Канашлу ĕҫне пухăннисем вырма пирки сӳтсе явнă, "Кĕр парни" акцисене муниципалитетсенче епле хатĕрленни ҫинчен анлăн пăхса тухнă

Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Министрсен Кабинечĕн членĕсемпе тата федераци службисен Чăваш Енри уйрăмĕсен ертӳҫисемпе кашни эрнере пулакан ĕҫлĕ планеркăна ирттернĕ. Ку хутĕнче ертӳҫĕсем РФ Президенчĕ Владимир Путин Патшалăх Канашĕн президиумĕн ларăвĕнче пассажирсене турттаракан транспортсене комплекслă аталантарас пирки  ыйтусене хускати ҫинчен тепĕр хут аса илсе хăварнă республика Пуҫлăхĕ.

«2018 ҫулта кăрлач уйăхĕн 1-мĕшĕнчен пухăнса кайнă бюджет кредичĕсене реструктуризацилес программăна пурнăҫа кĕртме тĕллев лартнă.  Ăна эпир вăтамран 7 ҫула яхăн йышăнса хăварма палăртса хунă.  Ҫапла майпа субъектсенче социаллă ыйтусене татса пама май пулĕ. Укҫа халăхăн пурнăҫ условийĕн шайне лайăхлатма вырнаҫăнĕ. Бюджет дефицитне те чакарма меллĕ пулĕ…», - тенĕ ун чухне Раҫҫей Федерацийĕн Президенчĕ.

Михаил Игнатьев ҫак пулăшусем чăнласах та субъектсене пысăк витĕм кӳнине асăннă. «Енчен те РФ Президенчĕ ҫапла йышăнман пулнă пулсан, пирĕн коммерциллĕ кредитсем явăҫтарма тиветчĕ», - тесе каланă вăл сăмаха малалла тăснă май.

Ку хутĕнче канашлу ĕҫне пухăннисем вырма пирки те тĕплĕн сӳтсе явнă. "Кĕр парни" акцисене муниципалитетсенче епле хатĕрленни ҫинчен анлăн пăхса тухнă.

Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн ҫумĕ – ял хуҫалăх министрĕ Сергей Артамонов авăн уйăхĕн 25-мĕшĕ тĕлне регионта пĕтĕмпе 259,9 пин га ҫĕр лаптăкĕнчен пăрҫа тата пăрҫа йышши культурăна ҫапса илнине, пурĕ 693,3 пин тонна тĕш тырă аласа кĕртнине пĕлтернĕ.  Республикăра паянхи кун тĕлне, 572 хуҫалăхра уй-хир ĕҫĕсене тĕпленине палăртнă.

Паянхи куна хуҫалăхсенчен тыр-пула 69 пин тонна туяннă, вăл шутран Чăваш Енри хуҫалăхсенчен  - 33,6 пин тонна, 48,7 процент мĕнпур таварсенчен.   

Ҫĕр улмине 4,4 пин гектар ҫĕр лаптăкĕнчен пухса кĕртнĕ. Пурĕ паянхи куна 95 пин тонна паха ҫимĕҫе кĕлетсене вырнаҫтарнă. Пахча-ҫимĕҫ культурине 536 га ҫĕр лаптăкĕнчен тирпейлесе пуҫтарнă, хăмла типĕтсе кĕртес ĕҫ те республикăра хĕрӳ пырать.

Республика Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев вырма вĕҫленнĕ хуҫалăхсенчи техникăсене юлса пыракан хуҫалăхсене пулăшу пама куҫарма сĕннĕ. Тухăҫа анасем ҫинче выртарса хăварма юраманнине ҫирĕп асăрхаттарнă пурне те. «Муниципалитет ертӳҫисем питĕ лайăх пĕлеҫҫĕ, пирĕн ума мĕнле тĕллевсем лартнине,  Пĕр гектар ҫĕр лаптăкне те тирпейлемесĕр пăрахса хăварма юрамасть.  Ку эрнере ĕҫе пĕтĕмпех вĕҫлеме тăрăшмалла», - тесе каланă Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев.  Хула тата район администрацийĕсем пĕлтернĕ тăрăх, кăҫал ҫурла уйăхĕн 26-мĕшĕнчен пуҫласа авăн уйăхĕн 24-мĕшĕччен, «Кĕр парни» акципе пурĕ 556 тонна ҫĕр улми тата пахча ҫимĕҫе халăха пĕчĕк хаксемпе сутнă. Ҫынсем питĕ кăмăллă пулни никамшăн та вăрттăнлăх мар.  Ҫак ĕҫе Чăвашпотребсоюз, Муркашсем, Елчĕксем, Элĕксем, Вăрнарсем, Канашсем, Каҫал енсем, Етĕрнесем, Сĕнтĕрвăррисем, Вăрмарсем, Шупашкар районĕпе тата ытти хăш-пĕр муниципалитетсенчи хуҫалăхсем активлă хутшăннине палăртса хăварнă паянхи канашлăва пухăннă ертӳҫĕсем.

  



25 сентября 2017
15:06
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter