Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ĕçлĕ визитпа Мускавра

Авăн уйăхĕн 8-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ĕçлĕ визитпа Мускавра.  Унта вăл «XXI  ĕмĕрти конкурентлă экономикăн финанс тытăмĕ: чĕнӳ тата йышăну» ятлă  финанс форумĕн ĕçне хутшăнать.  Форума пуçтарăннисем пысăк экономика лару-тăрăвне, бюджет йывăрлăхĕсене, налуксем тӳлессипе çыхăннă ыйтусене, патшалăх туянăвĕсене тата та ытти финанс енĕпе палăртнă самантсене сӳтсе явма тĕллев лартнă.    

Мускавра пулакан форум финанс енĕпе çав тери пысăк пĕлтерĕшлĕ, актуаллă ыйтусене татса пама витĕм кӳрет, Раççейри финанспа экономика аталанăвĕн çул-йĕрĕсене палăртма пулăшать. Ĕçе яланхиллех тĕрлĕ шайри влаçри çынсем, тĕнче шайĕнчи экспертсен пĕрлешĕвĕсем, бизнес тытăмĕнче вăй хуракансем, политика партийĕсенче тăрăшакансем тата та нумай официаллă хăнасем пуçтарăнаççĕ.    



08 сентября 2017
09:29
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter