Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев, Раҫҫей Федерацийĕнчи регионĕсене аталантарассипе ĕҫлекен РФ Правительство комиссийĕн членĕ пулнă май, РФ Правительство ҫуртĕнче Раҫҫей Федерацийĕн Правительствин Председателĕн Ҫумĕ Дмитрий Козак йĕркелесе ирттернĕ комиссийĕн ларăвне хутшăннă

 Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев, Раҫҫей Федерацийĕнчи регионĕсене аталантарассипе ĕҫлекен РФ Правительство комиссийĕн членĕ пулнă май, авăн уйăхĕн 26-мĕшĕнче,  РФ Правительство ҫуртĕнче Раҫҫей Федерацийĕн Правительствин Председателĕн Ҫумĕ Дмитрий Козак йĕркелесе ирттернĕ комиссийĕн ларăвне хутшăннă.

Кун йĕркине кĕртнĕ тĕп ыйтусенчен пĕри – Раҫҫей Федерацийĕн субъекчĕсен бюджет парăмĕсене реструктуризацилессипе ҫыхăннă условисем.

Аса илтеретĕр, Раҫҫей Федерацийĕн Президенчĕ Владимир Путин РФ Патшалăх Канашĕн президиумĕн ларăвĕнче ҫапларах каланă: «2018 ҫулта регионсен бюджет кредичĕсене реструктуризацилессипе йышăннă программа пурнăҫа кĕме тытăнĕ», - тенĕ. Раҫҫей Федерацийĕн Правительстви Раҫҫей Президенчĕн хушăвне тĕпе хурса, бюджет кредичĕсене реструктуризацилемеллин аспекчĕсене хатĕрлеме пуҫланă.  

Комисси ларăвĕнче регионсен бюджет кредичĕсен парăмĕсене реструктуризацилемелли ыйтусене анлăн пăхса тухнă. Раҫҫей Федерацийĕн патшалăх влаҫĕсен полномочиллĕ органĕсен, вырăнти хăй тытăмлăх органĕсен тăкакĕсене инвентаризацилесси ыйтăва ҫивĕчлетесси, 2018 ҫулта бюджетсен хушшинчи ҫыхăнусене ҫĕнĕлле аталантарса пырасси ыйтусем те кун йĕркинчех тăнă.

Кун йĕркине кĕртнĕ тĕп ыйтупа Раҫҫей Федерацийĕн финанс Министрĕ Антон Силуанов доклад тунă.

«Агентство стратегических инициатив по продвижению новых проектов» АНО Генеральнăй директорĕ Светлана Чупшева хăйĕн сăмахĕнче 2017 ҫулта регионсен социаллă пурнăҫĕпе экономика аталанăвĕнчи чи пуҫаруллă та  лайăх енсене палăртас ĕҫ йĕркине ҫĕнĕлĕхсем кĕртсе хăварни пирки каласа кăтартнă.

Палăртса хăваратпăр, Раҫҫей Федерацийĕн Правительствин координаци органĕсенчен пĕри - регионсене аталантарассипе ĕҫлекен Комисси шутланать. Правительство комиссийĕн йышĕнче  ĕҫлени – регионсене хăйсен позици пирки каласа кăтартма май парать, Раҫҫей Президенчĕ тата Правительстви йышăнакан мероприятисене те хутшăнма меллĕ.  



27 сентября 2017
08:38
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter