Чăваш Енре ҫĕнĕлле аталанса пыракан предприятисен шучĕ ӳссе пырать

Кăрлач уйăхĕн 15-мĕшĕнче Правительство ҫуртĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Министрсен Кабинечĕн членĕсемпе тата федераци службисен регионти уйрăмĕсен ертӳҫисемпе кашни эрнере пулакан ĕҫлĕ планеркăна ирттернĕ.  

Кун йĕркине кĕртнĕ тĕп ыйтусене пăхса тухма пуҫличчен, чи малтан регион Ертӳҫи Бурятипе Мускав ҫывăхĕнче пулса иртнĕ пăтăрмахсем пирки аса илсе хăварнă, ҫынсем апатланнă вăхăтра массăллă шар курни пурсăмăра та шухăша янине, ҫак ыйту ҫине ытларах вак тата вăтам предпринимательлĕх тытăмĕнче вăй хуракансен тимлĕх уйăрмаллине чĕнсе каланă. Пурин те санитари саккунĕсен йĕркисене ҫирĕп пăхăнса пымаллине асăрхаттарнă.  Социаллă сферăсенче халăха апатлантаракан вырăнсенче ыйтăва куҫран вĕҫертме юраманнине тепĕр хут ҫирĕплетнĕ.  

Паянхи канашлура инфратытăм объекчĕсене ҫĕнĕлле вăй илтерессине пăхса тухнă. Михаил Игнатьев ку енĕпе Чăваш Республики курăмлă ĕҫлесе пынине каланă.  «Енчен те 2009-мĕш ҫулта регионăн ҫĕнĕлле аталанса пырас, организацисем инновацилле вăй илессин кăтартăвĕ 14,1 процент ҫеҫ пулнă пулсан, ҫак ыйту 2017-мĕш ҫулта самай лайăхланнă, 25 процента ҫити хăпарнă. Апла пулсан, республикăра кашни тăваттăмĕш предприятипе организаци ҫĕнĕлле вăй илсе пыни куҫкĕретех», - тенĕ вăл.  

«Республика Правительствин тĕп тĕллевĕсенчен пĕри – организацисене ҫĕнĕлле аталантарса пыма кирлĕ пек мĕнпур условисем йĕркелесе парасси», - тенĕ регион Пуҫлăхĕ сăмаха малалла тăснă май.   Палăртса хăвармалла, инновацилле ĕҫлекен предприятисенче шалу укҫин виҫи те пысăк пулни никамшăн та вăрттăнлăх мар.

Паянхи пурнăҫ таппипе тӳр килсе ĕҫлекен предприятисемпе организацисен ĕҫĕ-хĕлĕ пирки Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн ҫумĕ – экономика министрĕ Владимир Аврелькин тĕплĕн доклад тунă.  Чăваш Енре пуҫласа инжиниринг центрне хута янă, вăл шăпах та, ҫĕнĕлле ĕҫлессипе тимлет.  

2017-мĕш ҫулта пĕтĕмпе ҫак центр республикăри 96 предприятине пулăшу панă, 159 консультаци ирттернĕ. Центр организацисене модернизациленме 12 программа хатĕрлесе панă, вĕсене пурнăҫа кĕртсе пыма предприятисемпе организацисем 464 млн тенкĕлĕх инвестици хывнă.

Пĕлтĕр республикăра ЧИЦ ТСМ йĕркеленнĕ, вĕсем транспорт тата ял хуҫалăх ыйтăвĕсемпе пулăшу парассипе тимлеҫҫĕ.  Пĕлтĕр вĕсем 43 килĕшӳ хутне алă пусса ҫирĕплетнĕ. Пурĕ 130 млн ытла тенкĕлĕх тăкакланнă.

Электротехника кластерĕ  регионта хăтлă аталанать, вĕсен ыйтăвĕсемпе Чăваш Республикинчи ЦССИ (Центр сертификации, стандартизации и испытаний Чувашской Республики) тăрăшать, объект 2016 - мĕш ҫулта хута кайнă пулнă. 2017-мĕш ҫулта ЦССИ 1500 ытла тĕрĕслев кăларнă.  Регионти предприятисем калăпласа кăларакан таварсене «Россети» ПАО, «Росатом» ГК, «РЖД» ПАО тата «Камаз» АО ăсатни те куҫкĕретех.

Республикăра 2011-мĕш ҫултан пуҫласа И.Н.Ульянов ячĕллĕ ЧПУра Центр прототипирования инновационных разработок в области машиностроения в Чувашской Республике текен учреждени вăй илсе кайнă, хальхи вăхăтра вăл чи ăнăҫлă ĕҫлекеннисенчен пĕри.

Чăваш Республикин экономика министрĕ ҫав центр кадр ыйтăвĕсене татса парассипе те пысăк витĕм кӳнине пĕлтернĕ. «Ятарлă классем пур. Кунта ăс пухакансем паянхи пурнăҫ таппипе тӳр килекен технологисемпе усă курса хăйсен ăсталăхне ӳстерсе пыраҫҫĕ», - тесе пĕлтернĕ вăл.  

Республикăра наукăпа техника енĕпе те ĕҫсем курăмлă. 2017-мĕш ҫулта регионти 8 предприяти ҫирĕп тĕрĕслевсем витĕр тухса, 39 проектшăн 97,5 млн тенкĕлĕх пулăшăва тивĕҫнĕ.  Фонд витĕмлĕхне кура, Чăваш Республикинче 298 проекта пурнăҫа кĕртме -  384 млн укҫа-тенкĕ илнĕ.

Республикăра ЦМИТ вăй илни самай сисĕнет. Ҫамрăксене аталанса пыма витĕм кӳрекен учрежденире, пĕлтĕр 2500 ҫын  ытла хăйсене кирлĕ пек пулăшăва тивĕҫнĕ, тарăн пĕлӳ илнĕ.

«Паянхи куна республикăра пурĕ ҫĕнĕлле аталанса пыракан предприятийĕсен 160 проекчĕ пурнăҫа кĕрсе пырать.  Ҫаксем паллах, ҫӳлерех асăннă центрсем витĕмлĕхĕсем пысăк пулнипе те ҫыхăннă», - тесе каланă Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн ҫумĕ – экономика министрĕ Владмир Аврелькин хăйĕн сăмахне пĕтĕмлетнĕ май.  



15 января 2018
14:33
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter