Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Финансист кунӗ ячӗпе саламлани

Финанс сферин хисеплӗ ӗҫченӗсем тата ветеранӗсем!

 Сире Финансист кунӗпе тата Раҫҫей финанс тытӑмне туса ху­нӑ­ранпа 215 ҫул ҫитнӗ ятпа саламлатӑп!

Чӑваш Республикин ҫирӗп атала­нӑвӗ, халӑх ыйтӑвӗсене кирлӗ шайра тивӗҫтересси финанс ресурсӗсене пӗлсе валеҫсе панинчен, бюджет укҫи-тенкипе тӗрӗс тата вырӑнлӑ усӑ курнинчен килет.

Чӑваш Енре мӗнпур шайри бюджетсем тухӑҫлӑ ӗҫлеҫҫӗ тата социаллӑ тӗллевлӗ шутланаҫҫӗ.

2017 ҫулта Moody’s, Fitch Ratings тата RAEX («Эксперт РА») рейтинг агентствисем Чӑваш Республикине ҫирӗп прогнозлӑ кредит рейтингӗсемпе чысланӑ.

Финанс ӑслӑлӑхпа тӗпчев институчӗн хаклавӗпе килӗшӳллӗн пирӗн рес­пуб­лика бю­джет дан­нӑйӗсен уҫҫӑн­лӑхӗ питӗ ҫӳллӗ шайри Раҫ­ҫей Федера­ци­йӗн регионӗсен теҫеткине кӗрет.

2016 ҫул пӗтӗмлетӗвӗсем тӑрӑх Чӑваш Республикине «Бюджет граж­дан­сем валли» ятпа чи лайӑх тӗслӗхсем туса хатӗр­ленӗ мал­ти регионсен йышӗнче палӑртнӑ.

Ҫакӑ пурте обществӑлла укҫа-тенкӗне тытса пырас ӗҫӗн тухӑҫ­лӑхне тата уҫҫӑнлӑхне ҫирӗплетет.

Отраслӗн мӗнпур ӗҫченне хӑйсен тивӗҫӗсене лайӑх шайра тата тӳрӗ кӑмӑлпа пурнӑҫласа пынӑшӑн, наци экономикине аталантармалли финанс мелӗсене йӗркелес тӗлӗшпе пуҫаруллӑ пулнӑ­шӑн тав тӑватӑп.

Сирӗн ӗҫӗр тата професси ӑсталӑхӗ Чӑваш Ен ҫыннисен пур­нӑҫне тулӑхрах та пуянрах тума пулӑшса пыччӑр.

Палӑртса хунӑ пӗтӗм тӗллеве пурнӑҫлама, ҫирӗп сывлӑх, телей тата ырлӑх сунатӑп! 

 

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ                                                                      М. Игнатьев



08 сентября 2017
07:09
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter