Пĕлӳ кунĕ Чăваш Енре йĕркеллĕ иртсе кайнă

 Пĕлӳ кунĕн пĕтĕмлетĕвĕ пирки паян Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн пайташĕсемпе тата федераци службисен Чăваш Енри уйрăмĕсен ертӳçисемпе кашни эрнере пулакан ĕçлĕ канашлура Михаил Игнатьев анлăн сӳтсе явнă.

Авăн уйăхĕн 1-мĕшĕнче регионта мĕнпур шкулсенче пĕрремĕш шăнкăрав янăранă. Чăваш Республикин вĕренӳ тата çамрăксен политикин министрĕ Юрий Исаев хăйĕн докладĕнче Чăваш Енри Шалти ĕçсен министерствипе çĕнĕ вĕренӳ çулĕ пуçланнă ятпа ирттернĕ торжествăлла линейкăсенче халăха хăрушсăрлăхпа тивĕçтерессипе ятарлă хушма мероприятисем йĕркеленине пĕлтернĕ.  

Раççей Вĕренӳ министерстви сĕнĕвĕпе килĕшӳллĕн, республикăри мĕнпур шкулсенче Раççей малалла ăнтăлакан çĕршыв темипе ятарлă уроксем иртнине пĕлтернĕ Юрий Исаев министр.   Палăртма кăмăллă, Пĕлӳ кунĕнче пуçласа юлашки вунă çул хушшинче Шупашкарта çĕнĕ шкул хута кайнă. Гладков урамĕнчи çĕнĕ шкула харăсах 1100 ача ăс пухма çӳреме пултарать. Чăн-чăн кермен, пурин кăмăлне те тултарнă. Çак кун Сĕнтĕрвăрри районĕнче те реконструкци хыççăн,  çĕнĕ гимнази хута кайнă.  

Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев çĕнĕ объекта федераци программипе килĕшӳллĕн хăпартса лартнине палăртнă.  2016-2025-мĕш çулсенче РФ субъекчĕсенче вĕрентӳ пайне аталантарас енĕпе пăхса хăварнă программăна Раççей Президенчĕ Владимир Путин хушăвĕпе йĕркеленĕ.  Пирĕн регионта çĕкленсе ларнă вĕренӳ центрĕ паянхи пурнăç таппипе тӳр килет, условисем çителĕклĕ, пысăк технологи вăй илни те куçкĕретех. Строительство ĕçне 770 млн тăкакланă, вăтамран пĕр ачана 700 пин тенкĕ лекет. Кун пек пысăк укçа пирĕн çĕршыври пек урăх нихăш çĕршывра та пăхса хăвармаççĕ. Çĕршывра пуласлăх çине пысăк тимлĕх уйăрни никамшăн та вăрттăнлăх мар.

«Проекта пурнăçа кĕртме витĕм кӳнисене пурне те пысăк тав.  Пуласлăхра пирĕн тата та 15-16 çĕнĕ шкул хута ямалла пулĕ», - тенĕ вăл.

Чăваш Республикин вĕренӳ тата çамрăксен политикин министрĕ Юрий Исаев сăмаха май, регионта çитес вăхăтра тата икĕ шкул хута ярас ыйту çивĕч тăнине пĕлтернĕ.  

Чăваш Республикин çутçанталăк ресурсĕпе экологи министрĕ Александр Коршунов иртнĕ кану кунĕсенче пулнă экологи субботникĕ пирки каласа кăтартнă. Уйрăмах, çак ĕçе пысăк шайра йĕркелесе ирттерме витĕм кӳнĕшĕн Михаил Игнатьева, Правительство пайташĕсене, ахаль çынсене пурне те ырланă. Министерство палăртнă тăрăх, регионта 10 пин çын çак акцине хутшăннă, вĕсенчен 1800 –шĕ Шупашкар хулинче  ĕçе кӳлĕннĕ.

Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев хăйĕн сăмахĕнче акци ĕçне тытăниччен Берендеевский вăрманне пăхса çаврăннине каланă. Пĕлтĕрхипе танлаштарсан, кăçал тавралăхра тирпейлĕх хуçаланнине асăннă.  Халăха тата та ытларах экологи витĕмлĕхĕ пирки каласа кăтартма чĕнсе хăварнă.  «Ятарлă хыпарсем вырнаçтарма стенд йĕркелемелле.  Асăрхаттару паллисене вырнаçтармалла, чару таблицисем те пулмалла. Пĕр сăмахпа каласан, тасалăх пирки аса илтерсех тăмалла», - тенĕ регион Ертӳçи. Уçланкăсенче, вăрманта типшанкăсене пухса лайăх тирпейлесе хумалла, ӳкнĕ ватă, хăрнă йывăçсене татса вакласа пуçтармалла тенĕ вăл сăмаха пĕтĕмлетсе.    

 



04 сентября 2017
15:22
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter