Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Шупашкарта Атăлҫи федераци округĕн шайĕнче ирттернĕ хĕрсемпе яшсем хушшинчи дзюдо спорт ăмăртăвĕсене ҫитсе килнĕ

 Авăн уйăхĕн 23-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Шупашкарта Атăлҫи федераци округĕн шайĕнче ирттернĕ хĕрсемпе яшсем хушшинчи дзюдо спорт ăмăртăвĕсене ҫитсе килнĕ.

Аса илтеретпĕр, ăмăртусене  И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнче йĕркеленĕ.  Виҫĕ кун хушшинче пыракан пулма, 469 яш-кĕрĕм - дзюдоистсем Атăлҫи федераци округĕнчи 14 регионтан пухăннă.  Спорт ăмăртăвĕнче пурĕ спортсменсем 17 комплект медаль тивĕҫессишĕн хĕрӳ тупăшнă. Чăваш Республикин командине 27 спортсмен хӳтĕленнĕ.

«Чăваш Республикишĕн ҫак пулăм ҫав тери пысăк пĕлтерĕшлĕ.  Ăмăртусене пысăк шайра йĕркеленĕ.  Пурте кăмăллă.  Пурĕ региона 800 яхăн хăна килсе ҫитнĕ. Нимĕнле кăлтăк та ҫук, пĕтĕмпех йĕркеллĕ», - тесе каланă Чăваш Республикинчи дзюдо федерацийĕн президенчĕ Дмитрий Белов.  Сăмаха май вăл, Чăваш Республикин Пуҫлăхне Михаил Игнатьева тата Чăваш Республикин Спорт министерствин ертӳлĕхне мероприятине йĕркелеме витĕм кӳнĕшĕн ырласа тав сăмахĕсем каланă. «Чăваш Енре дзюдо лайăх аталанса пырать. Ҫулсерен вăй илсе пырать. Спортăн ҫак тĕсне кăмăл тăвакансен йышĕ те кулленех ӳсет. Кăтартусем те ҫук мар, пирĕн ентешсем пысăк ҫитĕнӳсемпе палăрса пыраҫҫĕ», - тенĕ.

Палăртса хăваратпăр, Чăваш Енре ҫулсерен официаллă майпа 350 спорт мероприятине ирттереҫҫĕ. Спорт ăмăртăвĕсене йĕркелени, Чăваш Республики пирки чылай ытларах хăнасене пĕлме витĕм кӳрет, туризма та аталантарса пыма паха.  Кунсăр пуҫне, халăха спорта явăҫтарма та аван.  Ăнсăртран мар пулĕ, Чăваш Республики РФ шайĕнче массăллă спорта аталантарассипе ытти регионсем хушшинче чи ăнăҫлă ĕҫлекен 5 субъекта кĕрет. «Общество тăнăҫлăхĕ спорт епле аталанса пынинчен те сахал мар килет. Раҫҫей Федерацийĕн, Чăваш Республикин патшалăх политикисен тĕп приоритечĕсенчен пĕри пулса тăрать», - тесе каланă Михаил Игнатьев.  

Фоторепортаж



25 сентября 2017
08:36
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter