Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Нефть тата газ промышленноçĕн ĕçченĕсен кунне халалласа ирттернĕ савăнăçлă мероприятине хутшăннă

 Авăн уйăхĕн 2-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Нефть тата газ промышленноçĕн ĕçченĕсен кунне халалласа ирттернĕ савăнăçлă мероприятине хутшăннă, çак кун Чăваш Республикинчи газ хуçалăхне йĕркелесе янăранпа шăпах та, 60 çул çитнине анлăн паллă тунă.

Асăннă мероприятине регион Пуçлăхĕпе пĕрле Чăваш Республикин строительство министрĕ Владимир Михайлов хутшăннă.

Михаил Игнатьев хăйĕн сăмахĕнче отрасль ĕçченĕсем потребительсене "сенкер топливо" шанчăклă парса тăнине, çавна май предприятисен, социаллă сфера тата пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх обьекчĕсен кал-кал ĕçне, производствăна тата социаллă инфратытăма аталантарассине тивĕçтернине каланă. Вĕсен ĕçĕ кашни çемьери ăшăпа хăтлăхшăн, обществăри тăнăçлăха упрас тĕлĕшпе пысăк пĕлтерĕшлĕ пулнине палăртса хăварнă.

«Чăваш Республикинче ял тăрăхĕсенче пуринче те газ кĕртнĕ.  Газификаци шайĕпе Чăваш Республики федерацин Атăлçи округĕнчи регионсен хушшинче малти вырăнта. Эсир пĕр-пĕринпе ăнланса тухăçлă ĕçлесе пынине кура, республикăри чи аякра вырнаçнă ялсенче пурăнакансем сирĕн пулăшăва туяççĕ.  Пур килте те паян ăшă, хăтлă», - тенĕ вăл сăмаха малалла тăснă май. Топливăпа энергетика комплексĕ регион аталанăвĕн стратеги тĕллевĕсене пурнăçлассине тивĕçтернĕ май экономика локомотивĕ пулса тăнине асăннă, çавна май  нефть тата газ промышленноçĕн ĕçченĕсене тата ветеранĕсене професси уявĕ ячĕпе чун-чĕререн саламланă. «Эсир чăн-чăн маттурсем. Малашне те çакăн пек пулма тăрăшăр. Хăвăра шанса панă ĕçе яваплăха туйса пурнăçлани куçкĕретех,  ӳлĕмрен те пысăк çитĕнӳсем патне ăнтăлма тăрăшăр», - тенĕ вăл сăмаха малалла тăснă май.  

«Газпром межрегионгаз Чебоксары» ТМЯО, «Газпром газораспределение Чебоксары» АО генеральнăй директорĕ Кияметдин Мифтахутдинов уява пухăннисене саламланă чухне,  «Газпром межрегионгаз»  ТМЯО генеральнăй директорăн салам çырăвне те вуласа панă. Пысăк çитĕнӳсемпе палăрнăшăн пурне те тав сăмахĕсем каланă.

Кияметдин Мифтахутдинов Шупашкарта газ хуçалăхне 1957 çулта йĕркелесе янине палăртнă.  Республика экономики аталанса пытăр тесе газ хуçалăхĕн служби сахал мар витĕм кӳнине асăннă. «Газ службине республика Ертӳçи Михаил Игнатьев, Чăваш Ен Правительстви, «Газпром»  ПАО тата «Газпром межрегионгаз» ТМЯО  пулăшу кӳмен пулнă пулсан, паянхи куна çакăн пек пысăк çитĕнӳсем туса пыма йывăрччĕ. Сире уншăн питĕ пысăк тав», - тенĕ вăл хăйĕн сăмахĕнче.  Уявра, яланхиллех хисепе тивĕçнисене патшалăх наградисене парса хавхалантарнă.

 Республикăра газ хуçалăхĕ аталана пытăр тесе, инвестициллĕ программа йĕркеленĕ, ăна валли 1 млрд тенкĕ тăкакланă. Программăсемпе килĕшӳллĕн Шупашкарта, Çĕнĕ Шупашкарта тата Шупашкар районĕнче объектсене хута янă.  Паянхи куна тепĕр пысăк ĕç палăртса хунă, Атăл леш енче газ кĕртме палăртнă.  Проект ĕçне вĕçленĕ те ĕнтĕ.  2012-мĕш çултан пуçласа республикăра газ кĕртессипе программа анлăн ĕçлет.  2012-2016-мĕш çулсенче пурĕ 80 млн тенкĕ тăкакланă. 2017 çулта нумай ачаллă çемьесене çурт-йĕр çавăрма уйăрнă çĕр лаптăкĕсем çинче инфратытăма ĕçлеттерсе яма ятарлă ĕçсем те сахал мар пурнăçланă.

Фоторепортаж



04 сентября 2017
08:29
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter