Чăваш наци конгресĕн ĕç тăвакан комитечĕн пайташĕсем Чăваш наци телерадиокомпанийĕн ертÿçисемпе тĕл пулчĕç

ЧНК президенчĕн пĕрремĕш çумĕ Валерий Леонидович Клементьев, пресс-служба ертÿçи Зоя Аркадьевна Яковлева тата президентăн грант проекчĕсемпе ĕçлекен пулăшуçи Елена Владимировна Светлая телерадиокомпани директорĕпе Оксана Ивановна Ачкасовапа тата унăн çумĕпе Александр Николаевич Магаринпа малашне пĕрле ĕçлес ĕç-пуçа сÿтсе яврĕç.

Валерий Клементьев республикăри наци телерадиокомпанийĕн ертÿлĕхне ЧНК юлашки вăхăтра туса пыракан мероприятисем çинчен каласа пачĕ, пĕрле малашне те туслăн ĕçлеме чĕнсе каларĕ.

Оксана Ивановна конгресăн йăлана кĕнĕ "Кĕмĕл сасă", "Чăваш пики" конкурсĕсен пахалăхĕ пирки сăмах хускатрĕ, телекомпани ку енĕпе анлăрах ĕçлеме çул уçса парасса шантарчĕ.

Малалла калаçу Чăваш наци конгресĕн "Раççей пуянлăхĕ - пĕтĕм халăх пуянлăхĕ" Раççей президенчĕн грантне çĕнсе илнĕ проекчĕ пирки пулчĕ.

Чăваш наци телерадиокомпанийĕ проектăн информаци енĕпе пулăшаканĕ, çавăнпа та пĕрле ку енĕпе тачă çыхăнса ĕçлесси çинчен калаçрĕç. ЧНК президенчĕн грант енĕпе пулăшаканĕ Елена Светлая Оксана Ачкасовăпа Александр Магарина ĕç-пуç мĕнлерех пулса пыма пултарасси пирки ăнлантарчĕ. Телерадиокомпани ертÿçисем республикăра тата ытти регионсенче проект планĕпе иртекен тĕрлĕ мероприятисене çутатса тăма килĕшнине пĕлтерчĕç.

ЧНК пресс-службин ертÿçи Зоя Яковлева конгресăн тата регионсенчи чăваш наци автономийĕсен ĕçĕсем çинчен наци телерадиокомпани эфирĕнче тата та анлăрах çутатас шухăшлине каларĕ. Уйăха пĕрре 15 минутлăх телеальманах тата мероприятисем çинчен çĕнĕ хыпарсенче сюжетсем тума хатĕррине пĕлтерчĕ.

Çитес вăхăтра Чăваш наци конгресĕпе наци телерадиокомпанийĕ пĕрле туслăн ĕçлесси çинчен çирĕплетекен килĕшÿ алă пусма калаçса татăлчĕç.

 

ЧНК пресс-служби.



12 января 2018
09:15
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter