ЧНК хастар пикин «Ăсталăх- чун хавалĕ» куравĕ уçăлчĕ

Людмила Балтаева тесен, куç умне тирпейлĕ те илемлĕ, сăпайлă та йăл кулăллă таса чăваш хĕрарăмĕн, çемье управçин сăнĕ тухса тăрать.

Паян Шупашкарти чăваш тĕррин музейĕнче çак Елчĕк тăрăхĕнче çуралса ÿснĕ вăр-вар та тĕлĕнмелле хăйне евĕр ăста хĕр-пикен çавра çулне халалланă «Ăсталăх- чун хавалĕ» ятлă куравĕ уçăлчĕ.

Людмила Владимировнăна хисеплекен, унăн ăсталăхне сума сăвакан çынсем, культурăпа ÿнерте тăрăшакансем, вĕрентекенсемпе вĕренекенсем, массăлла информаци хатĕрĕсенче тăрăшакансем унăн çавра çулне палăртма, курав экспоначĕсемпе паллашма пуçтарăнчĕç.

Людмила Балтаева Чăваш наци конгресĕн культура комитечĕн, ал-ĕç ăстисен ассоциацийĕн пайташĕ пулнă май ăна саламлама конгресс хастарĕсем чылайăн килчĕç. Курава уçнă çĕре ЧНК президенчĕ Николай Угаслов, унăн пĕрремĕш çумĕ Валерий Клементьев та хапăл туса çитрĕç. Николай Федорович пултаруллă чăваш хĕрне çапла хастар та ăста пулнăшăн тав турĕ, унăн ĕçĕсем пĕтĕм чăваш халăхĕшĕн кăна мар, тĕнчешĕн хаклă тупра, истори палăкĕ пекех шутланнине палăртрĕ. Чăваш Патшалăх Канашĕн депутачĕ пулнă май вăл ăста та хастар пулнăшăн, республика малашлăхĕшĕн, хамăр культурăна упраса аталантарассишĕн тăрăшса ĕçленĕшĕн Людмила Владимировна Балтаевана Чăваш Патшалăх Канашĕн Хисеп хутне пачĕ, ăшшăн саламларĕ.

ЧНК культура комитечĕн пайташĕсем те хăйсен юлташне ырă сăмахсем чылай каларĕç, чечек çыххисемпе парнесем парса чыс турĕç.

Чăваш Республикин культура, национальнăçсен ĕçĕсен тата архив ĕçĕн министрĕн çумĕ Анатолий Тимофеев хастар ăстаçăна министерствăн Хисеп хучĕпе чысларĕ, малалла та пултаруллă ĕçлеме ырлăх-сывлăх сунчĕ.

Саламлакансем чылайăн пулчĕç. Пурте Балтаевсен çемйине хисепленине пĕлтерме тăрăшрĕç, кил ăшшине тытса пыракан Людмилăна тав турĕç, ăна пултарулăхне çапла тивĕçлĕн аталантарнăшăн, наци тумĕн илемне чĕртсе тăратнăшăн сума сунине палăртрĕç.

Людмила Балтаеван çавра çулне халалланă ăсталăх куравĕнче анатри, вирьял, анат енчи чăвашсен хĕрарăмпа арçын тумĕсем, масмаксемпе сурпансем, хушпу, тухья, ама тата ытти илемсемпе паллашма пулать. Унсăр пуçне тĕрлесе тунă панносемпе аппликацисем пур.

«Ăсталăх- чун хавалĕ» курава пăхса çаврăннă май, Николай Федорович Угаслов арçынсен мăнаçлă та пуян эрешлĕ çĕлĕкне килĕштерчĕ, çакнашкал паха тумсем республикăна килекен хаклă хăнасене парнелĕх пама питĕ аваннине каларĕ.

Çак ăсталăх хăйпе хăй туптанман паллах. Людмила Балтаева хăй вăхăтĕнче Ленинградри пир-авăрпа çăмăл промышленнăç институтне пĕтернĕ. Шăпа ăна Елчĕк тăрăхĕнчех çуралнă тепĕр пултаруллă ÿнерçĕпе Николай Балтаевпа пĕрлештернĕ. Пурнăç тăршшĕпех вĕсен çемьи чăваш культуришĕн, йăли-йĕркишĕн тăрăшать. Йăх-несĕл историне сума суса чăн чăвашсем пулса пурăнма тăрăшаççĕ Балтаевсем.

Çавра çулпа саламласа малашне те пурнăçра пархатарлă ĕçсем нумай тума сунатпăр Людмила Балтаевăна тата унăн пултаруллă кил-йышне.

 

Зоя Яковлева, ЧНК пресс-службин ертÿçи.



11 января 2018
09:14
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter