Тĕнче, Атăлҫи федераци шайĕнче ирттерекен ăмăртусем пĕтĕмпех республикăна ырă енпе халăх хушшинче сарма витĕм кӳнине палăртнă Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев

Авăн уйăхĕн 25-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Министрсен Кабинечĕн членĕсемпе тата федераци службисен Чăваш Енри уйрăмĕсен ертӳҫисемпе кашни эрнере пулакан ĕҫлĕ планеркăна ирттернĕ.

Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн ҫумĕ – экономика министрĕ Владимир Аврелькин хăйĕн сăмахĕнче, республикăра авăн уйăхĕн 21-22-мĕш кунĕсенче  «Объединение производителей, поставщиков и потребителей алюминия» Ассоциацийĕн семинарĕ иртнине палăртнă. Мероприятине пĕтĕмпе 170 ҫын ытла хутшăннă, Раҫҫей Федерацийĕн 12 регионĕсенчен тĕрлĕ предприятисемпе организацисенчен представительсем килсе ҫитнине тепĕр хут аса илсе хăварнă. Семинара пухăннисем алюмини таварне хамăр ҫĕршывра тирпейлесе шăратса кăларса, тĕрлĕ хатĕрсем тума ятарлă центрсем хута ярасси пирки анлăн сӳтсе явнă пулнă. Ертӳҫĕсемшĕн алюмине сварка тума ятарлă объект хута ярасси те кун йĕркинче пулнă.

Владимир Аврелькин пухăннă хăнасем Чăваш Республикине ăнсăртран суйласа илменнине палăртнă.  Пирĕн предприятисем, промышленноҫ пайĕ те хăватлă аталаннине шута илсе йĕркеленине каланă вăл хăйĕн сăмахне малалла тăснă май.  Ертӳҫĕсем Шупашкарти «Ҫеҫпĕл» АХО ĕҫĕпе кăсăкланнă, ҫĕнĕ технологисене курса ĕненнĕ, И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн вĕрентӳ базине те пăхса тухнă, условисемпе кăсăкланнă.  

«Паян алюминине шăратса хатĕрлеме вĕрентӳ классĕ хута каять.  Юпа уйăхĕнче конкурса хутшăнма палăртнă.  Ăна «Энергия» ГК йĕркелесе ирттерет.  Хатĕрсем вырнаҫтарма 700 млн тенкĕ патнелле тăкаклама палăртса хунă», - тесе сăмаха малалла тăснă министр.  

Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев центра хута яма мĕнпур палăртса хунă ĕҫсене йĕркене кĕртсе пĕтерме чĕнсе каланă. Енчен те ҫак ĕҫ пурнăҫлансан, пысăк квалификациллĕ кадрсем хатĕрлеме те меллĕ пулĕ тесе сăмаха вакланă регион Пуҫлăхĕ.

Чăваш Республикин спорт министрĕ Сергей Шелтуков хăйĕн сăмахĕнче, Пĕтĕм Раҫҫей шайĕнче иртнĕ Спартакиада пирки тĕплĕн чарăнса тăнă. «Ҫак Спартакиада тепĕр хут ҫирĕплетсе пачĕ, ĕҫ ушкăнĕсенче спорт хытă аталаннине. Пĕтĕмпе Спартакиадăра 200 ытла команда хутшăннă. РФ 40 субъектĕнчен 1000 хăна килсе ҫитнĕ.  Пĕтĕмпе 126 медаль ҫĕнсе илессишĕн спортсменсем хĕрӳ тупăшнă», - тесе тепĕр хут аса илсе хăварнă министр. Пĕтĕмĕшле команда чысне Пенза облаҫĕ хӳтĕлесе, вĕсем пĕрремĕш вырăна тухнă,  иккĕмĕшне Ростов облаҫĕ, виҫҫĕмĕшне – Санкт-Петербургсем тивĕҫлĕ пулнă.   Чăваш Республики ку хутĕнче 7-мĕш вырăна тухнă.  

Чăваш Республикин спорт министрĕ Спартакиада йĕркелӳҫисене тав сăмахĕсем каланă, ĕҫ коллективĕсене ăмăртусенче хастар пулнишĕн ырласа хăварнă.

Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев ăмăртăва килнĕ хăнасем Чăваш Ен пирки сахал мар ырă сăмахсем каланине, регионта спорт вăйлă аталаннине ҫирĕплетсе хăварнине тепĕр хут аса илнĕ.  Сăмаха май, Шупашкарта иртнĕ кану кунĕсенче дзюдо ăмăртăвĕсем иртнине пĕлтернĕ. Унта 18 ҫула ҫитнĕ яшсемпе хĕрсем хушшинче ҫивĕҫ тупăшусем пулнине асăннă.  Пурĕ ҫак палăртнă мероприятине 750 спортсмен хутшăнма кăмăл тунă. Йĕркелӳҫĕсем каланă тăрăх, иртнĕ эрнере Чăваш Республикине пĕтĕмпе 2 пин ытла хăна килнĕ.  Регион Пуҫлăхĕ республикăра Атăлҫи федераци шайĕнче, тата халăхсен хушшинчи ăмăртусене час-часах ирттерме чĕнсе каланă, ҫаксем пĕтĕмпех республикăна ырă енпе халăх хушшинче сарма витĕм кӳнине палăртнă.

Чăваш Республикин вĕренӳ тата ҫамрăксен политикин министрĕн тивĕҫĕсене вăхăтлăх пурнăҫлакан Сергей Кудряшов хăйĕн докладĕнче, Мускавра авăн уйăхĕн 20-22-мĕш кунĕсенче Раҫҫей Федерацийĕн вĕренӳпе наука тытăмĕнчи тĕрĕслев служби йĕркелесе ирттернĕ канашлу пирки каласа кăтартнă.  Ĕҫе пухăннисем регионсенче патшалăхăн пĕрлĕхлĕ экзаменне епле тытнин рейтингĕпе паллаштарнине пĕлтернĕ.  Ҫак асăннă кăтартупа РФ субъекчĕсен хушшинче Чăваш Республики хисеплĕ 4-мĕш вырăна тухни вара пурсăмăра та хавхалантарать тесе сăмаха малалла тăснă вăл. Хаклав питĕ ҫивĕч пулнă, технологисене пăхăннисене аванах тĕрĕсленĕ, йĕрке пăснипе пăсманнин тĕслĕхĕсем пур е ҫуккине те шута илнĕ.  

Чăваш Республикин культура министрĕ Константин Яковлев регионта сумлă делегаци ҫак кунсенче Смоленск облаҫĕнче, Сычев хулинче пулни пирки каласа кăтартнă. Смоленск хулинчен Тăван ҫĕршывăн Аслă вăрҫин  хирне тухса кайнă паттăр салтаксене асăнса палăксем умне чĕрĕ чечек ҫыххисем хунине палăртнă министр хăйĕн сăмахĕнче.



25 сентября 2017
16:29
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter