Чăваш Республикинче ипотека кредичĕсене илессин виҫи ӳссе пырать

 Авăн уйăхĕн 25-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Министрсен Кабинечĕн членĕсемпе тата федераци службисен Чăваш Енри уйрăмĕсен ертӳҫисемпе кашни эрнере пулакан ĕҫлĕ планеркăна ирттернĕ.

«Раҫҫей Федерацийĕн Президенчĕ хушăвĕпе килĕшӳллĕн ипотека кредичĕн ставки пĕчĕкленнĕ», - тесе сăмаха пуҫланă Михаил Игнатьев.  Ҫакă паллах, строительство тытăмĕшĕн уйрăмах пысăк пĕлтерĕшлĕ тесе сăмаха малалла тăснă.

Чăваш Республикинчи Наци банкĕн уйрăмĕ палăртнă тăрăх, регионта пĕтĕмпе 42 тĕрлĕ банк ĕҫлет.

Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕ ҫумĕ – финанс министрĕ Светлана Енилина ҫурла уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне пĕтĕмпе банксем 150,5 млрд тенкĕ чухлĕ кредит парса тивĕҫтернине пĕлтернĕ. 2016 ҫулта республикăра ипотека кредичĕ 15,3 млрд танлашнă пулсассăн, кăҫал кăтарту хăпарнă, 28 процент пысăк пулни сисĕнет.

2017 ҫулта 7 уйăх хушшинче пĕтĕмпе ипотека кредичĕпе 9,3 млрд тенкĕлĕх тивĕҫтернĕ.  Вăтамран пĕр ҫынна 1,459 млн тивет. Халăхăн кредита 16,7  ҫул хушшинче каялла банксене парса татмалла. Ҫак ипотека кредитне ҫынсем кăмăлтанах илни, вĕсен ставки пĕчĕкленнипе паллах ҫыхăннă тесе пĕлтернĕ Светлана Енилина министр. Раҫҫей Перекет Тĕп банкĕ авăн уйăхĕн 18-мĕшĕнчен ставкăна пĕчĕклетме пуҫланă.  Пуласлăхра тата та чакассине ырă хыпара пĕлтереҫҫĕ ертӳҫĕсем.  

Светлана Енилина ҫурт-йĕр строительствине хăпартма уйăракан патшалăх пулăшăвĕсем пирки тĕплĕн чарăнса тăнă, кăҫал ҫак кăтату Чăваш Республикинче 1,729 млрд танлашнине пĕлтернĕ. Регионта халăх хваттерсем илнĕшĕн, налук каялла тавăрса парассипе те курăмлă ĕҫлесе пынине пĕлтернĕ.  Ку кăтартупа Атăлҫи федераци округĕнче пирĕн республика 1-мĕш вырăна тухнине асăннă вăл сăмаха малалла тăснă май.  Авăн уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне НДФЛ кĕнĕ укҫа-тенкĕрен каялла ҫынсене 15 процентне тавăрса пани самай пысăк пулăшу тенĕ вăл сăмаха тăсса. «Банксем паян халăха кредитсем пама хатĕр.  Уйрăмах вĕсем ипотека кредичĕпе ĕҫлеме тĕллев лартнă.  Палăртма кăмăллă, банксем ҫынсене хирĕҫ каймаҫҫĕ, вĕсене яланах пулăшу пама тăрăшаҫҫĕ.  Ҫĕнĕлĕхсем те чылай, вĕсене пĕлмелле кăна», - тенĕ Светлана Енилина.

Шупашкарти ВТБ 24 банк управляющийĕ Владимир Царев кăҫал 9 уйăх хушшинче вĕсен банкĕ халăха пурĕ 1,472 млрд тенкĕ парса тивĕҫтернине пĕлтернĕ.  Кăтарту пĕлтĕрхинчен 15 процент пысăк пулни куҫкĕретех тенĕ ертӳҫĕ. «Эпир ставкăсене пĕчĕклетсе пырассипе ҫине тăрсах ĕҫлетпĕр. Тĕрлĕ майсем шыратпăр.  Кăҫал калăпăр, ставка 12,1 процента ҫити чакнă, кăрлач уйăхĕнче тата утă уйăхĕсенче 10,7 процента ҫити пĕчĕкленнĕ. Хальхи вăхăтра кăтартусене пĕчĕклетнĕ хыҫҫăн, 9,4 процент чакарнипе ĕҫлетпĕр», - тесе каланă вăл сăмаха малалла тăсса. «Кредитсем панă чухне эпир поручительсене шырама хистеместпĕр,  Чăваш Енре пурăнакансен условисем сахал мар, ипотека кредитне илме, паян Чăваш Енре питĕ ансат», - тесе каланă вăл. 

Чăваш Енри 8613№-лĕ Раҫҫей Перекет банкĕн Управляющийĕн ҫумĕ Вячеслав Иванов хăйĕн сăмахĕнче ипотека кредитне парассин кăтартăвĕ 136 процента ҫити хăпарса кайма пултарассине шанса каланă. Халăх ăнланать, хыпарсене вăхăтра пĕлет, хапăл тусах кредитсем илеҫҫĕ тенĕ вăл сăмаха пĕтĕмлетсе.  «Россельхозбанк» АО Чăваш Енри уйрăмĕн директор ĕҫĕсене пурнăҫлакакн Ирина Кошкина та хăйсен банкĕн ҫăмăллăх пайĕсем пирки тĕплĕн ăнлантарса панă.  Вĕсен те ипотека кредичĕсен ставки самай пĕчĕкленнине пĕлтернĕ.

«Ипотечная корпорация Чувашской Республики» АО генеральнăй директорĕ  Альберт Сидоркин хăйĕн сăмахĕнче кăҫал 9 уйăх хушшинче ипотека кредитне илме кăмăл тăвакансен йышĕ виҫĕ хут ытла пысăкланса кайнине пĕлтернĕ, кăтарту 149,564 млн танлашнине асăннă. Вăтамран пĕр ҫынна ипотека кредичĕ 1,150 мн тенкĕ лекнине палăртнă. Кăтартăва тата та ӳстерсе пыма тĕллев лартнине каланă генеральнăй директор.

«Кун пек ĕҫлеме юрать, халăхăн суйласа илме сахал мар тĕрлĕ условисем пур.  Паянхи пурнăҫ таппинче чи кирли – хыпарсене вăхăтра тата тĕрĕс пĕлтерсе пырасси», - тесе каланă Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев.

Чăваш Республикин строительство министрĕ Владимир Михайлов ипотека кредичĕсемпе ҫыхăннă ҫĕнĕлĕхсем пирки тарăн чарăнса тăнă, регионăн пулăшăвĕсем ҫинчен те каласа хăварнă.  Ҫăмăллăхсем кĕртнине кура, Шупашкарта тата Ҫĕнĕ Шупашкарта халăх анлăн усă курма пуҫланине палăртнă муниципалитетсен ертӳҫисем. Шупашкарта кăҫал 320 пин тăваткал метр чухлĕ хваттерсем хута яма тĕллев лартнă, Ҫĕнĕ Шупашкарта 58 пин тăваткал метр чухлĕ объект ҫĕклесе лартма плана кĕртсе хăварнă.

Чăваш Енри  Росреестра Управленийĕн ертӳҫи Екатериа Карпеева пурлăхсене электронлă майпа регистрацилемеллин йĕрки пирки каласа кăтартнă, ăна виҫĕ кун хушшинче пĕтĕмпех пурнăҫлама май пуррине асăннă.

Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев ҫак ипотека кредичĕсем пирки ыйтăва строительство организацийĕсемпе тепĕр хутчен анлăн пăхса тухма тĕллев ларнине каласа хăварнă.



26 сентября 2017
09:36
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter