Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Чăваш Республикин право сыхлавĕн органĕсен координаци канашĕн черетлĕ анлă ларăвне хутшăннă

Глава Чувашии Михаил Игнатьев принял участие в расширенном заседании координационного совещания руководителей правоохранительных органов Чувашской Республики

  Авăн уйăхĕн 25-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Чăваш Республикин право хуралĕнче ĕҫлекенсен координаци канашĕн черетлĕ анлă ларăвне хутшăннă.

Чăваш Республикинче иртнĕ ларăва регион Прокурорĕ Василий Пословский уҫнă.  Вăл хăйĕн сăмахĕнче, коррупцине хирĕҫ кĕрешессипе ыйтăва кулленех ҫивĕч тĕрĕслевре тытмаллине, тĕрĕслевпе асăрхав службисен, право хуралĕн йĕркисенче тăрăшакансен пĕр-пĕринпе тачă ҫыхăнса ĕҫлемеллине асăннă.   

Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев хăйĕн сăмахĕнче коррупци тăвакансене тупса палăртасси  тĕп ыйтусенчен пĕри пулса тăнине каланă. «Коррупци Раҫҫей аталанăвне йывăрлăх кӳрет, ăна вăй илсе пыма кансĕрлет», - тесе каланă РФ Президенчĕ Владимир Путин сăмахĕсене тепĕр хут асăнса хăварнă регион Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев.  Пирĕн республикăра ҫӳлерех асăннă ыйтупа комплекслă ĕҫленине палăртса хăварнă вăл.

РФ Президенчĕн Атăлҫи федераци округĕнчи полномочиллĕ представителĕ Михаил Бабич Чăваш Республикине коррупцине хирĕҫ кĕрешессипе пилотлă регион теме йышăннă.   Республикăра ăна кура, комплекслă ĕҫсем пурнăҫлама, сахал мар тĕрлĕ схемăсене тупса палăртса, кирлĕ пек мерăсем пурнăҫлама тытăннă. Пĕр сăмахпа каласан, тухăҫлă ĕҫленĕ.   Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев уйрăмах регионта патшалăх тата муниципалитет туянăвĕсене ирттернĕ чухне коррупци ĕҫне тăвассинчен питĕ сыхă тăнине, ĕҫ-пуҫа ҫирĕп тĕрĕслевре тытнине пĕлтернĕ.  Сăмаха май, регион Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Чăваш Республикинчи конкуренци политикипе тарифсен патшалăх служби туянусене пĕтĕмпех электронлă майпа йĕркеленине асăннă. «Кун пек ĕҫе йĕркелесе ирттерни – уҫăмлăха кăтартать.  Бюджетăн тухăҫлăхĕ 12 процента яхăн пулать.  Пур ҫавăн пек муниципалитетсем, электронлă майпа аукционсене ирттерес вырăнне, вĕсем уҫă конкурссем ирттереҫҫĕ.  Ун чухне каламасăрах паллă, бюджет тухăҫлăхĕ 1,5 процент кăна пулни никамшăн та вăрттăнлăх мар паянхи пурнăҫ таппинче. Пирĕн тĕллев – патшалăх интересĕсене хӳтĕлесси.  Финанспа пĕлсе тата тухăҫлă усă курма вĕренесси», - тесе ҫирĕппĕн каланă Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев.  Коррупци тăвакансене тупса палăртсан, укҫа-тенкĕне каялла патшалăха тавăрса парассипе ҫине тăрса ĕҫлемеллине чĕнсе каланă Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев. Кăтарту та халлĕхе ҫук мар-ха, 70 процента яхăн бюджета укҫана куҫарса панă.  Михаил Игнатьев тата ҫакна та палăртса хăварнă, ҫак кăтарту пĕр ик виҫĕ ҫул каялла 30 процент кăна пулнине асăннă.  «Малашне те ҫӳлерех асăннă ыйтупа тухăҫлă ĕҫлессишĕн мĕнпур ведомствăсен ҫине тăрса ĕҫлемелле», - тесе чĕнсе каланă Михаил Игнатьев. Чăваш Республикин прокуратуринче коррупцине хирĕҫ кĕрешессипе ĕҫлекен пай пуҫлăхĕн тивĕҫĕсенне пурнăҫлакан Денис Васильев хăйĕн докладĕнче Чăваш Енре коррупцине хирĕҫ кĕрешессипе 2016-2017-мĕш ҫулсенче Наци планне  пурнăҫланин йĕркипе паллаштарнă, уйрăм тĕслĕхсем ҫинчен тĕплĕн чарăнса тăнă. Вăл палăртнă тăрăх, 2017 ҫулта 8 уйăх хушшинче пĕтĕмпе 2226 йĕрке пăснă тĕслĕхе шута илнине пĕлтернĕ.  Кăтарту пĕлтĕрхи ҫак тапхăртипе танлаштарсан пысăк пулнине асăнса хăварнă. Республикăра 645 должноҫре тăракан ҫынна йĕрке пăснăшăн явап тыттарнине палăртнă. Пурĕ республикăра уголовлă майпа 20 ĕҫ-пуҫ пуҫарнине асăнса хăварнă.

Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн ҫумĕ – Чăваш Республикин Пуҫлăхĕн Администрацийĕн Ертӳҫи Юрий Васильев патшалăх влаҫ органĕсемпе муниципалитетсенче коррупцине хирĕҫ кĕрешессипе йĕркелесе ирттернĕ ĕҫсем пирки тĕплĕн чарăнса тăнă. Чăваш Республикин Пуҫлăхĕн Администрацийĕ асăннă ыйтупа кулленех планпа килĕшӳллĕн ĕҫлесе пынине пĕлтернĕ. Тĕрĕслевсем те сахал мар йĕркеленине палăртнă.  Ятарлă комисси пуррине, вĕсем служащийĕсен ĕҫĕсене вăхăтра тухăҫлă тĕрĕслесе пынине каланă.  Обществăлла организацисем, массăллă информаци хатĕрĕсенче тимлекенсем те ҫак усал ĕҫе пăрса яма сахал мар ĕҫленине, халăх хушшинче коррупцине хирĕҫ кĕрешессипе кирлĕ пек ĕҫсем йĕркеленине палăртнă.

Вăл палăртнă тăрăх, 2016 ҫулта 8 уйăх хушшинче пĕтĕмпе патшалăх органĕсенче 253 тĕрĕслев ирттернĕ.  Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ хушăвĕпе те сахал мар тĕрĕслевсем ирттернине асăнса хăварнă. «Тĕрĕслевсем вăхăтĕнче ҫав тери пысăк кăлтăксемех тупса палăртман.  Специалистсем квалификациллĕ пулманнине кура, тепре чухне ытларах йăнăшсем пулаҫҫĕ», - тесе каланă вăл хăйĕн докладĕнче.

Чăваш Республикин Пуҫлăхĕн Администрацийĕ  сахал мар методика ĕҫĕсене, специалистсен пĕлӳ шайне ӳстерсе пырассишĕн вĕрентӳ пайĕсене йĕркелет.  Йĕрке пăснине тупса палăртсан, вĕсене сирсе яма вăхăтра мерăсем йышăнма хушать. «Пур ҫавăн пек муниципалитетсем, ăҫта Чăваш Республикин Пуҫлăхĕн Администрацийĕпе Чăваш Ен Прокуратури пĕрле тĕрĕслевсем йĕркелесе ирттернине кура, йăнăшсем тумаҫҫĕ», - тесе уйрăммăн палăртса каланă Юрий Васильев.

Чăваш Республикинчи шалти ĕҫсен министерствинче экономика хăрушсăрлăхĕ тата коррупцине хирĕҫ кĕрешессипе тимлекен управленийĕн пуҫлăхĕ Андрей Семенов планпа килĕшӳллĕн йĕркелесе ирттернĕ ĕҫ кăтартăвĕсемпе паллаштарнă. Йĕрке пăсакансене вăхăтра тупса палăртма май килнине, вĕсене ҫийĕнчех явап тыттарнине асăннă ертӳҫĕ хăйĕн докладĕнче.  

Фоторепортаж

  



26 сентября 2017
09:05
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter