Чăваш Республикине алюмини таварĕсене тирпейлесе кăларакансен ассоциацийĕн членĕсем ĕҫлĕ ларăва пуҫтарăннă

Михаил Игнатьев принял участие в заседании ассоциации «Объединение производителей, поставщиков и потребителей алюминия»

Авăн уйăхĕн 21-22-мĕш кунĕсенче Шупашкарта «Объединение производителей, поставщиков и потребителей алюминия» ассоциацийĕн анлă канашлăвĕ иртет.  Ĕҫе пухăннисем алюминине хĕртсе ҫыпăҫтарассипе ĕҫлекен ятарлă центрсем хута ярасси пирки ыйтусене анлăн сӳтсе явнă. Паллă мероприятине Чăваш Республикин Правительствăн Пысăк ҫуртĕнче йĕркеленĕ.

Ассоциаци пайташĕсене чи малтан Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев саламланă: «Паянхи пурнăҫра тимĕрсенчен чи ăнăҫли тата экологи енчен таса тавар алюмини шутланать.  Унпа кирек епле тытăмра та усă курма пулать», - тесе каланă хăйĕн сăмахĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев.  

Раҫҫейре алюмини производстви хытă аталаннине палăртнă вăл сăмаха малалла тăснă май.   Ҫĕршывра ҫак тимĕртен тĕрлĕ хатĕрсем тирпейлесе кăларассипе ытти ют ҫĕршывсенчен юларах пынине асăнса хăварнă. «Раҫҫейре импорта улăштарасси пирки ыйтăва  ҫивĕч кун йĕркинче тытаҫҫĕ.  РФ патшалăх политикин тĕп ҫул-йĕрĕсенчен пĕри тесен те йăнăш мар. Мĕнлерех каланă та ҫĕршыв Президенчĕ Владимир Путин, пирĕн тĕллев – тĕнче шайĕнчи рынока тухасси. Ытти ют ҫĕршывсенчен пĕрре те кая мар пахалăх тĕлĕшĕнчен таварсене калăпласа кăларасси. Бренд «Сделано в России»  тени те малти вырăнта пулмалла», - тенисене тепĕр хут аса илсе хăварнă регион Ертӳҫи.   Михаил Игнатьев Чăваш Енри предприятисем пирки чарăнса тăнă, вĕсем кулленех алюминипе ĕҫленине палăртнă.  Вĕсем: «Хевел» ТМЯО, «Проектэлектротехника» ТМЯО, "ЧП "Сеспель» АХО, «Чувашторгтехника» АУ, «ЭЛАРА» АО, «ВНИИР-Прогресс» ТМЯО, научно-производственное объединение «Каскад», «Электроприбор» АУО, «Завод «Чувашкабель» АО.

«Палăртса хăварас тетĕп, ҫак асăннă предприятисем чăнласах та таварсене ҫав тери паха тирпейлеҫҫĕ тата вĕсем тĕнчипех анлă сарăлнă.  Республика  нумай ҫул хушши хывăнакан инвестицине яланах хапăл туса йышăнать.  Ҫĕнĕрен те ҫĕнĕ технологисене пурнăҫа кĕртсе пыма та хатĕр», - тенĕ Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев.

Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев виҫҫĕмĕш ҫул    Наци рейтингĕнче инвестици илĕртӳллĕхĕн ĕҫ кăтартăвĕпе  Чăваш Республики РФ 85 субъекчĕ хушшинче чи малти вырăнсене йышăнса пырать, 2017 ҫулта палăртма кăмăллă, ҫак кăтартупа республика хисеплĕ иккĕмĕш вырăна тухрĕ тенĕ.  

Михаил Игнатьев ассоциацийĕн членĕсене пĕр-пĕрин паха ĕҫ опычĕсене тĕпе хурса пыма, ĕҫре кулленех усă курса ĕҫлеме чĕнсе каланă.

«Чăваш патшалăх университетне специалистсене хатĕрлесе кăларма база вырăнне йышăнса хăварма та юрать», - тенĕ вăл сăмаха малалла тăснă май.  Кашни ҫул специалистсен пĕлӳ шайне ӳстерсе пыма та ҫак аслă шкулта условисем ҫителĕклĕ тесе асăннă. Университетра «Ҫеҫпĕл» предприятипе пĕрле ҫĕнĕ технологисене ăша хывса вĕренме майсем йĕркелесе тăратнă.  Ҫакăн йышши центр Раҫҫей Федерацийĕнчи пĕртен-пĕр объект шутланать. Кунсăр пуҫне Чăваш патшалăх университетĕнче алюминирен тĕрлĕ хатĕрсем калăплассипе вĕренмелли ятарлă проектсене те пурнăҫа кĕртме тĕллев лартнă.  

Ассоциацийĕн председателĕ Валентин Тришенко хăйĕн сăмахĕнче ĕҫе пухăннисене саламланă май, Чăваш Республикин Пуҫлăхне Михаил Игнатьева ҫак асăннă семинара регионта ирттерме витĕм кӳнĕшĕн ырласа тав сăмахĕсем каланă.  Сăмаха май, ҫак паянхи канашлура пăхса тухакан ыйтусем пурте актуаллă тесе палăртса хăварнă.

Ассоциацине Раҫҫей Федерацийĕн Правительствин йышăнăвĕпе килĕшӳллĕн, 2015-мĕш ҫулта йĕркелесе янă. Чи малтанах ҫак Ассоциаци ĕҫне 16 предприяти кӳлĕннĕ.  Хальхи вăхăтра вĕсен йышĕ ӳснĕ, 75 компани шутланать.

«Совет Союзĕ вăхăтĕнче, алюмини пĕр ҫынна 15 кг тивнĕ, Хальхи Раҫҫейре ҫак кăтарту 6 кг танлашать.  Коэффициент экономика аталанăвĕн шайĕ ӳссе пынине ҫирĕплетет. Калăпăр, Японире тата Германире ҫак кăтарту 50-60 кг танлашнă пулсан, пирĕн тĕллев 2021-мĕш ҫул тĕлне Раҫҫейри кăтартăва 10-15 кг ҫитересси», - тесе пĕлтернĕ ассоциацийĕн председателĕ.  

Валентин Трищенко хăйĕн докладĕнче хăйсен ĕҫĕнчи тĕп проектсем пирки каласа кăтартнă.   

Ларăва пухăннисем алюмини таварĕсем халăхра епле сарăлни ҫинчен, сварка тăвассипе ҫыхăннă технологисем тавра сăмах хускатнă, йывăрлăх кăларса тăратма пултаракан ыйтусене те тĕплĕн сӳтсе явнă. Канашлура экспертсем шутĕнче паллă ăсчахсем алюминисен вăрттăнлăхĕсем пирки каласа кăтартнă, предприятийĕсен аталанăвĕ ҫинчен чарăнса тăнă.  Ҫĕршыври чи паллă наукăпа тĕпчев центрĕсенче вăй хуракан специалистсем таварсен пахалăхĕсем пирки каласа кăтартнă.

Журналистсен ыйтăвĕсене хуравланă май, Валентин Трищенко ҫапларах каланă: «Эпир паян Чăваш Республикине Раҫҫейри тĕрлĕ предприятисемпе организацисен представителĕсене пухрăмăр, регионти паллă производствăсен ĕҫĕсемпе паллашрăмăр. Ҫула май, Чăваш Республикин Экономика министерствине хамăр йĕркеленĕ проектсене те тăратрăмăр.  Каласа хăвармалла, проектсем ҫĕнĕ производствăсем уҫма хистеҫҫĕ. Ун чухне импорта улăштарма тата та меллĕ пулĕ.  Алюминирен теплицăсем хута яма палăртатпăр. Каламасăрах паллă, паянхи пурнăҫ таппинче Раҫҫейри теплицăсене пĕтĕмпех 80 процент ытла ют ҫĕршывсенчен тиесе килеҫҫĕ», - тенĕ сумлă хăна. Чăваш Республикин потенциалĕ ҫав тери пысăк тесе хакласа хăварнă. Республика Правительствине ҫак асăннă ыйтусем ҫине пысăк тимлĕх уйăрнăшăн тав тунă.  «Регионăн чăнласах та, инвестици климачĕ лайăх пулнине курса ĕнентĕмĕр.  Халăхăн пурнăҫ условине лайăхлатса тата хăтлăлатса пыма кирлĕ пек мĕнпур условисем ҫителĕклĕ», - тесе сăмаха малалла тăснă вăл.

Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев хăйĕн сăмахĕнче, регионта пур ҫавăн пек предприятисем, ытларах вĕсем эксперта улăштарассипе тимлеҫҫĕ, тесе пĕлтернĕ Ертӳҫĕ. «Паянхи Ассоциаци пайташĕсем пире республикăра хăш тытăмра тата та вăйлăрах ĕҫлесе пыма, пысăк ҫитĕнӳсем тума май пуррине кăтартса пачĕҫ.  Чи лайăх пуҫаруллă ĕҫсене тĕпе хурса, ӳлĕмрен хамăр республикăра тата та чаплă производствăсем хута яма пултаратпăр», - тесе каланă вăл, халăх валли те ĕҫ вырăнĕсем йĕркеленĕҫ тенĕ сăмаха тăсса.  Республикăра пысăк квалификациллĕ специалистсене хатĕрлесе кăларас ĕҫ ҫине пысăк тимлĕх уйăрнине асăнса хăварнă Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев. Ҫĕршывра чăнласах та теплицăсем хута ярас ыйту ҫав тери актуаллă пулнине палăртнă. Сăмаха май, Чăваш Енре «РЕНОВА» ГК 22 пин га ҫĕр лаптăкĕ ҫинче теплицăсем хута яма  килĕшӳ хутне те алă пусса ҫирĕплетнине пĕлтернĕ. Объекта пĕтĕмпех хальхи пурнăҫпа килĕшсе хута яма тĕллев лартнă.

«Енчен те алюмини таварĕ хамăр ҫĕршыврах анлă сарăлнă пулсассăн, эпир ют ҫĕршывсенчен тавара туянман та пулнă пулăттăмăр», - тесе каланă хăй сăмахне Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев.

Палăртса хăваратпăр, паянхи ĕҫе пухăннисем валли республикăра экскурси хатĕрленĕ, вĕсем Шупашкарти «Ҫеҫпĕл» АХО ҫитсе вĕсен ĕҫĕпе паллашнă. Аса илтеретпĕр, мероприятийĕн иккĕмĕш пайне авăн уйăхĕн 22-мĕшĕнче И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнче йĕркелеме палăртса хунă.  

 Фоторепортаж

  



21 сентября 2017
15:22
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter