Чăваш Республикинче Шупашкар хулинче Экологи, техногенлă тата  атом асăрхавĕн Федераци службин Атăлҫи Управленийĕн 2016 ҫулхи ĕҫ-хĕлне тата 2017 ҫулăн пĕрремĕш ҫур ҫуллăхри ĕҫ кăтартăвĕсене пĕтĕмлетнĕ

 Авăн уйăхĕн 28-мĕшĕнче Чăваш Республикинче Шупашкар хулинче Экологи, техногенлă тата  атом асăрхавĕн Федераци службин Атăлҫи Управленийĕн 2016 ҫулхи ĕҫ-хĕлне тата 2017 ҫулăн пĕрремĕш ҫур ҫуллăхри ĕҫ кăтартăвĕсене пĕтĕмлетме пуҫтарăннă. Мероприятине федераци органĕсен ĕҫ тăвакан влаҫ тытăмĕнче тăрăшакан ертӳҫĕсем, вырăнти хăй тытăмлăх пайĕсенче ĕҫлекен ертӳҫĕсем тата та ытти официаллă представителĕсем пухăннă. Пурĕ 400 яхăн ҫын пулнă.   

Канашлу ĕҫне уҫнă май, Ростехнадзор ертӳҫи Алексей Алешин хăйĕн сăмахĕнче, ҫак мероприяти «Тĕрĕслевпе асăрхав службисен органĕсене реформăлас» приоритетлă программăна пурнăҫа кĕртессипе килĕшӳллĕн пулнине каланă.    

Ҫак тĕллевпе Ростехнадзор икĕ тĕп ыйту пурнăҫлама палăртса хунине асăннă ертӳҫĕ сăмаха малалла тăснă май.  Вĕсенчен пĕри – нормативлă база ĕҫ хучĕсене ҫĕнетсе пырасси. Юлашки ҫулсенче сахал мар ĕҫ туса ирттернине те асăнса хăварнă ертӳҫĕ. Пурĕ 32 федераци саккунне йĕркелесе кăларнă, Раҫҫей Федерацийĕн 64 йышăнăвне хатĕрленĕ, промышленноҫ предприятийĕсенче усă курма ирĕк паракан 104 правила ҫирĕплетнине пĕлтернĕ.  Ростехнадзор пуҫаруллă проектсене пурнăҫа кĕртессипе активлă ĕҫленине палăртнă.

Иккĕмĕш тĕллев – тĕрĕслевпе асăрхав йĕркисене ҫĕнĕлле йĕркелессипе ҫыхăннă ыйтусем. Паянхи пурнăҫ таппинче организацисене дистанци мелĕпе тĕрĕслев йĕркелесси кун йĕркинче.  Кун пек тухăҫлăх пысăк пуласси те куҫкĕретех пулĕ. Юлашки 3 ҫулта тĕрĕслевсен шутне 73 процента ҫити чакарма май килнине ырă хыпара каланă вăл сăмаха тăсcа. «Палăртса калас килет, юлашки 7 ҫул хушшинче  промышленноҫ предприятийĕсенче инкек пулнă тĕслĕхсен шучĕ самай чакрĕ.  Аварисен хисепĕ 40 процента ҫити пĕчĕкленнĕ, ҫынсем вилнĕ тĕслĕхсем 46 процент чакни те ҫав тери пысăк пĕлтерĕшлĕ», - тесе каланă Служба ертӳҫи.

Атăлҫи федераци округĕнче управленийĕн ĕҫĕ Раҫҫей Федерацийĕнчи пекех йĕркеллĕ. Кăҫал 9 уйăх хушшинче производствăра ҫынсем вилнисен шучĕ чакнă, 2017 ҫулта – 5 ҫын пурнăҫран уйрăлса кайнă пулсан, пĕлтĕр ҫак тапхăрта  - 8 ҫын вăхăтсăр ҫĕре кĕнĕ. Палăртма кăмăллă, Чăваш Республикинче пĕр инкек те пулман.  2016 ҫулта пĕр ҫын ГЭСра вăхăтсăр пурнăҫран уйрăлса кайнă. Йывăрлăх кăларса тăратакан ыйтусенчен пĕри – организацисенче ĕҫлев асăрхавĕсене ячĕшĕн ҫеҫ йĕркелесе пыни тесе уҫăмлăн каланă ертӳҫĕ. Йĕркене пур ҫĕрте те ҫирĕп пăхăнмалла, хăрушсăрлăх правилисене лайăх пĕлмелле тенĕ вăл.

Хыҫҫăн, актуаллă ыйтусене тĕплĕн сӳтсе явнă.  Промышленноҫ пайĕнче ĕҫлекенсем сахал мар кăсăклă ыйтусем тăратнă, кашниех хăйсене пăшăрхантаракан ыйтусем пирки хуравсене пĕлме тăрăшнă. Малашне пĕр-пĕринпе тачă ҫыхăнса ĕҫлемелли йĕрке ҫинчен те сăмах пуҫарнă, тĕрĕслевпе асăрхав службин органĕсене реформăлассипе ыйтусене анлăн тишкернĕ паянхи канашлăва пухăннă ертӳҫĕсем.

  



28 сентября 2017
15:42
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter