«Влаç органĕсенче тăрăшакан ертӳçĕсен хăйсен татса памалли ыйтусемпе тухăçлăрах ĕçлеме вĕренмелле», - тесе асăрхаттарнă Михаил Игнатьев

 Авăн уйăхĕн  4-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Министрсен Кабинечĕн членĕсемпе тата федераци службисен Чăваш Енри уйрăмĕсен ертӳçисемпе кашни эрнере пулакан планеркăна ирттернĕ.  Ку хутĕнче ертӳçĕсем «УК в ЖКХ г.Новочебоксарска» лару-тăрăвĕ пирки сӳтсе явнă, пурăнмалли çурт-йĕрсене хĕллене валли хутса ăшăтмалли тапхăра епле хатĕрленни çинчен ыйтусене тĕплĕн тишкернĕ.  Регион Ертӳçи предприятийĕн ĕçĕпе кăмăлсăрланнă.  Хутса ăшăтмалли тапхăр пуçланиччен йывăрлăх кăларса тăратакан ыйтусем сиксе тухма пултарассине асăннă.

Çĕнĕ Шупашкар администрацийĕн пуçлăхĕ Ольга Чепрасова çак асăннă предприятийĕн парăмĕ 190 млн тенкĕрен те иртсе кайнине пĕлтернĕ.  Чи пысăк парăм виçи «Т Плюс» ПАО умĕнче пулнине палăртнă, кăтарту 108 млн танлашнине каланă. Халăхăн та парăм чылай, 153 млн тенкĕ пуçтарăннă.  «Т Плюс» ПАО  Çĕнĕ Шупашкарти ЖКХ муниципаллă предприяти çине 7 пурнăçлав листисене тăратнине асăннă, вĕсен пĕтĕмĕшле калăпăшĕ 83 млн танлашать.   Паянхи куна илес пулсан, çӳлерех асăннă предприятийĕн нумай хваттерлĕ çуртсенче юсав ĕçĕсене йĕркелеме пачах ирĕк çук.   Коммуналлă хуçалăхри хытă каяшсене те илсе тухассипе организацийĕн пысăк чăрмав сиксе тухнă.

«Т Плюс» ПАО кулленех ĕçлĕ калаçусем йĕркелетпĕр.  Паян юлашки хут тĕл пултăмăр. Енчен те организаци пурнăçлав листисене каялла тавăрмасан, халăх урăх организацине суйласа илет.  Халлĕхе предприяти те паллă – «Ремэк» АУО.  Çынсемпе çак организацине куçасси пирки ыйтусене те сӳтсе явнă», - тесе пĕлтернĕ Ольга Чепрасова.

Михаил Игнатьев хăйĕн сăмахĕнче, хула администрацийĕн ыйтăва уçăмлатассипе ĕçлемеллине каланă. «Пуласлăх пирки кирлĕ пек йышăнусем тума пĕлмелле.  Енчен те предприяти панкрута тухма хатĕрленет пулсан, унран пăрăнса урăх организаципе ĕçлĕ килĕшӳсем тумалла. Халăха йывăрлăха кĕртсе ан ӳкерĕр, çийĕнчех никама та чăрмав кӳмесĕр, ыйтăва татса пама тăрăшăр», - тенĕ вăл сăмаха малалла тăснă май.  

Ку хутĕнче регион Пуçлăхĕ «Коммунальные технологии» ТМЯО парăмĕсем пирки те чарăнса тăнă. Топливăпа энергетика ресурсĕсемпе усă курнăшăн организацийĕн парăм миллиард ытла пухăнса кайнă. «Хутса ăшăтмалли тапхăра епле пуçлатпăр? Йывăрлăхсем те çук мар.  Алексей Олегович Ладыков, ыйтусене уçăмлатассишĕн сирĕн те  çине тăрсах ĕçлеме тивет», - тесе асăрхаттарнă республика Пуçлăхĕ.

Планеркăна пухăннисем автомашина çулĕсене тĕпрен сарса тирпейлессипе çыхăннă ыйтусене те хускатнă. Регион Ертӳçи «Поволжская межотраслевая компания «Партнер Холдинг» ТМЯО (унăн директорĕ тата учредителĕ  - Александр Козлов) пирки чарăнса тăнă. Çак предприятийĕн 8 контракт пур, вĕсен пĕтĕмĕшле хакĕ 137 млн танлашать.

Чăваш Республикин транспорт тата çул-йĕр хуçалăхĕн министрĕ Владимир Иванов хăйĕн сăмахĕнче, предприятийĕн 6 объектпа йывăрлăхсем пуррине пĕлтернĕ.  Вăл шутран Муркаш районĕнче те вĕсем çулсене тĕпрен сарса улăштарманни куçкĕретех.  Икĕ муниципаллă контрактпа объекта вĕсен 2017 çулта утă уйăхĕн 15-мĕшĕнче ĕçе тĕпрен вĕçлемелле пулнă тата тепринпе кăçалах çурла уйăхĕн 30-мĕшĕнче ĕç-пуçа вĕçне-хĕрне илсе çитерме йышăннă, анчах та кăлăхах, объектсем хатĕр мар.  Йывăрлăхсем Тăвай районĕнче автомашина çулĕсене сарнă чухнех пуçланнă.  Объектсене 2016 çулта авăн уйăхĕн 11-мĕшĕччен хута яма палăртнă пулнă. Тăвай районĕн Чутей ял тăрăхĕн администрацийĕ «Энергосервис» ТМЯО килĕшӳ хутне алă пусса çирĕплетнĕ. Организацийĕн ертӳçи Геннадий Волков, учредителĕ Сергей Иванов. Объектăн пĕтĕмĕшле калăпăшĕн хакĕ 8 млн тенкĕлĕх.  Ĕçе яваплăха туйса пурнăçламаннине кура, ĕç хутне пăрахăçланă.  Чăваш Енри Арбитраж сучĕ вара килĕшмесĕр, каялла тавăрма йышăну кăларнă.  Суд пынă тапхăра ««Энергосервис» ТМЯО асăннă объектăн ĕçне  малалла тăсма,   кăçал çулла вĕçлеме шантарнă. Паянхи куна илес пулсан, лару-тăру йывăр, объект вырăнтан та тапранман.

Михаил Игнатьев «ПМК «Партнер Холдинг» ТМЯО тата «Энергосервис»  ТМЯО ĕçĕсемпе кăмăлсăрланнă.  Хĕллене кĕриччен, çанталăк пăсăличчен объектсем хута кайманнишĕн пăшăрханса каланă. ««ПМК «Партнер Холдинг» ТМЯОпе кашни кун тенĕ пек ĕçлĕ канашлусем ирттеретпĕр. Хальхи вăхăтра субподрядчиксем патне ыйтусемпе пĕрле тухатпăр», - тесе пĕлтернĕ транспорт тата çул-йĕр хуçалăхĕн министрĕ Владимир Иванов.

Республика Пуçлăхĕ çул-йĕр строительствин ĕçне сахал мар укçа-тенкĕ тăкакланине асăннă. «Çакăн пек ĕçлеме пĕлмен тĕлли-паллисĕр организацисем пĕтĕмĕшле картинăна пăсаççĕ. Пирĕн пур ĕçе те вăхăтра тумалла, халăхăн йывăрлăх тӳсмелле мар, ырлăх курса пурăнмалла», - тенĕ Михаил Игнатьев.   Сăмаха май, «ПМК «Партнер Холдинг»ТМЯО тата «Энергосервис» ТМЯО тӳрĕ кăмăлпа ĕçлеме пĕлмен организацисем шутне кĕртме хушнă.  

«Этническая Чувашия» проект пирки те чарăнса тăнă.  Кунти ĕçсемпе те кăмăллă мар пулнине пĕлтернĕ республика Пуçлăхĕ.  «Ĕçе пурнăçлама Культура министерстви тата хула ертӳлĕхĕ килĕшӳ хутне алă пусса çирĕплетнĕ. Сахал мар пысăк укçа тăкакланă.  Хăш-пĕр ĕçсене пурнăçланă, анчах та юпасем çинче çутă паянхи куна та çук-ха. Хăçан ыйту вырăнтан тапранать?» -  ыйтнă ертӳçĕсенчен Михаил Игнатьев. Çак ыйту та каллех «Энергосервис» ТМЯО çыхăннă пулĕ. «Хальхи вăхăтра унта ун вырăнне урăх компани ĕçлет,  «Волгаэлектропроект-инжиниринг» субподряд илнĕ», - тесе пĕлтернĕ культура министрĕ. Объектра коммуникаци ĕçĕсене – электричество, газ, шыв кĕртессине кăçал чӳк уйăхĕнче вĕçлеме палăртнине каланă.  «Шывсем кĕртессипе «ПромСпецСтрой» ТМЯО ĕçленĕ пулнă, халĕ вăл организаци пăрахăçланать.  Унăн директорĕ Игорь Анисимов пулнă. Вĕсем сахал мар кăлтăксем тунă, йăнăшсене пĕтĕмпех тӳрлетмелле», - тесе пĕлтернĕ Алексей Ладыков.

Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕ Иван Моторин  хăйĕн сăмахĕнче объекта хута ярассипе график йĕрки пăсăлнине палăртнă. «Пирĕн тĕллев - чӳк уйăхĕччен кăçал пĕтĕмпех ĕçсене вĕçлемелле. Ĕçлеме пĕлмен предприятисене объектсене кĕртсе яма юрамасть.  Халĕ малашне вĕсене тӳрĕ кăмăлпа ĕçлемен предприятисен шутне кĕртмелле», - тесе чĕнсе каланă вăл.

Михаил Игнатьев Культура министерствине проекта пурнăçа кĕртессипе тухăçлăрах ĕçлеме хушса хăварнă.

  



05 сентября 2017
09:11
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter