Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Раҫҫей Федерацийĕн спорт Министрĕн ҫумĕпе Марина Томиловăпа тата Раҫҫей Федерацийĕн Пăхăнман Профсоюз федерацийĕн Председателĕн ҫумĕпе Давид Криштальпе ĕҫлĕ тĕлпулу ирттернĕ

Авăн уйăхĕн 22-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Раҫҫей Федерацийĕн спорт Министрĕн ҫумĕпе Марина Томиловăпа тата  Раҫҫей Федерацийĕн Пăхăнман Профсоюз федерацийĕн Председателĕн ҫумĕпе  Давид Криштальпе ĕҫлĕ тĕлпулу ирттернĕ. Тĕлпулăва ҫакăн пекех Чăваш Республикин спорт министрĕ Сергей Шелтуков, «Чувашрессовпроф» профсоюз организацийĕсен пĕрлешĕвĕн Чăваш Енри уйрăмĕн председателĕ Анатолий Коршунов хутшăннă.  

Паян, авăн уйăхĕн 22-мĕшĕнче, Чăваш Енре Пĕтĕм Раҫҫейри  ĕҫлекенсен IV-мĕш Спартакиади пуҫланнă.

Официаллă хăнасем Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕнче палăртнă мероприятине торжествăлла майпа уҫма паян пухăнаҫҫĕ.

Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев регионта спорт аталантăр тесе сахал мар ĕҫ пурнăҫлать. Массăллă спорт вăй илсе пытăр тесе, халăх сывă пурнăҫ йĕркине пăхăнса пурăнтăр тесе чылай условисем йĕркелесе тăратнă. Кулленех республикăра тĕрлĕ спорт объекчĕсем хута каяҫҫĕ. Паян республикăра пĕтĕмпе ачасемпе ҫамрăксен спорт шкулĕсем – 53, вĕсенче кулленех 33 пин ача ҫӳресе хăйсен спортри ăсталăхне туптать. «Эпир кашни ҫул спорт шкулĕсене тĕпрен ҫĕнетсе улăштарма 700 млн тенкĕ тăкаклатпăр», - тесе пĕлтернĕ Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев.

Республикăра ҫулсерен Пĕтĕм Раҫҫей, тĕнче шайĕнчи тĕрлĕ спорт ăмăртăвĕсем иртеҫҫĕ.   Республикăра кашни уйăхра Сывлăхпа спорт кунĕсем иртеҫҫĕ.  Ҫак ĕҫсене йĕркелесе ирттернине кура, регионти халăх ытларах та ытларах спорта ҫӳренине тепĕр хут ҫирĕплетсе каланă. «Эпир шансах тăратпăр, Чăваш Республикинче Раҫҫей шайĕнчи Спартакиада ҫӳллĕ шайра иртессине», - тесе каланă Марина Томилова.  Сăмаха май, сумлă хăна Чăваш Республикин Пуҫлăхне Михаил Игнатьева спорта аталантарас ыйту ҫине пысăк тимлĕх уйăрнăшăн ырласа тав тунă.

Раҫҫей Федерацийĕн спорт Министрĕн ҫумĕ тата ҫакна та палăртса каланă, регионта Пĕтĕм Раҫҫейри ҫуллахи ял вăййисем те питĕ ҫӳллĕ шайра иртнине тепĕр хут аса илсе хăварнă.  Регион Пуҫлăхĕ хăй спорта кулленех хутшăнни ыттисемшĕн ырă тĕслĕх тесе ҫирĕплетнĕ. «Раҫҫей – спорт ҫĕршывĕ», «Наци кросĕ» тата та ытти нумай мероприятисем ҫав тери республикăра чаплă иртнине палăртнă.   Чăваш Енрен хастар спортсменсем тĕнчипех чапа тухнине ырласа каланă.  

«Статистикăна пăхас пулсан, сирĕн регионта пурăнакансенчен кашни тăваттăмĕш ҫынни спорта хапăл тусах кулленех ҫӳрет, 40 процент халăх сывă пурнăҫ йĕркине пăхăнса хăйсен сывлăхне ҫирĕплетет.  Ку енĕпе эсир 2020-мĕш ҫул тĕлне палăртнă тĕллеве пурнăҫа кĕртнĕ те», - тенĕ РФ спорт Министрĕн ҫумĕ.

Михаил Игнатьев тата ҫакна та палăртса хăварнă, республика Правительстви регионта пурăнакансенчен кашни иккĕмĕш ҫынни спорта ҫӳретĕр тесе тĕллев лартать тенĕ.  

Тĕлпулу вăхăтĕнче ертӳҫĕсем паянхи пурнăҫ таппинче предприятисемпе организацисенче те спорта вăй илтерсе пырсан ҫав тери пысăк пĕлтерĕшĕ тесе палăртнă.  Палăртса хăвармалла, республикăра профсоюзсем хушшинче кашни ҫул Спратакиада иртет, патшалăх влаҫ органĕсенче тăрăшакансем, вырăнти хăй тытăмлăх пайĕсенче ĕҫлекенсем хушшинче те Спартакиада анлă сарăлнă.  Регионта ФОКсем ир пуҫласа каҫ кӳлĕмчченех халăха йышăнма графиксем ҫирĕплетнĕ. Пĕр сăмахпа каласан, республикăра спорт аталанни никамшăн та вăрттăнлăх мар, халăх кăмăллă, условисем ҫителĕклĕ.  Ҫӳлерех асăннă мероприяти авăн уйăхĕн 22-24-мĕш кунĕсенче иртет.  Спорта хутшăннисем виҫĕ кун хушшинче хăйсен ăсталăхне виҫсе мала тухассишĕн тупăшĕҫ. Мероприятине Раҫҫей регионĕсенчен 40 пин ҫын хутшăнма кăмăл тунă.  

Фоторепортаж



22 сентября 2017
18:03
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter