Чăваш Республикин Пуçлăхĕн çĕнĕ пулăшуçине уйăрса лартнă

 


Авăн уйăхĕн 8-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев хăйĕн помощникĕ пулма Крупнов Владимир Анатольевича уйăрса лартни çинчен хушăва алă пусса çирĕплетнĕ.

Раççей Федерацийĕн Президенчĕ çумĕнчи Чăваш Республикин Полномочиллĕ представительствинче Владимир Крупновпа ĕçлĕ тĕлпулу ирттернĕ самантра регион Ертӳçи хăш-пĕр актуаллă ыйтусем тавра сăмах пуçарнă, тĕллевсене палăртнă, малашнехи ĕçре çĕнĕ должноçри çынна ăнăçусем суннă.  

Çĕнĕ пулăшуçă Раççей Федерацийĕн тĕрлĕ субъекчĕсемпе çыхăнусене сарассипе палăртнă ыйтусемпе ĕçлĕ, ют çĕршывсемпе те тухăçлă ĕçлеме витĕм кӳме пулăшĕ.  

Палăртса хăваратпăр, Владимир Крупнов Раççей Халăх туслăхĕн университетне вĕренсе пĕтернĕ, «Лингвистика» тытăма лайăх ăнкарать, ют чĕлхесене çирĕп пĕлет.



08 сентября 2017
11:07
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter