Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Раҫҫей пенсионерĕсен партийĕн ертӳлĕхĕпе ĕҫлĕ тĕлпулу ирттернĕ

 

Авăн уйăхĕн 27-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев «Российская партия пенсионеров за социальную справедливость» (Раҫҫей пенсионерĕсен партийĕ социаллă тĕрĕслĕхшĕн) политика партийĕн Тĕп канашĕн председателĕпе Владимир Бураковпа тата унăн ҫумĕпе  Владимир Ворожцовпа ĕҫлĕ тĕлпулу ирттернĕ.  

Тĕплĕ калаҫăва Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн ҫумĕ – Чăваш Республикин Пуҫлăхĕн Администрацийĕн Ертӳҫи Юрий Васильев, Чăваш Республикин ĕҫпе социаллă хӳтлĕх министрĕ Сергей Димитриев, «Российская партия пенсионеров за социальную справедливость» политика партийĕн регионти уйрăмĕн председателĕ Николай Степанов хутшăннă.

«Эпир республикăра мĕнпур политика партийĕсем валли кирлĕ пек пĕр тан условисем йĕркелесе паратпăр.  Пурсăмăрăн та пĕр тĕллев – регионта пурăнакансен пурнăҫ условийĕн шайне ӳстерсе пырасси», - тесе каланă хăйĕн сăмахĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев.

Политика партийĕн ертӳлĕхĕ хăйсен организацийĕн ĕҫ-хĕлĕ пирки тĕплĕн каласа кăтартнă.  

«Пенсионерсен интересĕсене хӳтĕлессипе парти ҫирĕп ура ҫинче тăрать», - тенĕ Владимир Бураков.  Сăмаха май, парти пурнăҫа кĕртме хатĕрленĕ проектсем пирки те каласа кăтартнă.

 Раҫҫейри пенсионерсен юхăмне йĕркелесе янăранпа кăҫал 20 ҫул ҫитет. Калаҫăва пухăннисем малашнехи ĕҫлĕ ҫыхăнусем ҫинчен сӳтсе явнă, юбилей валли хатĕрленсе ĕҫ планне пăхса тухнă. Тĕп ыйтусенчен пĕри – регионта социаллă политикăна тĕплĕн тишкерессипе ҫыхăннă конференци йĕркелесе ирттересси.   

Фоторепортаж



27 сентября 2017
12:07
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter