Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Пĕтĕм Раҫҫей шайĕнче иртекен спартакиадăн финал тапхăрне ҫитсе килнĕ

Авăн уйăхĕн 23-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Пĕтĕм Раҫҫей шайĕнче иртекен спартакиадăн финал тапхăрне ҫитсе килнĕ, ăмăртусем Ҫĕнĕ Шупашкарта пулнă.

Аса илтеретпĕр, ĕҫлекенсем хушшинче ҫулсерен ирттерекен спартакиада 2017 ҫулта авăн уйăхĕн 22-мĕшĕнчен пуҫласа 24-мĕш кунĕ таран пынă. Ăмăртусен йĕркелӳҫисем: Раҫҫей Федерацийĕн Спорт министерстви, Раҫҫейри Профсоюзсен федерацийĕ тата Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕ.    

Спартакиадăн программине спортăн 10 тĕсне кĕртнĕ: армрестлинг, баскетбол, волейбол, гирĕ йăтасси, ишесси, ҫăмăл атлетика, сĕтелҫи теннис, шахмат, канат туртасси, ҫемьесен ăмăртăвĕ.

Финалта Раҫҫей регионĕсенчен пуҫтарăннă предприятисемпе организацисен ушкăнĕсем тупăшнă.  

Регион Пуҫлăхĕ ҫак кун волейбол, сĕтелҫи теннис, шывра ишекенсене, шахмат вăййисене пăхнă. Спортсменсемпе курнăҫнă, вĕсен шухăш-кмăлне ыйтса пĕлнĕ, сĕнӳсемпе пулăшнă. Ҫамрăксем те чылай, ҫав вăхăтрах аслă ҫулсенчисем те сахал мар ăмăртусене хутшăннă.   

Новосибирск облаҫĕн командин представителĕ Сергей Перепечин, вăл 75 ҫулта.  Спортсмен шахмат ăмăртăвĕсенче тупăшнă. Вăл Михаил Игнатьева хăй кулленех ытти спорт ăмăртăвĕсене те хутшăннине пĕлтернĕ. «Йĕлтĕрпе чупасси, шывра ишесси, утасси мана питĕ килĕшет.  Сывă пурнăҫ йĕркине пăхăнса пурăнни – кĕлетке-ҫурăма упрама, ĕҫре хастар пулма та сахал ма пулăшу парать», - тенĕ хăна.  

Чăваш Республикин волейбол командине Сергей Омельченко йĕркелесе ертсе пырать, вăл 35 ҫулта. «Ҫакăн пек спорт ăмăртăвĕсем питĕ кирлĕ. Массăллă спорта аталантармалла. Эпĕ волейбол ăмăртăвне 8-мĕш класран ăсталăха туптама пуҫларăм. Спорт мана пурнăҫра пулăшса пырать», - тенĕ яш ача.

«Спартакиадăна чаплă йĕркеленĕ. Пĕтĕмпех аван. Эпир ытти хуласенче ҫак ăмăртусене епле хатĕрленине пăхатпăр. Шупашкарта каламасăрах, паллă питĕ вăйлă йĕркеленĕ спорт мероприятине», - тесе пĕлтернĕ хăй шухăшне Калмыки Республикинчен килнĕ команда ертӳҫи Батман Анеев.

Раҫҫей Федерацийĕн Профсоюзсен федерацийĕн генеральнăй канашĕн членĕ, Санкт-Петербургран килнĕ командăн ертӳҫи Нина Леонтьева хăйĕн сăмахĕнче Чăваш Республикинче ҫав тери лайăх пулние, вĕсене регион кăмăла кайнине пĕлтернĕ.  

«Михаил Игнатьев регионăн  ҫав тери лайăх Ертӳҫĕ. Унран пĕтĕмпех нумай килет, ĕҫсем епле йĕркеленсе пыни. Нимĕн пытармасăрах калама пултаратăп, пире республика килĕшрĕ. Сирĕн халăх ырă тата тарават, ăшпиллĕ. Шупашкар таса, илемлĕ хула. Халăх кунта тимлĕ, таврара тирпейлĕх хуҫаланать. Спартакиада ҫӳллĕ шайра иртет. Йĕркелӳҫĕсем пĕтĕмпех ĕҫсене йĕркеллĕ хатĕрлесе тăратнă», - тесе каланă вăл.   

Михаил Игнатьев хăйĕн сăмахĕнче, ҫакăн пек мероприятине регионта ирттерни хăйех пысăк хисепе тивĕҫет тенĕ. «Ăмăртăва хутшăнакансем сахал мар пирĕн республика пирки ырă сăмахсем калаҫҫĕ. Ҫынсем кăмăллă, савăк. Вĕсене пĕтĕмпех килĕшни куҫкĕретех.  Мана, регион Пуҫлăхĕ пулнă май, питех те савăнтарать», - тесе пĕлтернĕ хăй шухăшне республика Пуҫлăхĕ.

«Ăмăртусене пăхма лайăх, ҫав тери хăватлă та чаплă. Субъектсенчен килсе ҫитнĕ ушкăнсем хытă хатĕрленни курăнать, хĕрӳ тупăшу пырать. Спартакиада иртнĕ май, ҫемьесем хушшинче те ăмăртусем пулни аван.  Тата ҫакна та палăртса хăвармалла, кăҫал Чăваш Енре Ашшĕпе Амăшĕн ҫулталăкĕ, ҫавна май та, пушшех те питĕ меллĕ ҫакăн пек ăмăртусене йĕркелени. Ҫемье туприне, ҫемье вучахне, пĕр-пĕрин хушшинчи ҫыхăнусене ҫирĕплетсе пыма витĕм кӳрет», - тесе каланă Михаил Игнатьев хăйĕн сăмахне пĕтĕмлетнĕ май.

Фоторепортаж 1

Фоторепортаж 2

  



25 сентября 2017
07:41
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter