Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев ҫăмăл атлетикăпа Раҫҫейĕн пĕрлештернĕ командин тĕп тренерĕпе Юрий Борзаковскийпе ĕҫлĕ тĕлпулу ирттернĕ

«Чувашия – лучший регион по организации и проведению спортивных соревнований», – главный тренер сборной команды России по легкой атлетике Юрий БорзаковскийКăрлач уйăхĕн 13-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев ҫăмăл атлетикăпа Раҫҫейĕн пĕрлештернĕ командин тĕп тренерĕпе Юрий Борзаковскийпе ĕҫлĕ тĕлпулу ирттернĕ. Сумлă хăна Чăваш Ене ҫăмăл атлетикăпа «Чăваш Республикин Кубокĕ» Пĕтĕм Раҫҫей шайĕнче иртекен чемпионат ăмăртăвĕсене килсе ҫитнĕ пулнă.

Паллă спортсмена Чăваш Республикине килнĕшĕн мухтаса тав сăмахĕсем каланă регион Пуҫлăхĕ.  Республикăра ҫак ҫӳлерех асăннă ăмăртусене йĕркелесе ирттерме мĕнпур условисене кирлĕ пек шайра йĕркелесе ҫитернине пĕлтернĕ ăна. Сăмаха май, республикăра ҫулсерен пысăк пĕлтерĕшлĕ спорт ăмăртăвĕсем чылай иртнине асăннă. Шăпах та ҫакăн йышши ăмăртусем, массăллă спорта аталантарас ĕҫе пысăк витĕм кӳнине палăртнă. Чăваш Республикинче спорта ҫирĕплетес ыйту ҫине пысăк тимлĕх уйăрни куҫкĕретех.

Юрий Борзаковский ҫапларах каланă хăйĕн сăмахĕнче: «Спорт ăмăртăвĕсене йĕркелессипе чи лайăх регион Чăваш Республики шутланать», - тенĕ. Чăваш Республикин Пуҫлăхне Михаил Игнатьева пĕр-пĕринпе килĕшсе тухăҫлă ĕҫлесе пынăшăн мухтанă, тав сăмахĕсем каланă. Спорта аталантарас ĕҫе кулленех пысăк тимлĕх уйăрнăшăн ырланă.

Тĕплĕ калаҫăва пуҫланă май, ертӳҫĕсем спортăн актуаллă ыйтăвĕсене сӳтсе явнă.

Республикăра ҫăмăл атлетика енĕпе пурĕ 5 пин ҫын хăйсен ăсталăхне туптать. 2017-мĕш ҫулта Раҫҫейĕн пĕрлештернĕ командине Чăваш Республикинчен 44 спортсмен кĕнĕ, 2016-мĕш ҫулта – 35.

Кăҫал регионта иртекен чемпионата пурĕ 900 яхăн спортсмен хутшăнма кăмăл тунă.  Атăлҫи федераци округĕнчен чи ăста та паллă спортсменсем 32 комплект медале ҫĕнсе илессишĕн хĕрӳ тупăшнă. 

Фоторепортаж



14 января 2018
08:48
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter