Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Михаил Игнатьев машинӑсем тӑвакан комплексӑн ӗҫченӗсен кунӗ ячӗпе саламлани

Чӑваш Енри машинӑсем тӑвакан комплексӑн хисеплӗ ӗҫченӗсем тата ветеранӗсем!

 Сире професси уявӗ ячӗпе чун-чӗререн саламлатӑп!

Чӑваш Ен экономикинче машиностроени тӗп вырӑн йышӑнса тӑ­рать. Туса кӑларакан производст­во организацийӗсем тиесе ӑсат­нӑ про­­­дукци калӑпӑшӗнчи отрасль предприятийӗсен тӳпи 47 про­центпа та­нлашать.  

Республикӑри машинӑсем тӑвакан комплексра пысӑк ӑсталӑхлӑ, хӑйсен ӗҫне чунтан парӑннӑ, кӑткӑс технологи процесӗсене ӑнӑҫлӑн ерт­се пыма пултаракан хастар ҫынсем вӑй хураҫҫӗ.      

Чӑваш Ен машиностроителӗсем производство хӑвӑртлӑхне ҫулсе­рен ӳстерсе пыраҫҫӗ, инноваци технологийӗсене ӗҫе кӗртеҫҫӗ, инвес­тици проекчӗсене пурнӑҫлаҫҫӗ, тухӑҫлӑ ӗҫле­мелли ҫӗнӗ май­сене алла илеҫҫӗ, Раҫҫейре кӑна мар, унӑн тулашӗнче те лайӑх туянакан сай­ра йышши машинӑсемпе оборудовани туса кӑлараҫҫӗ.

Ҫулталӑк пуҫланнӑранпа отрасль предприятийӗсем ӑс­лӑ­лӑхпа та­­чӑ ҫыхӑннӑ тата конкуренцие юрӑхлӑ, пӗтӗмӗшле хакӗ 52 миллиард тенкӗрен те иртекен тӗрлӗ та­вар туса кӑларса вырнаҫтарнӑ.        

Тӳрӗ кӑмӑлпа пурнӑҫлакан ырми-канми ӗҫӗр сире професси ӑста­лӑхӗн чи ҫӳллӗ шайне ҫӗкленме пулӑшасса шанса тӑратӑп.

Пурне те ырлӑх-сывлӑх, ҫирӗплӗх, ӗҫре ҫӗнӗ ҫитӗнӳсем та­та ма­лаш­лӑха шанчӑклӑн пӑхма сунатӑп!  

 

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ                                                                     Михаил Игнатьев



22 сентября 2017
08:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter