Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Каçал ен районĕн администрацийĕн пуçлăхĕпе Александр Осиповпа ĕçлĕ тĕлпулу ирттернĕ

Авăн уйăхĕн 6-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Каçал ен районĕн администрацийĕн пуçлăхĕпе Александр Осиповпа ĕçлĕ тĕлпулу ирттернĕ.

Аса илтеретпĕр, çĕнĕ ертӳçĕ кăçал авăн уйăхĕн 1-мĕшĕнчен ĕçлеме пуçланă.

Тĕлпулу вăхăтĕнче пуçлăхсем муниципалитетăн социаллă пурнăçĕпе экономика аталанăвĕ пирки тĕплĕн сӳтсе явнă, çитес тапхăр валли лартнă тĕллевсем тавра канашланă, вырăнти пĕлтерĕшлĕ ыйтусене хускатнă, бюджет тултарăвĕ çинчен чарăнса тăнă.

«Эсир муниципалитет службинче ĕçлесе курнă, паха ĕç опычĕ те сирĕн пур.  Çак должноçре сирĕн хăвăра шанса панă ĕçе яваплăха туйса пурнăçламалла, бюджет пайĕпе те тухăçлă, тĕллевлĕн усă курса пымалла. Муниципалитетăн тупăш пайне тултарассишĕн çине тăрса ĕçлемелле.  Укçа-тенкĕне приоритетлă ыйтусене татса пама тăкакламалла», - тесе чĕнсе каланă Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев

Регион Пуçлăхĕ сăмаха май, Александр Осипова муниципалитет шайĕнче йышăннă программăсене тĕплĕн пăхса тухма, вĕсене район пурнăçа кĕртессипе епле ĕçленине тишкерме, 2018-2020-мĕш çулсем валли палăртнă бюджет проектне хатĕрленĕ чухне халăхăн пуçаруллă сĕнĕвĕсене шута илсе ĕçлеме каланă. 

«Каçал енĕн потенциалĕ пысăк. Район пĕр шай лайăх аталантăр, халăхăн ĕç укçи ӳссе пытăр тесессĕн, муниципалитетăн инвестици явăçтарассишĕн тухăçлă ĕçлесе пымалла.  Районта ытларах та ытларах пысăк технологиллĕ производствăсем хута ямалла. Çакăн пек ĕçлесе пырсан, çулталăка ăнăçлă пĕтерме пулать, 2018 çулта çитĕнӳсемпе палăрма та меллĕ пулĕ.  Халăхăн пурнăç условийĕн шайне хăпартассишĕн тăрăшмалла, социаллă сферăна «уралантармалла», - тесе палăртнă республика Ертӳçи.

Александр Осипов хăйĕн сăмахĕнче регион Ертӳçине çак кунсенче муниципалитетра хуçалăхсен, социаллă сферăсен ĕçĕсемпе паллашни пирки пĕлтернĕ, халăхпа та тăтăшах тĕл пулнине каланă.  Сăмаха май, 2017 çул валли йышăннă инвестици проекчĕсем пĕтĕмпех пурнăçа кĕрсе пынине палăртнă.    

Йывăрлăх кăларса тăратакан ыйтусем çинчен чарăнса тăнă, Каçал ен салинче пуçтарăнса тăракан шывсене тасатса кăларма пулăшакан ятарлă станцине хута ярасшăн. Ĕçе кӳлĕниччен палăртнă проекта чи малтанах экологи экспертизи витĕр кăлармаллине, ятарлă канаш ĕçĕнче те анлăн пăхса тухмаллине асăрхаттарнă регион Ертӳçи.  

Урмаево салинче ача садне халăх хута яма ыйтнине пĕлтернĕ.  Çитес тапхăрта объекта пурнăçа кĕртме тĕллев лартнине каланă Александр Осипов. Республика Пуçлăхĕ икĕ вариантпа ача садне çĕклесе лартма май пуррине асăннă.  Вĕсенчен пĕри – шкул çумĕнче хăпартса лартни е тата пачах та çĕнĕ вырăнта туни тенĕ вăл.

Тĕлпулу вăхăтĕнче, паллах, уй-хир ĕçĕсем те кун йĕркинчех пулнă.  Районта авăн уйăхĕн 6-мĕшĕ тĕлне 10 пин ытла гектар çĕр лаптăкĕнчен тыр-пула тĕшĕлесе кĕртнĕ.  Вырма палăртнă планран 70 процент пурнăçланă.    Енчен те хуçалăхсем вырмана малтан пĕтереççĕ пулсан, вĕсен техникине ытти юлса пыракансем патне пулăшу пама куçарма тĕллев лартнине каланă район администрацийĕн пуçлăхĕ.  

Республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ватăсене тыр-пулпа туллин тивĕçтерме сĕннĕ, мĕншĕн тесен вĕсен çĕр пайĕсемпе хуçалăхсем усă курние каланă.  

  Фоторепортаж



07 сентября 2017
08:35
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter