуҫланă май, пурне те ăшшăн саламланă, ҫак чаплă мероприятине кашни ҫул тĕрлĕ регионсем хутшăнма кăмăл тунине палăртнă. Халăх питĕ ăста та пуҫаруллă тесе хакланă.

Чăваш Ен Пуҫлăхĕ форумра ҫĕршыври продовольстви таварĕсен хăрушсăрлăхĕпе ҫыхăннă ыйтусене анлăн тишкернине, паянхи пурнăҫра ял хуҫалăх таварĕсем курăмлăн сутăннине, ăна пула аграри пайĕнче ĕҫлекенсемшĕн питĕ тупăшлă тесе асăнса хăварнă. Ял хуҫалăх тытăмне аталантарасси - патшалăх политикин приоритетлă тĕллевĕ яланах пулнă тенĕ вăл.

«Юлашки виҫĕ ҫул хушшинче, ялсен территорийĕсене аталантарма тĕрлĕ бюджетсенчен 2,5 млрд тенкĕ ытла тăкакланă», - тесе пĕлтернĕ Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев.  Укҫа-тенкĕ ялсенчи инфратытăма аталантарма куҫнă.  Ял поселенийĕсенче ҫулсем, ҫурт-йĕрсем, ФАПсем, шкулсем, ача сачĕсем, культура ҫурчĕсем хута кайнă.

Регион Ертӳҫи Михаил Игнатьев Патăрьел районĕн халăхне пуҫаруллă проектсене чылай хатĕрлесе тăратнăшăн, вĕсем пуриншĕн те кăсăклă пулнине каланă.  Сăмаха май, ҫак пуҫаруллă проектсене малашне те пурнăҫа кĕртсе пырассипе ĕҫлеме тĕллев лартнине, программа 2025-мĕш ҫулччен тăсăлнине асăннă.

Михаил Игнатьев ҫак ыйту пирки РФ Президенчĕ ҫумĕнчи канаш ларăвĕнче те тĕплĕн сӳтсе явнине палăртнă.  Муниципалитетсене аталантарас ыйту кун йĕркинчех тăнине каланă. Ял поселенийĕсенче старостăсене саккунпа килĕшӳллĕн ĕҫе явăҫтарма ҫирĕплетмеллине тата та ытти нумай ыйтусем тавра анлăн пăхса тухнине тепĕр хут аса илтерсе хăварнă.  Регион Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев хăйĕн сăмахĕнче ялти ҫамрăксене ĕҫ вырăнĕпе тивĕҫтермеллине, вак тата вăтам предпринимательлĕхе аталантарассипе ҫыхăннă ыйтусем тавра та сăмах вакланă.

Форумăн йĕркелӳ комитечĕн ертӳçи - Мускав хулин, Раççей тĕп регионĕпе Чăваш Ен муфтийĕ, РФ Общество палатин членĕ Альбир Крганов  хăйĕн докладĕнче, ҫичĕ ҫул хушшинче форум халăхсем хушшинче питĕ анлăн сарăлнине, унăн пĕлтерĕшĕ те ҫав тери пысăк пулнине палăртнă. Форумăн тĕп тĕллевĕ – йывăрлăхсене пĕтерсе, тĕрлĕ ыйтусене вăхăтра татса пама витĕм кӳресси. Ҫынсен пуҫаруллă ĕҫĕсене пурнăҫа кĕртме пулăшасси тесе сăмаха малалла тăснă вăл.  Форум ĕҫĕнче пухăннисем актуаллă ыйтусене сӳтсе явассине, социаллă пурнăҫпа экономика аталанăвĕн ҫул-йĕрĕсем пирки канашлассине, пĕр-пĕрин паха ĕҫ опычĕсене малашне те тĕпе хурса ĕҫлесе пырассине шанса каланă.

Раҫҫей Федерацийĕн Ял хуҫалăх министерствин Департаменчĕн директорĕн ҫумĕ Ольга Ухалина хăйне форум ĕҫне йыхравланăшăн тав тунă. Вырăнти халăх наци пĕлтерĕшне ăша хывса пурăннине, урамсем таса, ялăн сăн-сăпачĕ илĕртӳллĕ тенĕ.

Ольга Ухалина мероприятине пухăннисене ырă суннă май, РФ Ял хуҫалăх Министрĕн Александр Ткачевăн саламне те вуласа панă. Паянхи пурнăҫра ял хуҫалăх пайĕ ҫĕнĕ вăй-хăватпа аталанса пынине, ҫынсем ĕҫе хисепленине, халăхăн пурнăҫ условийĕн шайĕ ӳссе пынине палăртса ҫырнă пулнă Министр хăйĕн салам йĕркисенче.

Ольга Ухалина форум ĕҫĕ пирки кĕскен чарăнса тăнă: «Паян ҫак ĕҫре питĕ хавхалануллă ҫынсене курса ĕнентĕм. Вĕсем кăмăллă, ĕҫлеме те хастар пулни куҫкĕретех. Ĕненетĕп, Чăваш Республикинче ялсем аталанса пырассине, мĕнпур ыйтусене республика ертӳлĕхĕ ҫирĕп алра тытни те никама та иккĕлентермест», - тесе пĕлтернĕ хăй шухăшне.  Сăмаха май, вăл ял территорисене аталантарассипе йышăннă федераци программине РФ 80 субъекчĕ хутшăннине пĕлтернĕ. Чăваш республикине ҫак асăннă программăна пурнăҫа кĕртме 2017 ҫулта 378 млн пăхса хăварнă, вĕсенчен 160 млн яхăн федераци хыснинчен куҫнине палăртнă вăл. 2018 ҫулта программăна пурнăҫлама федераци хыснинчен куҫакан пулăшу пайĕ ӳснине, 1,8 хут чылайрах укҫа-тенкĕ уйăрма тĕллев лартнине пĕлтернĕ. «Ҫак кăтарту вăл - эпир сире шаннине тата ĕненнине ҫирĕплетет. Укҫапа эсир тĕллевлĕн, тухăҫлă усă курма пĕлетĕр. Кăтартусем сирĕн ҫук мар, ыттисемшĕн тĕслĕх вырăнĕнче», - тенĕ вăл хăйĕн сăмахне пĕтĕмлетсе. Кăҫал Шăнкăртамри экономика форумĕ пĕтĕм халăхсен хушшинчи мероприяти пулнине ҫирĕплетрĕ. Палăртма кăмăллă, ытти ҫĕршывсенчен ҫак ĕҫе тĕрлĕ экспертсемпе ăсчахсем хутшăнни те ҫакнах ҫирĕплетсе парать.

Куала-Лумпур (Малайзи) Университечĕн вице-президенчĕ, Мохаммад Аземи профессор, хăйсен ҫĕршыври ҫитĕнӳсем пирки чарăнса тăнă, халяль индустрийĕ епле аталанса пыни ҫинчен  каласа кăтартнă.

Чăваш Республикипе Беларуҫ Республики хушшинчи ĕҫлĕ ҫыхăнусене сарасси пирки Тутарстан Республикинчи Беларуҫ Республикин Хисеплĕ консулĕ Сергей Маруденко тĕплĕн чарăнса тăнă, хăш-пĕр уйрăм самантсем ҫинчен каласа панă.  

Чăваш Республикинчи Общество палатин председателĕ Алексей Судленков хăйĕн докладĕнче пултаруллă яш-кĕрĕмсене аталанма пулăшмалли пирки каласа хăварнă, пысăк профессионалсене хатĕрлемелли ҫинчен асăннă. Шăпах та, ҫак ыйтупа форумра педагогика ĕҫченĕсем валли ятарлă семинар иртнине палăртнă вăл сăмаха малалла тăснă май.

Ĕҫе хутшăннисем экспертсен шухăшĕсене итленĕ, вĕсен сĕнĕвĕсене шута илме чĕнсе каланă.

Форум ĕҫне пĕтĕмлетнĕ май, вырăнти халăх Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев патне хăйсен ыйтăвĕсене тăратнă. Ҫынсем сывлăха ҫирĕплетме май паракан спорт комплексне хута ярасшăн, муниципалитетри ҫулсене тирпейлесе сарма пулăшу кӳме ыйтнă.  

Михаил Игнатьев ыйтусене итленĕ хыҫҫăн, ҫапларах хурав панă. Приоритетлă ыйтусене пĕтĕмпех район администрацийĕн чи малтан халăхпа пĕрле пăхса тухмалла.  Тĕплĕн сӳтсе явнă хыҫҫăн, енчен те вăл кăсăклă тата пысăк пĕлтерĕшлĕ пулсан, ăна пурнăҫа кĕртме проектсем хатĕрлемелле, каярах экспертиза кăлармалла. Ун чухне тин ыйту вырăнтан хускалма пултарассине асăннă вăл.

Патăрьел районĕ н депутачĕсен Пухăвĕнче хăй вăхăтĕнче форумăн йĕркелӳ комитечĕн ертӳçи - Мускав хулин, Раççей тĕп регионĕпе Чăваш Ен муфтийĕ Альбир Крганова районăн Хисеплĕ гражданинĕ ята парасси пирки ыйтăва тĕплĕн пăхса тухса ҫирĕплетсе хăварнă. Форум ĕҫĕнче сумлă ентешĕмĕре ҫак хисеплĕ ята тивĕҫнĕшĕн саламланă.    

Мероприяти Чăваш Республикин Общество палатипе «Социаллă палата» организаци хушшинчи ĕҫлĕ ҫыхăнусене ҫирĕплетесси пирки килĕшӳ хутне алă пусса ҫирĕплетнипе вĕҫленнĕ.  

Ҫак кун регион Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев районти уй-хир ĕҫĕсемпе паллашнă. «Патăрьел» АХО уйра ҫĕр улми лаптăкĕсене пăхса ҫаврăннă.  Хуҫалăхăн генеральнăй директорĕ Петр Ялуков хăйĕн сăмахĕнче кăҫал вĕсем ҫĕр улмине 237 га лартса хăварнине пĕлтернĕ. Хальлĕхе 160 га ҫĕр лаптăкĕнчен тухăҫа 3840 тонна пухса кĕртнине палăртнă. Механизаторсем уй-хир ĕҫĕсене вăхăтра тĕплессишĕн ырми-канми тăрăшаҫҫĕ.

«Пахча ҫимĕҫе пухса кĕртес ĕҫе халь тин йышлăн тухрĕҫ.  Регионта пурĕ 4 пин гектар ҫĕр  лаптăкĕнчен ҫĕр улмине пухса тирпейлесе кĕртмелле», - тесе пĕлтернĕ Чăваш Ен Пуҫлăхĕ. Сăмаха май, кăҫал ҫанталăк ял ĕҫченĕсене ытлашши сиен кӳменнине, тухăҫ аван пухăннине палăртнă. Пĕлтĕрхинчен тепĕр тесен, кăтарту самай пысăк тенĕ вăл сăмаха пĕтĕмлетсе. Михаил Игнатьев пĕр килнĕ пек чухне уйри халăхпа калаҫнă, вĕсен шухăшĕ пирки ыйтса пĕлнĕ, яваплăха туйса таса чунпа тăрăшса ĕҫленĕшĕн ырласа тав сăмахĕсем каланă.

Фоторепортаж



20 сентября 2017
09:45
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter