Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Ростехнадзор  Федераци службин ертӳҫипе Алексей Алешинпа ĕҫлĕ тĕлпулу ирттернĕ

Состоялась рабочая встреча Главы Чувашии Михаила Игнатьева и руководителя Ростехнадзора Алексея Алёшина

  Авăн уйăхĕн 28-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Ростехнадзор  Федераци службин ертӳҫипе Алексей Алешинпа ĕҫлĕ тĕлпулу ирттернĕ.

 

Паян Шупашкарта федераци ведомствин ертӳҫи Ростехнадзорăн Атăлҫи федераци округĕнчи управленийĕн ĕҫ кăтартăвĕсене халăхпа пĕрле пăхса тухнă.

Михаил Игнатьев хăйĕн сăмахĕнче канашлăвăн теми ҫав тери актуаллă пулнине палăртнă.  Ку ыйтупа ытларах регионта предпринимательсем кăсăкланнине асăннă. Ытларах ҫавсем, камсен предприятийĕсем ҫак ҫӳлерех асăннă Управленине пăхăнса тăраҫҫĕ пулсан. Ростехнадзор ертӳҫине пĕр-пĕринпе тухăҫлă ĕҫлеме тĕллевсем лартнишĕн, промышленноҫ предприятийĕсене хăрушсăрлăхпа тивĕҫтерессипе предприятисемпе, организацисемпе тата республикăри влаҫ органĕсенче тăрăшакансемпе килĕшсе ĕҫленĕшĕн тав тунă. «Пурсăмăрăн пысăк тĕллев – кирек епле производствăра та хăрушсăрлăхпа тивĕҫтересси», - тесе каланă вăл.  

Алексей Алешин хăйĕн сăмахĕнче, «Тĕрĕслевпе асăрхав службине реформăлас» Президент программине пурнăҫа кĕртекенсенчен чи пĕрремĕшĕ Ростехнадзор пулнине пĕлтернĕ.  Енчен те маларахри вăхăтсенче предприятисемпе организацисене кулленех тĕрĕслесе тăнă пулсан, халĕ вара пачах урăхла, хăрушлăх пулма пултаракан предприятисене тухса тĕрĕслеме тĕллев лартнине асăннă. «Юлашки ҫулсенче эпир тĕрĕслевсене 73 процента яхăн чакартăмăр.  Помышленноҫ предприятийĕсенче ырă кăтарту – авари пулнă тĕслĕхсен шучĕ чакать, ҫынсем предприятисемпе организацисенче айăпланнисем те самай пĕчĕкленсе пыраҫҫĕ.  Эпир хальхи вăхăтра пĕтĕм ĕҫе йывăрлăх кăларса тăратма пултаракан предприятисене витĕм кӳрессипе ĕҫлетпĕр», - тенĕ сумлă хăна.   

«Паянхи пурнăҫ таппинче эпир штрафсен виҫипе вĕсен йышне тĕпе пачах та хумастпăр, пирĕншĕн тĕп кăтарту – мĕн чухлĕ лайăхрах предприятисемпе организацисенче лару-тăру. Инкек пулман пулсан, питĕ лайăх, ҫынсем пурнăҫран вăхăтсăр уйрăлса кайман пулсассăн, пушшех те аван. Шăпах та, ҫак критерисене пăхма тăрăшатпăр регионсенчи Ростехнадзор органĕсен ĕҫĕсенче», - тесе палăртнă Алексей Алешин.   

Ростехнадзор лартнă тĕллевсене тĕпе хурса предприятисемпе организацисем пăхăнса ĕҫлессине шанатпăр, регионта хăрушсăрлăх хуҫланассине те ĕненетпĕр тесе пĕтĕмлетнĕ хăйĕн сăмахне Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев.  

Фоторепортаж

  



28 сентября 2017
14:34
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter