Мускавра «XXI ĕмĕрти конкурентлă экономикăн финанс тытăмĕ: чĕнӳ тата йышăну» ятлă финанс форумне Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев хутшăннă
Авăн уйăхĕн 8-мĕшĕнче Мускавра «XXI ĕмĕрти конкурентлă экономикăн финанс тытăмĕ: чĕнӳ тата йышăну» ятлă финанс форумĕ иртнĕ. Унта Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев тата Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ – финанс министрĕ Светлана Енилина, Федераци казначействин Чăваш Республикинчи Управленийĕн ертӳçи Олимпиада Ананьева хутшăннă. Форума пуçтарăннисем пысăк экономика лару-тăрăвне, бюджет йывăрлăхĕсене, налуксем тӳлессипе çыхăннă ыйтусене, патшалăх туянăвĕсене тата та ытти финанс енĕпе палăртнă самантсене сӳтсе явнă. Мускавра пулакан форум финанс енĕпе çав тери пысăк пĕлтерĕшлĕ, актуаллă ыйтусене татса пама витĕм кӳрет, Раççейри финанспа экономика аталанăвĕн çул-йĕрĕсене палăртма пулăшать. Ĕçе яланхиллех тĕрлĕ шайри влаçри çынсем, тĕнче шайĕнчи экспертсен пĕрлешĕвĕсем, бизнес тытăмĕнче вăй хуракансем, политика партийĕсенче тăрăшакансем тата та нумай официаллă хăнасем пуçтарăннă. Пĕтĕмпе 1500 делегат пулнă.
Пĕрремĕш çур кунра Михаил Игнатьев тата Светлана Енилина «Бюджетсем хушшинчи хутшăну: ĕнер, паян, ыран. Аталанма суйласа илмелли çул-йĕрсем» ятлă секци ĕçĕнче пулнă. Паллă мероприятине Раççей Федерацийĕн Патшалăх Думинче бюджет тата налуксемпе ĕçлекен Комитетăн Председателĕ Андрей Макаров йĕркелесе ертсе пынă.
Кун йĕркипе килĕшӳллĕн, секцире кредитсен аналитика рейтингĕн агенствин генеральнăй директорĕ Екатерина Трофимова, Раççей Федерацийĕн финанс Министрĕн çумĕ Леонид Горнин, Cтратеги йĕркелĕвĕсен центрĕн Президенчĕ Павел Кадочников тата ыттисем хутшăннă.
Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев хăйĕн сăмахĕнче патшалăх программисемпе тата субсидисемпе тухăçлă усă курас ыйтусемпе доклад тунă, сĕнӳсем тăратнă.
Хыççăн Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев тата Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ – финанс министрĕ Светлана Енилина, Федераци казначействин Чăваш Республикинчи Управленийĕн ертӳçи Олимпиада Ананьева «XXI ĕмĕрти конкурентлă экономикăн финанс тытăмĕ: чĕнӳ тата йышăну» ятлă финанс енĕпе çыхăннă мероприяти ĕçне хутшăннă. Унта пухăннисене РФ Правительствин Председателĕ Дмитрий Медведев саламланă, тухăçлă ĕçлеме чĕнсе каланă.