Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев «ПромТехСтройСервис» ТМЯО директорĕпе Юрий Михайловпа ĕçлĕ тĕлпулу ирттернĕ

 


Авăн уйăхĕн 5-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев «ПромТехСтройСервис» ТМЯО директорĕпе   Юрий Михайловпа ĕçлĕ тĕлпулу ирттернĕ. Ертӳçĕсем коммуникаци сечĕсене аталантарнă чухне инновацилле технологисене тĕпе хурса ĕçлесе пырасси пирки ыйтусене сӳтсе явнă.

Юрий Михайлов хăйĕн сăмахĕнче, вĕсен компанийĕ çĕр айĕнче коммуникаци сечĕсене сарассипе тимленине пĕлтернĕ.  Тăршшĕпе алтса  çĕр айĕнче коммуникаци ĕçĕсене пурнăçланă чухне полиэтилен тата стальрен тунă пăрăхсене вырнаçтарма шăпах та иноваци технологийĕ пурнăçа кĕрсе пынине палăртнă, ĕçĕн хакĕ те кăштах йӳнелнине каланă.  Çĕр айĕпе шыв, газ, тĕрлĕ çыхăну линисене хута яма питĕ меллĕ тесе асăннă. Кун пек методикăпа уйрăмах Олимп объекчĕсене хута янă чухне усă курнине пĕлтернĕ.

Малта пыракан пысăк технологисемпе предприятисенче ĕçлени, ыттисемпе ăмăртма витĕм кӳнине каланă республика Ертӳçи. Халăх валли ĕç вырăнĕсем тупма, бизнеса та аталантарма аван тенĕ вăл сăмаха малалла тăсса.

«ПромТехСтройСервис» ТМЯО директорĕ тата çакна та палăртса хăварнă, хальхи вăхăтра вĕсен компанийĕ РФ ытти регионĕсемпе те анлăн ĕçлесе пынине пĕлтернĕ.   Вĕсемпе кулленех ĕçлекеннисем:   «Газпром газораспределение Оренбург» ТМЯО, «Газпром газораспределение г. Чебоксары» АО, «Газпром газораспределение г. Ульяновск» ТМЯО, «СПИПС» ТМЯО (г. Нижний Новгород), «Энергоспецстрой» ТМЯО г. Ульяновск, «Строй-Пром» ТМЯО, «Звездопад» АХО, «Энергоремонт Плюс»  АО (г. Саранск) тата ыттисем те. Паянхи куна предприяти пысăк технологисене тата та пурнăçа кĕртсе пырассишĕн çине тăрсах ĕçлет, кадрсен квалификацине ӳстерсе пырассишĕн тăрăшать.  Ушкăнра çамрăксем чылайăн пулнине пĕлтернĕ. «И.Н.Ульянов ячĕллĕ ЧПУ вĕренсе тухнисене хамăр пата явăçтаратпăр.  Çĕрпӳри  агротехнологи техникумĕ пирĕнпе тачă çыхăнура. Хамăрăн производство техника бази пуян пулнине кура, ĕçсене кĕске вăхăтра тата кирлĕ пек шайра йĕркелеме пулăшать», - тенĕ хăна.

Чăваш Ен Пуçлăхĕ предприяти ертӳçине халăх валли ĕç вырăнĕсем йĕркелесе панăшăн ырланă, республика пурнăçне хастар хутшăннăшăн тав тунă.  «Шанатпăр, малашне те çитĕнӳсемпе палăрассине, хăвăрăн производство калăпăшне ӳстерсе пырассине», - тенĕ вăл.

Фоторепортаж



05 сентября 2017
15:42
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter