Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Министрсен Кабинечĕн членĕсемпе тата федераци службисен Чăваш Енри уйрăмĕсен ертӳçисемпе кашни эрнере пулакан планеркăна ирттернĕ

Авăн уйăхĕн 4-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Министрсен Кабинечĕн членĕсемпе тата федераци службисен Чăваш Енри уйрăмĕсен ертӳçисемпе кашни эрнере пулакан планеркăна ирттернĕ. Чи малтан ертӳçĕсем вырма ĕçĕсене, «Кĕр парни -2017» акци регионта епле йĕркеленсе иртсе пынисене тĕплĕн сӳтсе явнă.

Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ – ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов паянхи кун тĕлне республикăра 183 пин га пăрçа тата пăрçа йышши культурăна çулса пăрахнине асăннă. Çак кăтарту палăртнă планран 67,2 процент пулать,  183,4 пин га вырнă, 500 пин тонна тĕшĕлесе кĕртнĕ. Вăтамран тухăç пĕр гектартан 27,3 ц тухать.  Министр палăртнă тăрăх, кăçал пĕлтĕрхинчен тыр-пул тухăçĕ 4,7 процент пысăках пулнине пĕлтернĕ.

Паянхи кун тĕлне тырă тирпейлекен предприятисем хуçалăхсенчен 50 пин тонна тавар туянма та ĕлкĕрнĕ, вăл шутран Чăваш Енри хуçалăхсенчен 24 пин тонна илнĕ.

Çĕрулмине пухса кĕртес ĕç те хĕрӳ пырать регионта.  Авăн уйăхĕн 4-мĕшĕ тĕлне республикăра 19 муниципалитетра çак ĕçе кӳлĕннĕ, çĕр улмине 609 га çĕр лаптăкĕнчен амбарсене пухса кĕртнĕ. Пахча-çимĕç пуçтарассипе те аванах тăрăшаççĕ хуçалăхсенче.  Паянхи кун тĕлне 389 га çĕр лаптăкĕнчен пĕтĕмпех тухăçа пуçтарса илнĕ.  2018 çул валли кĕрхисене 105 пин га çинче акса хăварма тĕллев лартнă республикăра.  Çак ĕçе мĕнпур районсенче йĕркеленĕ.  Планпа пăхса хăварнинчен 35,4 процент пурнăçланă.  Кĕрхи культура хальлĕхе 37 пин га йышăнать.  

Вăрлăх хатĕрлессипе илес пулсан, паянхи кун тĕлне  мĕнпур хуçалăхсенче 16 пин тонна хатĕрленĕ, вĕсенчен 92 проценчĕ кондициллĕ тесе пĕлтернĕ Сергей Артамонов.

Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев хăйĕн сăмахĕнче, республикăра лартса çитĕнтернĕ мĕнпур культурăна туллин пухса кĕртме чĕнсе каланă.    Уйра пуçтарса пĕтермен пĕр çĕр лаптăкĕ те тăрса юлмалла мар тесе асăрхаттарнă.  

Ку хутĕнче ертӳçĕсем «Кĕр парни - 2017» акци регионта епле йĕркеленсе пыни пирки те калаçнă.  Министр Шупашкарта ял хуçалăх таварĕсене халăха сутма ятарлă 55 вырăн хатĕрлесе тăратни çинчен пĕлтернĕ.  Çĕнĕ Шупашкарта - 6, Улатăрта - 5, Канаш, Çĕмĕрле хулисенче пĕршер вырăн йĕркеленине асăннă.

Муниципалитетсем пĕлтернĕ тăрăх, çурла уйăхĕн 26-мĕшĕнчен пуçласа паянхи кунччен пурĕ халăха 59,7 тонна çĕрулми, пахча-çимĕç сутнă.  Акци вăхăтĕнче ватăсене киле çити тӳлевсĕрех таварсене илсе çитерсе панине пĕлтернĕ.

Регион Ертӳçи Экономика, Ял хуçалăх министерствисене, хула влаçĕсене çак ĕçе малашне те активлă йĕркелесе пыма чĕнсе каланă. 

«Пирĕн тĕллев граждансем валли условисем йĕркелесси.  Уйрăмах ветерансемпе питĕ тимлĕ пулма тăрăшмалла.  Вĕсен ял хуçалăх таварне тивĕçлĕ хаксемпе туянмалла, таварсем хаклă пулмалла мар», - тенĕ вăл.



04 сентября 2017
14:26
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter