Ростехнадзор федераци службин ертӳҫи Алексей Алешин тата Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Ҫĕнĕ Шупашкарти  «Хевел» заводра  пулнă

 

  

Авăн уйăхĕн 27-мĕшĕнче Чăваш Республикине ĕҫлĕ визитпа Раҫҫей Федерацийĕн Ростехнадзор федераци службин ертӳҫи Алексей Алешин килсе ҫитнĕ. Вăл Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьевпа пĕрле Ҫĕнĕ Шупашкарти  «Хевел» заводра  пулнă, шăпах та ҫак предприятине РФ Ростехнадзор Атăлҫи федераци округĕнчи Управлени тĕрĕслесе тăрать.

Официаллă хăнасем предприятире хĕвел электростанцийĕсен икĕ тĕсне пăхса тухнă, ҫĕнĕ технологи витĕмлĕхне хакланă.

«Хевел» Группа компанийĕн Генеральнăй директорĕ Игорь Шахрай хăйĕн сăмахĕнче, 2017 ҫулта Раҫҫей Федерацийĕн Минпромторг пулăшу панине кура, завода модернизацилеме май килнине ырă хыпара пĕлтернĕ.   Ҫĕнĕ производство тытăмне хута яма 3,6 млрд тенкĕлĕх инвестици хывнине палăртнă ертӳҫĕ.  Кăҫал пуш уйăхĕнче ҫĕнĕ промышленноҫ линине тирпейлесе хута янине, ҫĕнĕ йышши, хальхи пурнăҫпа килĕшсе тăракан пысăк тухăҫлă фотоэлектрика модулĕсене тирпейлеме пуҫланине, вĕсен тухăҫлăхĕ (КПД)  20 процентпа танлашнине асăннă. Тĕнчери чи хăватлă таварсенчен пĕри пулни те никамшăн та вăрттăнлăх мар.

Ростехнадзор ертӳҫи заводри цехсене ҫитсе курнă, таварсене хăш ҫĕршывсене тирпейлесе ăсатнипе кăсăкланнă.

«Хевел» ТМЯО тимлекен пай пуҫлăхĕ Владимир Штыров предприятийĕнче промышленноҫ хăрушсăрлăхĕ пирки тĕплĕн каласа кăтартнă сумлă хăнасене. Пысăк ĕҫсем йĕркелесе ирттернине, тĕнче шайĕнче те стандартсене тивĕҫнине пĕлтернĕ. «Завод йĕркелене кайнăранпа та нимĕнле кăлтăк та пулман.  930 кун хушшинче пĕр ҫын та айăпланман, пĕтĕмпех йĕркеллĕ», - тесе каланă вăл сăмаха малалла тăснă май.  

Алексей Алешин хăйĕн сăмахĕнче предприятийĕн питĕ лайăх кăтартусем пулнине каланă. «Промышленноҫ хăрушсăрлăхĕ пирки калас пулсан, кăтарту Раҫҫейри вăтам шайра.  Чăваш Республики чăнласах та, лайăх ĕҫлесе пыракан регионсенчен пĕри», -  тенĕ сумлă хăна.  

Аса илтеретпĕр, авăн уйăхĕн 28-мĕшĕнче Шупашкарта Ростехнадзор ертӳҫи Алексей Алешин йĕркелесе ертсе пынипе,  Атăлҫи федераци округĕнчи Управленийĕн 2016 ҫулхи ĕҫ кăтартăвĕсене тишкереҫҫĕ, 2017 ҫулăн пĕрремĕш ҫур ҫуллăхри пĕтĕмлетӳсене сӳтсе яваҫҫĕ. Палăртнă мероприятине федераци органĕсен ĕҫ тăвакан влаҫри представителĕсем, вырăнти хăй тытăмлăх органĕсенче тăрăшакан пуҫлăхсем тата та ытти официаллă ҫынсем пуҫтарăнĕҫ.  

Фоторепортаж

  



28 сентября 2017
08:29
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter