Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Прокуратура ĕҫченĕсен кунĕ ячĕпе саламлани

Чăваш Республикин прокуратурин хисеплĕ ĕҫченĕсем тата ветеранĕсем!

Сире професси уявĕ ячĕпе чĕререн тата ăшшăн саламлатăп!

Саккун аслă пулнине, граждансен прависен тата патшалăх хӳтлĕхне тивĕҫтернĕ май Раҫҫей прокуратури право хуралĕн органĕсен ретĕнче виҫĕ ĕмĕре яхăн уйрăм вырăн йышăнса тăрать. Шăпах прокуратура органĕсем право хуралĕнчи мĕн пур тытăмăн правăна хирĕҫле пулăмсемпе кĕрешессипе ҫыхăннă ĕҫне йĕркелесе пырас тĕлĕшпе тĕп вырăнта.

Чăваш Ен прокуратурин регионта хăйсен тивĕҫне чыслăн пурнăҫлакан сотрудникĕсен ĕҫĕ - Раҫҫей патшалăхне ҫирĕплетессин шанчăклă никĕсĕ. Эсир профессионализмпа, Тăван ҫĕршыва парăннипе, принциплăхпа, яваплăха туйнипе тата ырми-канми ĕҫпе палăрса тăратăр.

Влаҫ органĕсем прокуратурăпа пĕрле алла-аллăн тата тухăҫлă ĕҫлени правăпа ҫыхăннă тăнăҫлăха, экономика аталанăвне, Чăваш Республикинче пурăнакансен  пурнăҫ шайĕпе пахалăхне лайăхлатассине тивĕҫтерме пулăшасси пирки иккĕленместĕп.

Прокуратурăн саккунлăха, право йĕркине ҫирĕплетессине пысăк тӳпе хывнă, хăйсен опытне ҫамрăксене паракан ветеранĕсене чунтан тав тăватăп.

Сире чун-чĕререн ҫирĕп сывлăх, телей, ҫемьере тăнăҫлăх, юратнă ҫĕршывăмăр ырлăхĕшĕн тăвакан мĕн пур пуҫарура ăнăҫу сунатăп!

 

Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ                                    Михаил Игнатьев.

 



12 января 2018
00:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter