Чăваш Республикин Ертӳçи Михаил Игнатьев Вăрмар районĕн администрацийĕн пуçлăхĕпе Андрей Васильевпа ĕçлĕ тĕлпулу ирттернĕ

 


Авăн уйăхĕн 7-мĕшĕнче Чăваш Республикин Ертӳçи Михаил Игнатьев Вăрмар районĕн администрацийĕн пуçлăхĕпе Андрей Васильевпа ĕçлĕ тĕлпулу ирттернĕ.

Аса илтеретпĕр, çĕнĕ ертӳçĕ 2017 çулта çурла уйăхĕн 22-мĕшĕнчен ĕçе кӳлĕннĕ.

Тĕлпулу самантĕнче пуçлăхсем муниципалитетăн социаллă пурнăçĕпе экономика аталанăвĕ пирки тĕплĕн сӳтсе явнă, çитес тапхăра палăртнă тĕллевсене тишкернĕ.

«Сирĕн финанспа пĕлсе тата тухăçлă ĕçлемелле.  Халăхăн кăмăл-туйăмĕ ырă енне улшăнса пырасси - тĕллевлĕ ĕçленинчен, укçапа перекетлĕ усă курнинчен чылай килет», - тесе палăртса каланă регион Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев, вырăнти муниципалитет бюджечĕн тупăш пайне ӳстерсе пырассишĕн çине тăрса ĕçлемеллине асăрхаттарнă.  

Ку хутĕнче ертӳçĕсем çул-йĕр, медицина, инфратытăм аталанăвĕсем пирки те чарăнса тăнă.  Çурт-йĕр ыйтăвĕ те кун йĕркинчех тăнă. «Халăхăн пурнăç условийĕн шайĕ ырă енне улшăнса пымалла, сирĕн тăрăшса ĕçлемелле, яваплăха туймалла», - тесе чĕнсе каланă Михаил Игнатьев çĕнĕ ертӳçĕне.

Халăхăн пуçаруллă сĕнĕвĕсем паянхи пурнăç таппинче тĕп вырăн йышăнмалла, проектсене пурнăçа кĕртме бюджетра пулăшу пăхса хăварнине асăннă Михаил Игнатьев.

Андрей Васильев çӳлерех асăннă районта çуралса ӳснĕ, мĕнпур ыйтусене тĕпрен пĕлсе тăрать.  Хăйне çак пысăк должноçе суйласа лартнине тӳрре кăларма шантарнă.

Район администрацийĕн пуçлăхĕ çитес вăхăтрах муниципалитетăн бюджет тупăшне тултарассишĕн тăрăшса ĕçлессине каланă, тăкак пайне кăштах чакарсан та аван пулнă пулĕччĕ тенĕ.   

Паянхи куна районта паркăн сăн-сăпатне улăштарма, тавралăха тирпей-илем кӳртме тĕллев лартнине пĕлтернĕ вăл.  Михаил Игнатьев йышăннă проекта экологи экспертизи витĕр кăлармаллине, архитекторсемпе пăхса тухса тишкермеллине, халăхпа анлă сӳтсе явмаллине асăрхаттарнă.

 Фоторепортаж



07 сентября 2017
11:34
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter