Михаил Игнатьев Ҫĕнĕ Шупашкарта Пĕтĕм Раҫҫй шайĕнче ҫăмăл атлетика енĕпе Атăлҫи федераци округĕнчи Чăваш Республикин Пуҫлăхĕн Кубокне ҫĕнсе илессишĕн ирттернĕ спорт ăмăртăвĕсен торжествăлла пулăмне хутшăннă

Михаил Игнатьев приветствовал участников Всероссийских соревнований по легкой атлетике «Кубок Главы Чувашской Республики», чемпионата и первенства Приволжского федерального округа по легкой атлетикеКăрлач уйăхĕн 14-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Ҫĕнĕ Шупашкарта Пĕтĕм Раҫҫей шайĕнче ҫăмăл атлетика енĕпе Атăлҫи федераци округĕнчи Чăваш Республикин Пуҫлăхĕн Кубокне ҫĕнсе илессишĕн ирттернĕ спорт ăмăртăвĕсен торжествăлла пулăмне хутшăннă.  

 Мероприятине унпа пĕрле Чăваш Республикин спорт министрĕ Сергей Шелтуков, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ, финанс, налук ыйтăвĕсемпе ĕҫлекен Комитетăн председателĕн ҫумĕ, СССР спорчĕн тава тивĕҫлĕ спортсменĕ, Олимп чемпионĕ Елена Николаева, Раҫҫейĕн ҫăмăл атлетика енĕпе пĕрлештернĕ командин тренерĕ Юрий Борзаковский, Раҫҫейĕн тава тивĕҫлĕ спорт мастерĕ, Олимп вăййисен бронза призерĕ Владимир Андреев, Ҫĕнĕ Шупашкар хула администрацийĕн пуҫлăхĕ Ольга Чепрасова хутшăннă.  

Михаил Игнатьев ăмăртусене пухăннисене саламланă, спортсменсене пысăк ҫитĕнӳсем тума суннă. Раҫҫей Федерацийĕн Спорт министерствине ҫакăн пек пысăк пĕлтерĕшлĕ ăмăртусене Чăваш Енре ирттерме витĕм кӳнĕшĕн тав тунă. Кашни ҫул ҫак мероприятине ҫĕршыври чи паллă спортсменсем хутшăннине пĕлтернĕ.

Сăмаха май, ҫăмăл атлетика Чăваш Енĕн спорт тытăмĕнчи тĕп пайсем шутне кĕнине палăртнă. Регионта спорт учрежденийĕсен пурлăхпа техника базине ҫĕнетсе пыни, курăмлă мероприятисене йĕркелени, ҫулран ҫул тĕнчипе паллă спортсменсем республикăна килни, сывă пурнăҫ йĕркине аталантарса вăй илтерни – пĕтĕмпех спорта ҫӳллĕ шайра йĕркелесе хăватлантарса пыма май панине асăннă Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев.

Палăртма кăмăллă, кашни ҫулах спортăн ҫак тĕсне ҫамрăксем хапăл тусах хутшăнаҫҫĕ. Чи пахи – вĕсем пысăк ҫитĕнӳсем туни.   Чăваш Республикинче пĕтĕмпе ҫак ҫӳлерех асăннă спорт енĕпе 5 пин ҫын хăйсен ăсталăхне туптать, вĕсемпе 154 тренер ĕҫлет.  

Пысăк ҫитĕнӳсем тунисене наградăсем парса хавхалантарнă.

Раҫҫейĕн пĕрлештернĕ командин тĕп тренерĕ Юрий Борзаковский республика ертӳлĕхне спорта аталантарма пысăк тĕрев панишĕн ырласа мухтанă, ăмăртусем ҫӳллĕ шайра йĕркеленсе иртнине асăннă. Чăваш Енре калама ҫук чаплă ăста спортсменсем ҫитĕннине палăртнă.  Ҫĕршывăн пĕрлештернĕ командине ҫулсерен Чăваш Республикинчен ăста ачасем хутшăннине палăртнă. 2017-мĕш ҫулта Раҫҫейĕн пĕрлештернĕ ушкăнне Чăваш Енрен 44 спортсмен кĕнĕ. 2016-мĕш ҫулта 35 спортсмен пулнă.

Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ, финанс тата налук ыйтăвĕсемпе ĕҫлекен Комитетăн председателĕн ҫумĕ  Елена Николаева спортсменсене ăнăҫусем суннă.

Чăваш Республикин Кубокне ҫĕнсе илессишĕн ăмăртусем икĕ тапхăрпа иртнĕ. Пурĕ 32 комплект медальшĕн спортсменсем ҫивĕч тупăшура ăмăртнă. Кăҫал мероприятире пурĕ 800 спортсмен мала тухассишĕн старта тухнă.

Фоторепортаж



15 января 2018
08:18
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter