Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев регионти прокуратура ĕҫченĕсене професси уявĕ ячĕпе саламланă

Михаил Игнатьев поздравил работников и ветеранов прокуратуры Чувашской Республики с профессиональным праздникомКăрлач уйăхĕн 12-мĕшĕнче, Чăваш Республикинчи Прокуратура тытăмĕнче вăй хуракансем хăйсен професси уявне халалласа торжествăлла мероприяти ирттернĕ. Паллă пулăма Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев тата ытти официаллă ҫынсем  хутшăннă.

Чи малтанах вăл пухăннисене саламланă май, професси шайĕнче прокуратура ĕҫченĕсем тивĕҫлĕ ĕҫлесе пынине асăннă. Сăмаха май, регион Пуҫлăхĕ вăй структурисенче тимлекенсем хăйсене шанса панă ĕҫсене пысăк шайра пурнăҫланине каланă.

«Прокуратура органĕсем право хуралĕнчи мĕн пур тытăмăн правăна хирĕҫле пулăмсемпе кĕрешессипе ҫыхăннă ĕҫне йĕркелесе пырас тĕлĕшпе тĕп вырăнта. Чăваш Ен прокуратурин регионта хăйсен тивĕҫне чыслăн пурнăҫлакан сотрудникĕсен ĕҫĕ - Раҫҫей патшалăхне ҫирĕплетессин шанчăклă никĕсĕ. Эсир профессионализмпа, Тăван ҫĕршыва парăннипе, принциплăхпа, яваплăха туйнипе тата ырми-канми ĕҫпе палăрса тăратăр», - тенĕ Михаил Игнатьев пухăннисене саламланă май. «Влаҫ органĕсем прокуратурăпа пĕрле алла-аллăн тата тухăҫлă ĕҫлени правăпа ҫыхăннă тăнăҫлăха, экономика аталанăвне, Чăваш Республикинче пурăнакансен  пурнăҫ шайĕпе пахалăхне лайăхлатассине тивĕҫтерме пулăшасси пирки  каламасăрах паллă, нимĕнле иккĕленӳ те ҫуралмасть», - тенĕ вăл сăмаха тăсса. Хисепе тивĕҫнисене ҫак кун патшалăх наградисене парса чысланă. Хăйсен опытне ҫамрăксене паракан ветеранĕсене чунтан тав тунă, чун-чĕререн ҫирĕп сывлăх суннă.

Чăваш Республикин прокурорĕ Василий Пословский хăйсен ĕҫчешĕсене тав тунă, професси уявĕ ячĕпе саламланă. Кĕскен ҫулталăк пĕтĕмлетĕвĕсем пирки  чарăнса тăнă, уйрăм ҫитĕнӳсемпе паллаштарнă. Прокуратура саккунлăха, право йĕркине ҫирĕплетессине пысăк тӳпе хывнине асăннă вăл.

Чăваш Енри Прокуратура пайĕн Ветерансен канашĕн председателĕ Геннадий Львов торжествăлла пулăма пухăннисене аслă ҫулрисен ячĕпе мухтаса  пурне те тав сăмахĕсем каланă.

Ҫак кун савăнăҫлă лару-тăрура конкурс ҫĕнтерӳҫисене чысланă. Тин ҫеҫ ĕҫе кӳлĕннисем, ăнăҫлă аттестаци витĕр тухнисем, присяга тытнă.  

Раҫҫей Федерацийĕн тава тивĕҫлĕ хисеплĕ прокурорĕ, Чăваш Ен прокуратуринче пай пуҫлăхĕ пулса ĕҫлекен Юрий Юркин торжествăлла пая пухăннисене ăшшăн саламланă.  

Паллах, паянхи официаллă пай, уяв концерчĕсĕр иртмен, пултарулăх ăстисем  хăйсен ташши-кĕввипе пурне те савăнтарнă. 

Фоторепортаж



12 января 2018
17:12
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter