Пĕтĕм Раççейри экологи субботникĕ Чăваш Республикинче те иртнĕ

 


 Авăн уйăхĕн 2-мĕшĕнче  Чăваш Республикинче Пĕтĕм Раççей шайĕнчи экологи субботникĕ иртнĕ.   Шупашкарта çак мероприяти ĕçне Берендеевский вăрманĕнче йĕркеленĕ, экологи енĕпе ирттернĕ акцине Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев хутшăннă.  Асăннă  пулăма республика Пуçлăхĕпе пĕрле Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Председателĕ Валерий Филимонов, Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ – Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Администрацийĕн Ертӳçи Юрий Васильев,  Чăваш Республикин çутçанталăк ресурсĕсемпе экологи министрĕ Александр Коршунов, Шупашкар хула администрацийĕн пуçлăхĕ Алексей Ладыков, республикăри ĕç тăвакан влаç органĕсенче тăрăшакансем, обществăлла организацисен ертӳçисем, ахаль çынсем чылайăн пуçтарăннă.  

Мероприятине пухăннă ентешсене чи малтанах республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ырă кăмăлтан пухăннăшăн тав сăмахĕсем каланă. Тăван çĕре хисепленĕшĕн, тăван тавралăха тирпей-илем кӳртес ĕçе хутшăннăшăн мухтанă.  

Регион Пуçлăхĕ чи малтан, мероприяти ĕçне пуçличчен, вăрман тавралăхне пăхса тухнă.  Хальхи вăхăтра вăрмансемпе уçланкăсем чылай тасарах пулнине палăртнă. «Эпир сирĕнпе пĕрле ырă ĕçе хутшăнатпăр - çакă пысăк пĕлтерĕшлĕ», - тенĕ вăл.

Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев хăйĕн сăмахĕнче çулталăкĕпех халăх экологи енĕпе тĕрлĕ мероприятисене хутшăннине палăртнă. Пĕтĕм Раççей шайĕнче ирттерекен акцисене хапăл тусах çӳренине пĕлтернĕ.    «Пĕрне-пĕри хисеплесе, килĕшӳре пурăнсан, ырă ĕçсем пурнăçласан, малашне те Чăваш Ен, Раççей ырлăхĕшĕн çине тăрса ĕçлесси куçкĕретех пулĕ», - тенĕ вăл сăмаха тăсса.

Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Председателĕ Валерий Филимонов пухăннисене саламланă май, акци ĕçне хутшăнни – ырă япала тенĕ, пуласлăхшăн тăрăшни тесе палăртнă.  

«Зеленая Россия» Пĕтĕм Раççейри обществăлла организацийĕн регионти уйрăмĕн председателĕ Наталия Ванеева экологи акцине хутшăнакансене пурне те тав сăмахĕсем каланă.

Вăрманта ертӳçĕсем тахçантанпах типсе хăрса ларнă туратсене тирпейлесе пуçтарнă, ватă хăрнă  йывăçсене касса купаласа хунă. Пĕр килнĕ пек чухне, республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев «Роща Гузовского» парк ĕçĕпе кăсăкланнă.  Территорине аталантарассипе йышăннă проекта пăхса хакланă, ырласа хăварнă.

Журналистсен ыйтăвĕсене хуравланă май, Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев   çакăн пек акцисем экологи ыйтăвне лайăхлатма пулăшнине, çитĕнекен ăрăва тавралăха тирпей-илем кӳртме витĕм кӳнине палăртнă.  Халăха хăйсем хыççăн, çӳп-çапа тирпейлĕ пуçтарма вĕрентни питĕ пысăк пĕлтерĕшлĕ тесе каланă. 

Аса илтеретпĕр, акци ĕçне авăн уйăхĕн 2-мĕшĕнчен пуçласа авăн уйăхĕн 30-мĕшĕччен йĕркелеме палăртса хунă.  Кăçал çак акци пиллĕкмĕш хут иртет. Ăна йĕркелесе пуçарса яраканĕ, тĕнчипе паллă шахматист Анатолий Карпов.  Пĕрремĕш хут экологи субботникĕ 2013 çулта çурла уйăхĕн 31-мĕшĕнче иртнĕ. Ун чухне пĕтĕмпе 2,6 млн çын тавралăха тирпейлеме пуçтарăннă.  Пĕлтĕр çĕршывĕпе 8 млн яхăн халăх çак мероприятине хутшăнма кăмăл тунă. Кăçал вара çак кăтарту 10 миллионран та иртсе каясси паллă тенĕ акци йĕркелӳçисем.  

Чăваш Республикинче палăртнă мероприятине халăх йышлăн пуçтарăннă. Республикăри районсемпе хуласенче çынсем хапăл тусах ĕçе кӳлĕннĕ.  

Палăртса хăваратпăр, 2017 çула РФ Президенчĕ Экологи çулталăкĕ тесе йышăннă.  Чăваш Республикинче ятарлă план пăхса тухнă, регион Пуçлăхĕ ыйтăва çирĕп тĕрĕслевре тытать. Асăннă ыйтупа республикăра кулленех ĕçлесе пынине кура, РФ субъекчĕсем хушшинче Чăваш Республики малта пыракан 5 регион шутĕнче тăрать.

Чăваш Енре вăрмансене упраса хăварассишĕн сахал мар ĕçлеççĕ, йывăç-тĕмсем лартассипе те сахал мар вăй хунă, шывсемпе кӳлĕсене, юхан шывсене тасатса тăраççĕ, территорине çӳп-çапсенчен вăхăтра тирпейлесе пыраççĕ.   

Фоторепортаж



04 сентября 2017
00:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter