Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Михаил Игнатьев Пӗтӗм тӗнчери ватӑ ҫынсен кунӗ ячӗпе саламлани

Хисеплӗ  ветерансем!

Пӗтӗм тӗнчери ватӑ ҫынсен кунӗ ячӗпе чун-чӗререн тата ӑшшӑн саламланине йышӑнсамӑр!

Ҫак кун эпир хамӑрӑн юратнӑ атте-аннене, сумлӑ ӗҫпе вӑрҫӑ вете­ранӗсене, пысӑк ӑсталӑхлӑ наставниксене, аслӑ ӑру ҫыннисене чи ырӑ та ҫепӗҫ сӑмахсемпе тав туса пуҫ таятпӑр.

Эсир вӑрҫӑ вӑхӑтӗнчи йывӑр ҫулсене чӑтса ирттернӗ, ҫӗршыва вӑр­ҫӑ хыҫҫӑнхи тапхӑрти юхӑнчӑклӑхран чӗртсе тӑратнӑ, малашнехи ҫул­­сенче вара унӑн ырлӑхӗшӗн тӳрӗ кӑмӑлпа ырми-канми тӑрӑшнӑ. Паян Чӑ­ваш Ен тивӗҫлипе мухтанакан чылай япалана эсир хӑй вӑхӑтӗнче пул­таруллӑ тата пысӑк ӑсталӑхпа ӗҫленине пула туса хӑварнӑ.

Эсир ӑс-хакӑл никӗсӗсене, кӑмӑл-сипетпе ҫемье хаклӑхӗсене тип­тер­­лӗн сыхласа упратӑр, пирӗншӗн ырӑ тӗслӗх шутланатӑр, хӑвӑрӑн пур­нӑҫри тата ӗҫри паха опытӑра ҫамрӑксене паратӑр. Нумайӑшӗ сиртен халӗ те республикӑн обществӑпа культура пурнӑҫне хастарлӑн хут­шӑ­нать, ҫакӑ, паллах, пысӑк хисепе тивӗҫ. Ҫамрӑк ӑрӑва лайӑх вос­пи­тани парса ӳстерес, тӑван ҫӗре чечеклентерсе аталантарас ӗҫе курӑм­лӑ тӳпе хывнӑшӑн сире пӗтӗм чунтан тав тӑватӑп.

Аслӑ ӑру ҫыннисемшӗн тӑрӑшасси – пиртен кашнин тивӗҫӗ. Ветерансене пур енлӗн пулӑшса пырасси патшалӑх политикин тӗп ҫул-йӗрӗ­сенчен пӗри шутланать. Халӑх пурнӑҫӗн тӑршшӗ пысӑкланни тата нумай пурӑнакан ҫынсен шучӗ палӑрмаллах ӳсни ҫак нумай енлӗ ӗҫ тухӑҫлӑхне  ӗненмелле ҫирӗплететет.

Хаклӑ ветерансем!

Сирӗн ырӑ кӑмӑллӑхӑр, вӑй-халӑр тата чун ҫамрӑклӑхӗ нихӑҫан та ан иксӗлччӗр, пурнӑҫра ҫывӑх ҫыннӑрсен ӑшпиллӗ юратӑвӗпе пулӑ­шӑвне яла­нах туллин туйса тӑрӑр! Сире ҫирӗп сывлӑх, хастар кӑмӑл тата вӑ­рӑм ӗмӗр сунатӑп! 

 

Чӑваш Республикин Пуҫлӑ­хӗ                                              М.Игнатьев

 



30 сентября 2017
08:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter