Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Министрсен Кабинечĕн черетлĕ анлă ларăвне ирттернĕ

Михаил Игнатьев провел расширенное заседание Кабинета Министров

Авăн уйăхĕн 27-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Министрсен Кабинечĕн черетлĕ анлă ларăвне ирттернĕ.

Кун йĕркине кĕртнĕ тĕп ыйтусенчен пĕри – Чăваш Республикин республика бюджечĕн 2018 ҫул валли йышăннă саккун проекчĕ тата 2019-2020-мĕш ҫулсем валли пăхса хăварнă республика хыснин бюджет планĕ. Ыйту пĕлтерĕшĕ пысăк, ҫакна пула та, паянхи анлă ларăва Чăваш Республикин Правительство пайташĕсемпе пĕрле республикăри муниципалитет пĕрлешĕвĕсен пуҫлăхĕсем хутшăннă.

Чи малтанах канашлу ĕҫне тытăниччен, Михаил Игнатьев регионти мĕнпур хуласемпе районсенче 2017-мĕш ҫулхи социаллă пурнăҫпа экономика аталанăвĕн малтанласа палăртнă ĕҫ пĕтĕмлетĕвĕсене пăхса тухнине асăннă, республикăри муниципалитетсенче малашнехи тĕллевсене те палăртнине пĕлтернĕ.  Республика Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Чăваш Республикин Прокурорне Василий Пословскийне вĕсен ĕҫтешĕсем халăхпа пĕрле сӳтсе явнă мĕнпур мероприятисене хастар хутшăннăшăн ырласа тав сăмахĕсем каланă.  «Кун пек ĕҫе йĕркелесе пыни кăлтăксене вăхăтра тупса сирсе яма витĕм кӳни те куҫкĕретех», - тенĕ Михаил Игнатьев.

Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев авăн уйăхĕн 26-мĕшĕнче Мускавра РФ Правительствин регион аталанăвĕпе ĕҫлекен комиссийĕн ларăвĕнче пулнă. Комисси ларăвне РФ Правительствин Председателĕн Ҫумĕ  Дмитрий Козак йĕркелесе ертсе пынă. Кун пирки паянхи ларура регион Пуҫлăхĕ тĕплĕн каласа кăтартнă. Ларура Раҫҫей Федерацийĕн субъекчĕсен бюджет парăмне  реструктуризацилесси пирки ҫивĕч пăхса тухнине пĕлтернĕ Михаил Игнатьев, кун йĕркинчи тĕп ыйтупа Раҫҫей Федерацийĕн финанс Министрĕ Антон Силуанов тĕплĕ доклад тунине каланă.  

«РФ Президенчĕ Владимир Владимирович Путин ҫирĕп йышăнăвне тĕпе хурса, пухăнса кайнă бюджет кредичĕсене реструктуризацилемелле тунă, хушма ресурссем тупнă.  Укҫа-тенкĕ социаллă ыйтусене пурнăҫа кĕртме тăкакланасси паллă. Республикăра пурăнакансен ыйтăвĕсене татса пама меллĕ», - тесе каланă Михаил Игнатьев.  Реструктуризаци Чăваш Республикин тăкакне 2018-2019-мĕш ҫулсенче 350 млн яхăн перекетлеме май парĕ. РФ Правительстви Раҫҫей субъекчĕсене бюджет кредичĕсене тивĕҫтерме хушма условисем хатĕрлет. «Пирĕн мĕнпур палăрта хунă ĕҫсене туллин пурнăҫламалла, парăмсене парса татассипе те ҫине тăрсах тăрăшмалла», - тенĕ Чăваш Ен Пуҫлăхĕ.  

Михаил Игнатьев хăйĕн сăмахĕнче ырă хыпар каланă, 2018 ҫулта Чăваш Республики республика хыснине шайлаштарма хушма укҫа-тенкĕ федераци хыснинчен тивĕҫессине пĕлтернĕ. «Эпир шайлашуллă бюджет йышăнма тĕллев лартнă, дефицит 10 процент кăна», - тенĕ сăмаха малалла тăснă май Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев.

Регион Ертӳҫи бюджет политикин тĕп ҫул-йĕрĕсем ҫинчен чарăнса тăнă.

 2018 ҫулта Раҫҫей Федерацийĕн Президенчĕ 2012-мĕш ҫулта ҫу уйăхĕн 7-мĕшĕнче алă пуснă указсене пурнăҫа кĕртессипе анлăн ĕҫлемеллине каланă.

Ҫак ыйтăва татса пама РФ федераци хыснинчен пĕтĕмпе 100 млрд тенкĕ тăкаклама палăртса хунине асăннă вăл.    Республика бюджетĕнче ҫитес ҫул валли 5,7 млрд тенкĕ пăхса хăварма палăртнă. Кунсăр пуҫне Чăваш Республикине хушма пулăшу уйăрасси те паллă тенĕ вăл сăмаха тăсса.

Раҫҫей Правительстви ĕҫлекен ҫынсен пурăнмалли чи пĕчĕк ĕҫ укҫин виҫине хăпартасси ҫинчен, 2019 ҫулта Раҫҫейре пĕтĕмпех ҫак виҫене 100 процента ҫити ҫитермелли пирки йышăну тунă.  2018 ҫулта МРОТ пурăнмалли чи пĕчĕк укҫа виҫинчен 85 процент пулмалла. Ҫакна тĕпе хурса, 2018 ҫулта республика хыснинче бюджет тытăмĕнче ĕҫлекенсен ĕҫ укҫин виҫине ӳстерме тĕллев лартнă, ăна валли республика хыснинче 200 млн пăхса хăварнă, вĕсенчен 62 проценчĕ муниципалитетсене куҫасси те паллă.

Республика бюджетĕнче 2018-мĕш ҫул валли муниципалитет пĕрлешĕвĕсене укҫа-тенкĕпе пулăшу пама 15 млрд тенкĕ ытла пăхса хăварнине асăннă паянхи ларура. Укҫа социаллă сферăри ыйтусене татса пама куҫарма палăртнă: шкулсем, ача сачĕсем, ФАПсем, культура учрежденийĕсен пурлăхпа техника базине пуянлатма тăкакланĕ.

«Эпир бюджета Чăваш Енри халăх сĕнĕвĕсене те шута илсе йышăнса хăварма тĕллев лартнă. Тĕлли-паллисĕр тăкакланмалли бюджет мар. Халăхăн пурнăҫ условийĕн шайне лайăхлатма йĕркеленĕ, пурнăҫа аталантарса пымалли хысна шутланать», - тенĕ Михаил Игнатьев.  

  Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн ҫумĕ – финанс министрĕ Светлана Енилина Чӑваш Республикин 2018 ҫулхи тата планпа пӑхнӑ
2019 тата 2020 ҫулсенчи тапхӑрти республика бюджечӗн тӗп паллисем пирки тĕплĕн каласа хăварнă.

Республика бюджечĕн тупăш пайне 2018 ҫулта - 43 млрд, 2019 ҫулта - 38,4 млрд, 2020 ҫулта - 39,7 млрд пулассине палăртаҫҫĕ.

Тăкак пайĕ республика хыснин 2018 ҫулта - 42,9 млрд, 2019 ҫулта - 38,2 млрд, 2020-мĕш ҫулта - 40,4 млрд тенкĕ пулассине асăннă.  

2018 ҫулта социаллă культура пайне аталантарма  30 млрд тенкĕ пăхса хăварнă, вăл шутран социаллă политикăна вăй илтерме 12 млрд тенкĕ патнелле тăкаклама уйăрнă.

Вĕренӳ пайне ҫитес ҫул валли 12,5 млрд тенкĕ пăхса хăварнă.  Вăл укҫаран «Соляное» тата «Новый город» Шупашкарти микрорайонсенче ача сачĕсене хăпартса лартма тăкакланасси паллă, Канаш хулинче «Восточный» микрорайонта ача пахчи ҫĕкленсе ларасси куҫкĕретех пулĕ.   Шупашкарти «Волжский-3», «Садовый» тата «Новый город» микрорайонсенче ҫĕнĕ шкулсем пулĕҫ, кадетсен шкулне те хута яма палăртнă.

Сывлăх сыхлавĕн тытăмне вăй илтерме 3 млрд тенкĕ пăхса хăварнă. Вăл пулăшăва сывлăх сыхлавĕн учрежденийĕсен пурлăхпа техника базине тĕпрен ҫĕнетме тĕллев лартнă. Шупашкарта Ядерлă медицина центрне ҫĕклесе лартма палăртнă, васкавлă пулăшу памалли 51 машина туянма тĕллев лартнă. Ленин проспектĕнчи нумай функциллĕ поликлиникăн строительство ĕҫне малалла тăсма, Гладков урамĕнчи ача-пăча больницине те реконструкцилеме пулăшу куҫасси паллă.   Ҫак ĕҫсемсĕр пуҫне регионта ФАПсем хута ярасси те малалла пырĕ.

Культура тытăмне аталантарма 1,3 млрд тенкĕ уйăрнă. Вăл укҫапа Элĕк, Патăрьел, Йĕпреҫ, Канаш, Каҫал ен районĕсенчи культура ҫурчĕсене ҫĕклесе лартма плана кĕртсе хăварнă. Кунсăр пуҫне Шупашкарти Мускав районĕнчи Атăлăн ҫыран хĕррине те реконструкцилеме тĕллев лартнă. Чăваш автономи облаҫне йĕркелесе янăранпа 100 ҫул ҫтитнине халалласа культура объекчĕсем ҫĕкленсе ларасси те куҫкĕретех пулĕ.

Ҫурт-йĕрпе коммуналлă хуҫалăх пайне ҫитес ҫул 900 млн ытла тăкаклама тĕллев лартнă.

Чăваш Республикин Ҫул-йĕр фондне 2018 ҫулта 3,6 млрд тенкĕ пăхса хăварнă. Шупашкарта А.Асламас урамĕнчи тата «Солнечный» микрорайонти ҫулсене тирпейлесе сарма плана кĕртсе хăварнă, «Ҫĕнĕ хулара» та объектсем пуласси планра пур.  «Хăрушлăхсăр паха ҫулсем» приоритетлă проекта пурăҫа кĕртме 2018 ҫулта республика хыснинче 730 млн пăхса хăварнă. Регионта вырăнти хăй тытăмлăх органĕсенче пурăнакансен пуҫаруллă проекчĕсене пурнăҫа кĕртсе пыма  75 млн уйăрнă.

Светлана Енилина республикăри районсемпе хула администрацийĕсен ертӳҫисене, енчен те бюджет саккунне пăхăнса кирлĕ пек ĕҫлемесен, яваплăх пысăк пулассине тепĕр хут аса илтерсе хăварнă.

Чăваш Республикин Прокурорĕ Василий Пословский хăйĕн сăмахĕнче, муниципалитетсенчи специалистсен пĕлӳ шайне ӳстерсе пыма чĕнсе каланă. Патшалăх тата муниципалитет туянăвĕсемпе ирттернĕ конкурссене хатĕрленĕ чухне ĕҫ хучĕсен пахалăх шайĕ пысăк пулмаллине тепĕр хут асăрхаттарнă.

«Кашни ертӳҫĕн яваплăха ҫухатма юрамасть, яланах тимлĕ пулмалла. Кашни цифрăна шута илмелле, вырăнти бюджета йĕркеленĕ чухне уйрăмах тимлĕ пулмалла.  Финансистсен йăнăш тума нимĕнле сăлтав та пулмалла мар, ҫакна пурин те асра тытмалла», - тесе асăрхаттарнă Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев.  

Ку хутĕнче район тата хула администрацийĕсен пуҫлăхĕсен шалу укҫи пирки те чарăнса тăнă, тухăҫлă ĕҫленине кура вăл виҫе пулмалла тенĕ республика Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев. Сăлтавсăр ĕҫ укҫисен пысăк пулма юраманнине асăннă. «Ертӳҫĕн ĕҫ укҫин виҫи муниципалитетсенче социаллă пурнăҫпа экономика аталанăвĕ епле аталанса пынинчен пĕтĕмпех килмелле. Район е хула аран пырать пулсан, мĕнле-ха ертӳҫĕсен шалу укҫи пысăк пулма пултарать…», - тенĕ тĕлĕнсе Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев.

Ку хутĕнче ертӳҫĕсем  Территори фончĕн медицина страхованийĕн пайĕ ҫинчен проекта тишкернĕ.  Ку ыйтупа Чăваш Республикин сывлăх сыхлавĕн министрĕ Владимир Викторов анлă доклад тунă.   

2018 ҫулта республикăра пурăнакансене медицина пулăшăвĕпе тивĕҫтерме фонд енĕпе  12 958,2 млн тенкĕ пăхса хăварнă. 2017 ҫулхипе танлаштарас пулсан, ӳсĕм чылай, вăл 1831,7 млн тенĕ пулать.  Ҫак кăтарту 2019 ҫулта - 13 632,4 млн, 2020-мĕш ҫулта - 14 179,8 танлашĕ. Медицина пайĕнче тăрăшакансене хушма пĕлӳ илме, професси шайне ӳстерсе пыма та ука-текĕ пăха хăварнă.  

Фоторепортаж



27 сентября 2017
15:31
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter