«Пирĕн ытларах лавккасене хамăр регионта калăпланса тухакан паха таварсене тăратмалла», - тенĕ Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев

 


Авăн уйăхĕн 7-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Шупашкарти ликерпа водка завочĕн генеральнăй директорĕпе, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕпе Олег Мешковпа ĕçлĕ тĕлпулу ирттернĕ.

Калаçу вăхăтĕнче ертӳçĕсем Шупашкарти палăртнă предприятисен ĕçĕсем пирки сӳтсе явнă, малашлăхри тĕллевсене пăхса тухнă.  

Олег Мешков хăйĕн сăмахĕнче предприятине реконструкциленине пĕлтернĕ, хальхи пурнăçпа килĕшсе тăракан производство хатĕрĕсене вырнаçтарнине каланă.

2017 çулта çу уйăхĕнче тулли мар яваплă общество производство валли лицензи илме тивĕçлĕ пулнине асăннă. Малашне вĕсен калăпланса тухакан таварсене упрама тата сутма та ирĕк.

Паян предприятинче пĕтĕмпе 140 çын тăрăшать.  Малтанласа ĕçленĕ çынсене пĕрне те чакарманнине, вĕсем хăйсен ĕçĕсене килĕштерсе пурнăçланине каланă.

Заводра пурĕ 13 тĕрлĕ водка тирпейленсе тухать.  Илнĕ тупăшран бюджета 27,5 млн тенкĕлĕх налук тӳлесе янине асăннă.  Кăçал çурла тата авăн уйăхĕнче пĕтĕмпе 57,5 млн тенкĕ налуксем хывма палăртса хунине каланă ертӳçĕ сăмаха малалла тăснă май. Çак кăтартăва çулталăк вĕçленичченех упраса пыма тĕллев лартнине палăртнă вăл.

Çитес çул таварсен калăпăшне 400 пин декалитра çитерме палăртнă. Олег Мешков производство калăпăшне ӳстерме палăртнă планпа паллаштарнă. Вĕсем таварсене республикăра кăна мар, РФ ытти субъекчĕсене те ăсатаççĕ.  Пысăк технологиллĕ хатĕрсем таварсен калăпăшне чылай ӳстерме ирĕк панине те асăнса хăварнă. Специалистсем çителĕклĕ тенĕ вăл, пĕлӳ шайĕ те вĕсен куçкĕретех ӳссе пынине палăртнă. Хамăр ăва лартнă тĕллевсене пĕтĕмпех туллин пурнăçлама шантаратпăр тенĕ сăмаха тăсса вăл.    

Республика Пуçлăхĕ хăйĕн сăмахĕнче предприяти вăй илсе аталанни республика хыснишĕн те пысăк пĕлтерĕшлĕ тесе каланă.  Бюджетăн тупăш пайне ӳстерме витĕм кӳретĕр тенĕ сăмаха малалла вакланă май. Тавара сутса услам илнинчен чылай пайĕ республика хыснин тупăш пайне ӳстерме куçать.  Калаçу кунта халăха ытларах ĕçтерсе аптратасси пирки сăмах пымасть, пахалăхлă таварсем тирпейлесе кăлармалли çинчен ĕç-пуç вакланать. 

«Пирĕн ытларах лавккасене хамăр регионта калăпланса тухакан таварсене тăратмалла, вĕсен пĕтĕмĕшле калăпăшран 50 процент кая мар йышăнмалла», - тенĕ Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев.   

Паян регионта ытларах хамăр тăрăхра йĕркеленнĕ предприятисем таварсем çынсем патне çитерессишĕн тăрăшаççĕ.  Чылай вăхăт хушши ĕçлемен предприятисем «Чебоксарский ликеро-водочный завод» ТМЯО тата  «Cпиртовой завод «Ядринский» ТМЯО паян хастар, активлă вăй илсе пыраççĕ.  «Ассортимент пысăк, хаксем пĕтĕмпех йĕркеллĕ, халăха тивĕçтереççĕ.  Пирĕн предприятисем яланах тӳрĕ кăмăлпа бюджета налук пайне куçарса пыраççĕ», - тесе пĕтĕмлетнĕ сăмаха регион Ертӳçи.

«Кашни ашшĕ-амăшĕ хăйсен пепкисем лайăх ача сачĕсене çӳресе хăтлă шкулсенче ăс пухччĕр тесе ĕмĕтленеççĕ Çаксем пĕтĕмпех республика бюджечĕн тупăш пайĕ епле пулнипе çыхăннă. Енчен те республика хысни тулли пулсан, халăхăн ыйтăвĕсене те тивĕçтерме меллĕ.  Пурсăмăр та пĕрле тăрăшса вăй хурса ĕçлесен, малашне тата та лайăхрах пурăнасси куçкĕретех пулĕ, 2018 çулта социаллă пĕлтерĕшлĕ ыйтусене тата та курăмлăрах татса парăпăр. Хаяр шĕвекпе сăрана палăртса хунă производство калăпăшĕнчен 2018 çулта республика бюджетне 20 процент нумайрах (2 млрд тенкĕ налук) кĕрессине те ĕненетпĕр», - тенĕ вăл.    

Фоторепортаж



07 сентября 2017
17:44
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter