Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн анлă ларăвĕнче регионăн социаллă пурнăҫĕпе экономика аталанăвĕн 2018 ҫулхи тата планпа пӑхнӑ 2019 тата 2020 ҫулсенчи тапхӑрти пулас ĕҫсене тишкернĕ

Авăн уйхĕн 27–мĕшĕнче Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Министрсен Кабинечĕн анлă ларăвне ирттернĕ. Ĕҫе пухăннисем Чӑваш Республикин 2018 ҫулхи тата планпа пӑхнӑ  2019 тата 2020 ҫулсенчи тапхӑрти республика бюджечӗн тӗп паллисем пирки калакан саккун проектне тишкернĕ.

Республика хыснин тупăш тата тăкак пайне регионăн социаллă пурнăҫĕпе экономика аталанăвĕн кăтартăвĕсене тĕпе хурса йĕркеленĕ.  Кун пирки ларура Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн ҫумĕ – экономика министрĕ Владимир Аврелькин тĕплĕн доклад тунă.  Малтанласа палăртнă проекта экономика аталанăвĕн виҫĕ сценарине тĕпе хурса йышăннă. «Экономика аталанăвĕн ӳсĕмĕшĕн ытларах промышленноҫ производствин кăтартăвĕ хăпарни, строительство пайĕпе аграри тытăмĕ вăй илни те сахал мар витĕм кӳреҫҫĕ, вак тата вăтам предпринимательлĕх сферине уралантарни ҫав тери пысăк пĕлтерĕшлĕ», - тенĕ Чăваш Республикин вице-премьерĕ.

2017 ҫулта промышленноҫ производствин индексĕ 102 процентпа танлашать, 2018 ҫулта база варианчĕпе 103,6 процента ҫитĕ, 2019 ҫулта -104,0 процент, 2020-мĕш ҫулта - 104,2 процента ҫитме пултарасси те паллă.

Промышленноҫ производствинчи пысăк кăтарту параканнисем:  хими, электротехника, машинăсем тăвакан предприятисем. Ҫак пайсем ҫулсерен пысăк ӳсĕмсемпе палăрни куҫкĕретех, кулленех инвестициллĕ проектсене пурнăҫа кĕртсе пыраҫҫĕ.   Паянхи пурнăҫ таппинче таварсене тĕрлĕ ҫĕршывсене ăсатаҫҫĕ, импорта улăштарас ĕҫ хĕрӳ пырать, Китай тата Европăра тирпейленсе тухакан таварсенчен пирĕн тăрăхрисем чылай лайăхтарах пулни куҫкĕретех.   

Промышленноҫ пайĕнчи рынокра малта пыракан предприятисене Владимир Аврелькин уйрăммăн палăртса хăварнă.  Вĕсем: «Химпром» ПАО, НПП «Спектр» АО «ЧПО им. В.И. Чапаева», компани «Гален». Электротехника пайĕнче пысăк ҫитĕнӳсемпе палăрнисем: «Хевел» ТМЯО, «ЧЭАЗ» АХО, АО «ЭЛАРА», АО «ВНИИР-Прогресс».  Машинăсем калăплакан пайра малта пыраканнисем:  «Чувашторгтехника» АУО, «ЗИСО» АХО, «Чебоксарское предприятие «Сеспель» АХО, «Промтрактор-Вагон» АХО.

2018 ҫулта 640 пин тăваткал метр чухлĕ ҫурт-йĕр хута яма тĕллев лартнă, 2019 ҫулта – 650 пин тăваткал метр, 2020 ҫулта – 658 пин тăваткал метр чухлĕ ҫурт-йĕр пурнăҫа кĕртме плана кĕртнĕ.  

Раҫҫей Тĕп перекет банкĕ ставкăсене пĕчĕклетнине кура, ҫурт-йĕр туянмалли ипотека кредичĕсен ставки те самай чакнă. Халăх ҫакна туять, ырăпа асăнать. Ҫитес вăхăтрах ипотека кредичĕсене илекенсен йышĕ чылайланса каясси куҫкĕретех пулĕ.  Ҫынсем хваттерсем илессипе ҫине тăрсах ĕҫлеҫҫĕ. «Строительство организацийĕсемшĕн пысăк пулăшу, вĕсем ĕҫлени кăлăхах мар, халăх кăмăллă, ҫуртсем туянаҫҫĕ», - тенĕ Владимир Аврелькин.  

Вак тата вăтам предпринимательлĕх тытăмĕнчен те сахал мар республика хыснине укҫа налук шучĕпе кĕрет. 2017 ҫулта палăртса хунă тăрăх, 3,6 млрд тенкĕ пуҫтарăнасси  паллă, 2020-мĕш тĕлне 4,7 млрд тенĕ пухăнĕ, 2018 ҫулта – 3,9 млрд, 2019 ҫулта – 4,3 млрд пулĕ.  

Ял хуҫалăх таварĕсен производство калăпăшĕ 2018 ҫулта – 101,2 процент, 2019 ҫулта – 101,2 процент, 2020 ҫулта – 101,3 процент пулассине палăртаҫҫĕ.

Ĕҫлекенсен кăҫал шалу укҫин виҫи вăтамран чылай хăпарнă, 103,5 процентпа танлашать, 2020-мĕш ҫул тĕлне кăтарту 4 процента ҫити ӳсме пултарассине пăхса хăварнă.  

Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕ Иван Моторин хăйĕн сăмахĕнче ҫапларах каланă: «Эпир экономикăна аталантарассипе база варианчĕпе ĕҫлеме тĕллев лартатпăр. Енчен те плана кĕртсе хăварнисем пĕтĕмпех пурнăҫланасан, регионăн кăтартăвĕ Раҫҫейĕн вăтам кăтартăвĕн шайне ҫитĕ.  РФ Правительствин йышăнăвĕсене тата РФ Финанс министерствин килĕшĕвĕсене пĕтĕмпех пурнăҫлăпăр. Инвестици хывса налуксем ӳстересси те кун йĕркинчех», - тенĕ вăл.  

Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев муниципалитет пĕрлешĕвĕсен ертӳҫисене  бюджет укҫи-тенкипе тухăҫлă ĕҫлеме, промышленноҫ производствин калăпăшне хăпартса пыма, строительство, аграри тытăмне вăй илтерме, предпринимательлĕх пайне ҫĕклеме кулленех ҫине тăрса ĕҫлеме чĕнсе каланă. Ҫаксенчен пĕтĕмпех регион, хула тата район аталанăвĕ килет тенĕ. «Кашни тенкине пĕлсе тăкакламалла, халăх ырлăхĕшĕн таса чунпа яваплăха туйса, тӳрĕ кăмăлпа  ертӳҫĕсен ĕҫлемелле», - тесе пĕтĕмлетсе каланă хăйĕн сăмахне Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев.  



28 сентября 2017
07:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter