Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев хăйĕн мăшăрĕпе Лариса Юрьевнăпа Финансист кунне тата Раҫҫей финанс тытăмне туса ху­нă­ранпа 215 ҫул ҫитнӗ ятпа халалласа ирттернĕ торжествăлла мероприятине хутшăннă

 


Авăн уйăхĕн 5-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев хăйĕн мăшăрĕпе Лариса Юрьевнăпа Финансист кунне тата Раҫҫей финанс тытăмне туса ху­нă­ранпа 215 ҫул ҫитнӗ ятпа халалласа ирттернĕ торжествăлла мероприятине хутшăннă.  Паллă уява Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕнче йĕркеленĕ.

Торжествăлла пулăма Раççей Федерацийĕн Патшалăх Думин депутачĕсем Алена Аршинова, Леонид Черкесов, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Председателĕ Валерий Филимонов, Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ – Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Администрацийĕн Ертӳçи Юрий Васильев, Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ – финанс министрĕ Светлана Енилина тата та ытти официаллă хăнасем пуçтарăннă.   

Михаил Игнатьев хăйĕн сăмахĕнче, уява пухăннисене саламланă май, паянхи пулăм Андриян Николаев çуралнă кунĕпе пĕрле тӳр килнине асăннă.  Унăн паха ĕçĕ  ыттисемшĕн ырă тĕслĕх пулса тăнине каланă. «Вăл мал ĕмĕтлĕ, тĕллевлĕ, ĕçчен, çирĕп йĕркене пăхăнакан çын пулнă. Кирек епле ĕçе те тивĕçлĕ шайра пурнăçланă, çитĕнӳсем патне ăнтăлассишĕн пĕтĕм чун-чĕререн тăрăшнă», - тенĕ Михаил Игнатьев. Çакăн пек кăмăл-туйăмлă, мал ĕмĕтлĕ те тухăçлă ĕçлеме пултаракансем шăпах та, финанс пайĕнче тăрăшнине асăннă вăл сăмаха малалла тăснă май.  

 Чăваш Республикин ҫирĕп атала­нăвĕ, халăх ыйтăвĕсене кирлĕ шайра тивĕçтересси финанс ресурсӗсене пĕлсе валеçсе панинчен, бюджет укҫи-тенкипе тĕрĕс тата вырăнлă усă курнинчен килет.

Чăваш Енре мĕнпур шайри бюджетсем тухăçлă ĕçлеççĕ тата социаллă тĕллевлĕ шутланаççĕ тесе палăртнă Михаил Игнатьев уявра.

Республикăн бюджет тытăмĕ федераци шайĕнче пĕр хутчен çеç мар пысăк хисепе тивĕçнĕ.

Аса илтеретпĕр, Финанс ăслăлӑхпа тӗпчев институчĕн хаклавĕпе килĕшӳллĕн пирĕн рес­пуб­лика бю­джет дан­нăйĕсен уҫҫăн­лăхĕ питĕ çӳллӗ шайри Раҫ­ҫей Федера­ци­йĕн регионĕсен теҫеткине кĕрет.

2016 ҫул пӗтӗмлетӗвӗсем тӑрӑх, Чӑваш Республикине «Бюджет граж­дан­сем валли» ятпа чи лайӑх тӗслӗхсем туса хатӗр­ленӗ мал­ти регионсен йышӗнче палӑртнӑ.

 2016 çул бюджет отчетне тĕрĕс тата вăхăтра тивĕçтернин ĕç кăтартăвĕпе, Чăваш Республикине  чи ăнăçлă ĕçлекен Раççей Федерацийĕн 12 субъекчĕ хушшине кĕртнĕ.

2017 ҫулта Moody’s, Fitch Ratings тата RAEX («Эксперт РА») рейтинг агентствисем Чăваш Республикине ҫирĕп прогнозлă кредит рейтингĕсемпе чысланă.

Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Чăваш Енĕн финанс ĕçченĕсене тивĕçлĕ шайра хăйсене шанса панă ĕçсене пурнăçласа пынăшăн ырласа мухтанă. Вĕсен професси ăсталăхĕ Чӑваш Ен ҫыннисен пур­нăçне тулăхрах та пуянрах тума пулăшнине каланă, палăртса хунă пĕтĕм тĕллеве пурнăçлама, çирĕп сывлăх, телей тата ырлăх суннă.

Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ – финанс министрĕ Светлана Енилина хăйĕн сăмахĕнче уява пухăннисене саламланă май, Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев финанс ĕçне йĕркелесе пырассипе сахал мар пысăк витĕм кӳнине палăртнă. Уйрăм çитĕнӳсем пирки чарăнса тăнă. «Республика Пуçлăхĕ тухăçлă пĕлсе ĕçлесе пынине кура тата пире кулленех тĕрлĕ сĕнӳсемпе пулăшса пынипе эпир çитĕнӳсем патне ăнтăлатпăр.  Малалла хастаррăн утăмлатпăр. Çĕршыв ертӳлĕхĕпе Чăваш Ен тухăçлă пĕр-пĕринпе ăнланса ĕçлени, ăшпиллĕ пулни пире кулленех федераци центрĕсенчен тĕрлĕ пулăшусене тивĕçме витĕм кӳреççĕ», - тенĕ министр.   

Кăçал 8 уйăх хушшинче республика хыснин пĕрлештернĕ бюджетне федераци центрĕнчен каялла тавăрса памалли мар пулăшу 10 млрд тенкĕ куçнине палăртнă Светлана Енилина.  Çак кăтарту пĕлтĕрхи çулпа танлаштарсан, 11 процент пысăк пулни никамшăн та вăрттăнлăх мар. 

«Республика  Ертӳçи ют çĕршывсемпе те ĕçлĕ çыхăнусене кулленех тытса пырать.  Регионăн экономики вăй илсе çирĕпленсе пытăр тесе тăрăшать.  Федераци шайĕнчи тĕрлĕ  шайри влаç органĕсенче вăй хуракансемпе тачă çыхăнура яланах. Палăртса хăвармалла, кăçал Чăваш Республики Наци рейтингĕнче инвестици илĕртӳллĕхĕн ĕç кăтартăвĕпе РФ 85 субъекчĕ хушшинче хисеплĕ 2-мĕш вырăна тухни те пурсăмăра та ĕçлеме хавхалантарать», - тесе тепĕр хут палăртса каланă Светлана Енилина.  

Чăваш Ен Финанс министерстви укçа-тенкĕпе перекетлĕ ĕçлесе пырать. Тĕлли-паллисĕр унталла-кунталла тăкакламасть. Каламасăрах паллă, регионта социаллă пĕлтерĕшлĕ проектсем кулленех пурнăçа кĕрсе пыраççĕ, халăх питĕ кăмăллă ĕçсемпе.

Çак кун торжествăлла пулăма пухăннисене Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Председателĕ Валерий Филимонов, Раççей Федерацийĕн Патшалăх Думин депутачĕсем Алена Аршинова, Леонид Черкесов саламланă.

Валерий Филимонов уяври халăха саламланă май, финансистсем яланах пурнăçра хăйне евĕр хисепе тивĕçлĕ çынсем пулнине, вĕсене çынсем кăмăлтан тав тунине асăннă. Çак тытăмра ăста, пултаруллă, пысăк тавра курăмлă профессионалсем ĕçленине каланă.   

«Экономикăн никĕсĕ – укçа-тенкĕ шутланать.  Халăх пурнăçĕ епле пулса пырасси те çакăнтан пĕтĕмпех килет. Укçапа пĕлсе усă курсан, тĕллевлĕн тăкаклансан, йынăшсем нихăçан та пулмĕç, ун чухне халăх та ăшпиллĕн финанс тытăмĕнче ĕçлекенсем пирки калаçĕç. Тăнăç пурнăç вĕсенчен те чылай килет», - тенĕ вăл.   

Алена Аршинова саламланă май, республика хыснине федераци бюджетĕнчен тата та ытларах укçа-тенкĕ кĕрсе пытăр тесе чĕнсе каланă. «Эпир, депутатсем, хамăртан мĕн килнине пĕтĕмпех йĕркелесе пама тăрăшăпăр», - тенĕ сăмаха пĕтĕмлетсе. Уяв ячĕпе пурне те ырлăх-сывлăх, ăнăçусем сунă.

Леонид Черкесов регионти финанс пайĕнче ĕçлекенсем тӳрĕ кăмăллă, хăйсене шанса панă ĕçе яваплăха туйса, халăх ырлăхĕшĕн таса чунпа ĕçленине палăртса хăварнă.  Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумне – финанс министрне Светлана Енилинăна Тав çырăвне парса чысланă. 

Уявра яланхиллех пысăк çитĕнӳсемпе палăрнисене патшалăх наградисене парса хавхалантарнă. Хисепе тивĕçнисем: Марина Крупко, Елена Мешкова, Ольга Метелева, Жанна Ефимова.

Торжествăлла пай уяв концерчĕпе вĕçленнĕ.

 Фоторепортаж



06 сентября 2017
09:01
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter