«Волжский-3» микрорайонта ҫĕнĕ шкула ҫĕклесе лартассине тата Совет Союзĕн Геройĕ А.В.Кочетов ячĕллĕ Атăлҫи федераци округĕн Чăваш Енри кадетсен корпусне хута ярассипе ҫыхăннă ыйтусене ĕҫлĕ планеркăра анлăн сӳтсе явнă

«Волжский-3» микрорайонта ҫĕнĕ шкула ҫĕклесе лартассине тата  Совет Союзĕн Геройĕ А.В.Кочетов  ячĕллĕ Атăлҫи федераци округĕн Чăваш Енри кадетсен корпусне хута ярассипе ҫыхăннă ыйтусене паян, Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Министрсен Кабинечĕн членĕсемпе тата федераци службисен регионти уйрăмĕсен ертӳҫисемпе кашни эрнере пулакан ĕҫлĕ планеркăра анлăн сӳтсе явнă. Строительство ĕҫĕн уйрăм тапхăрĕсене пăхса тухнă.

Чăваш Республикин вĕренӳ тата ҫамрăксен политикин министрĕ Юрий Исаев хăйĕн сăмахĕнче ҫак ҫӳлерех асăннă шкулта харăсах 1100 ачана йышăнма май пулассине палăртнă.  Шупашкар хула администрацийĕ строительство ĕҫне пурнăҫлама конкурс ирттернĕ, ҫĕнтерӳҫĕ «СК «Старатель» ТМЯО пулса тăнă.  

Паян ҫак вырăнта строительство ĕҫне пуҫламалли тапхăр хĕрӳ пырать.   Плана кĕртнĕ тăрăх, ҫитес ҫулта ҫĕртме уйăхĕнче объекта хута ярасшăн. Кăҫал федераци хыснинчен, проекта пурнăҫа кĕртме субсиди мелĕпе 510 млн тивĕҫесси те паллă. 2019-мĕш ҫул валли вара 209 млн федераци хыснине кĕртсе хăварнă.  

Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев  РФ регионĕсенче ҫĕнĕ шкулсем хута ярасси пĕтĕмпех ҫĕршыв Президенчĕ Владимир Путин пуҫарăвĕпе пулса пынине тепĕр хут аса илсе хăварнă. Социаллă пĕлтерĕшлĕ объекта вăхăтра хута ямаллине асăрхаттарнă вăл сăмаха малалла тăснă май. Ҫĕнĕ вĕренӳ ҫулĕ пуҫланиччен, тавралăхра та тирпей-илем хуҫаланмаллине асăрхаттарнă.  

Хулара Совет Союзĕн Геройĕ А.В.Кочетов  ячĕллĕ Атăлҫи федераци округĕн Чăваш Енри кадетсен корпусĕн строительство ĕҫĕ те хĕрӳ пырать. Асăнса хăваратпăр, ку шкулта харăсах 400 ача ăс пухма пултарать. Подрядчик паллă, «Фирма «Старко» ТМЯО. Кăҫал объекта авăн уйăхĕ тĕлне хатĕрлесе ҫитерме плана кĕртнĕ.  

Аса илтеретпĕр, 2017-мĕш ҫулта ҫĕртме уйăхĕн 28-мĕшĕнче РФ оборона Министрĕ Сергей Шойгу,  РФ Президенчĕн Атăлҫи федераци округĕнчи полномочиллĕ представителĕ Михаил Бабич, Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев тата «РЕНОВА»  ГК Директорсен канашĕн председателĕ  Виктор Вексельберг Мускавра килĕшĕве алă пусса ҫирĕплетнĕ пулнă.

Чăваш Республикин вĕренӳ тата ҫамрăксен политикин министрĕ Юрий Исаев хăйĕн сăмахĕнче ҫĕнĕрен ҫĕкленекен ҫуртра 5 блок-секци пулассине пĕлтернĕ. Мĕнпур объектсенче строительсем тăрăшса ĕҫленине асăннă. Объекта вăхăтра хута яма ятарлă график ҫирĕплетнине каланă министр, тĕп подрядчик хăй ҫине илнĕ яваплăха туллин пурнăҫлама шантарать тенĕ сăмаха пĕтĕмлетсе.

 «Строительство ĕҫĕсен пахалăх шайĕ пысăк пулмалла, объекта вăхăтра хута ямалла», - тесе ҫирĕп каланă регион Ертӳҫи. «Укҫа-тенкĕ енчен нимĕнле йывăрлăх та ҫук, ҫанталăк та лăпкă тăрать, строительсене ĕҫлеме чăрмав кӳмест», - тенĕ вăл.

«Фирма «Старко» ТМЯО генеральнăй директорĕ Андрей Александров хăйĕн сăмахĕнче строительство ĕҫĕ пĕр самантлăха та чарăнманнине, кунта вăй хуракансем темиҫе сменăпа тăрăшнине пĕлтернĕ.

Юрий Исаев проектăн иккĕмĕш тапхăрĕпе кану корпусне ҫĕклеме тĕллев лартнине каланă. Пĕлтĕр, ҫулталăк вĕҫĕнче Чăваш Енри социаллă тата культура программипе ĕҫлекен фондпа «Группа компаний «Регионжилстрой» АО хушшинче килĕшӳ хутне алă пуснине палăртнă. Проект хакĕ 134,6 млн танлашать.  Объекта 2018-мĕш ҫулта ҫурла уйăхĕнче пурнăҫа кĕртсе пĕтерме плана кĕртнĕ, пулăшăва «Ренова» Ыркăмăллăх фончĕ куҫарать.  Ĕҫ пĕтĕмпех графикпа килĕшӳллĕн пулса пынине пĕлтернĕ министр.

 Парк территорийĕнче тирпейлĕх кӳртесси те кун йĕркинчех тăмаллине асăрхаттарнă Чăваш Ен Пуҫлăхĕ.

Шупашкар хула администрацийĕн Пуҫлăхĕ Алексей Ладыков хăйĕн сăмахĕнче ĕҫ хучĕсене пĕтĕмпех йĕркене кĕртсе пĕтерейменнине каланă. Проекта халлĕхе туллин хатĕрлеменнине, ҫĕр ыйтăвĕсем те татăлса пĕтменнине каланă вăл сăмаха тăсса.  

Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Чăваш Республикин юстици тата пурлăх хутшăнăвĕсен министерствине ыйтусене татса пама витĕм кӳме чĕнсе каланă.  Эскизсене хатĕрлеме экспертсене, обществăлла организацисенче тăрăшакансене те явăҫтарма сĕнӳ панă, вĕсен шухăшĕсем те тĕп вырăнта тăмаллине асăрхаттарнă.  

Кăшарни (Христос тĕнне ĕненекенсем Исус шыва кĕнине паллă туни) уявĕнче тимлĕхе самантлăха  та ҫухатма юраманни пирки Чăваш Енри ГКЧС председателĕ Вениамин Петров тĕплĕн чарăнса тăнă, йăла-йĕркене пăхăнса ирттерекен уявсенче регионта халăха шыва кĕме ятарласа 116 вырăн хатĕрленине пĕлтернĕ.  Чăваш Енри шалти ĕҫсен министерствин ĕҫченĕсем, Чăваш Енре ТП РСЧСра тăрăшакансем, васкавлă пулăшу паракансем мероприятисенче ҫынсене хăрушсăрлăхпа тивĕҫтерме хатĕр пулассине палăртнă, ҫынсене шăнасран, ăшăнмалли вырăнсем те вырнаҫтарнине каланă.

Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ яваплă ведомствăсенче вăй хуракансене ҫăлкуҫсем таврашĕнче утмалли ҫулсене хырса тасатнипе тасатманнине, халăх айăпланасран, пăрлă вырăнсене тирпейлĕ пулнипе пулманнине ҫирĕп асăрхаса тăма хушнă, транспорт ыйтăвĕ те кун йĕркинче пулмаллине асăрхаттарнă.

Чăваш Енре Сывлăхпа спорт кунне хатĕрленсе йĕркеленĕ ĕҫсемпе  Чăваш Республикин спорт министрĕ Сергей Шелтуков тĕплĕн каласа кăтартнă.

Кăрлач уйăхĕн 20-мĕшĕнче халăха Сывлăхпа спорт кунĕнче 1200 сооружени йышăннине пĕлтернĕ.  Республикăра пурăнакансене тӳлевсĕрех спорт учрежденийĕсене ҫӳреме ирĕк пулĕ.  Регионта пурĕ 370 мероприяти ирттерме хатĕрленнĕ.

Сăмаха май, Сергей Шелтуков ҫăмăл атлетикăпа Пĕтĕм Раҫҫейĕн Атăлҫи федераци округĕнчи чемпионат пĕтĕмлетĕвĕсемпе те паллаштарнă. Ăмăртусене пурĕ 894 спортсмен хутшăннă, ПФОран мĕнпур регионсенчен чи вăйлă атлетсем пуҫтарăннине палăртнă.  Чăваш Республикин командин пухматĕнче  пурĕ 35 медаль пулнă, вĕсенчен 13-шĕ ылтăн.

Канашлăва пухăннисем  сыснасен африкан чуми пирки те ыйтăва хускатнă.  Ҫак амак ытларах хир сиснисенчен ернине асăннă Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев, ыйтăва ҫирĕп тĕрĕслеве илме хушнă, чĕр-чунсем пурте шутлă пулмаллине каланă.

 Шупашкарта аэропорт ҫывăхĕнче автомашинăсене вырнаҫтарса лартма ятарлă вырăнсем пулмалла.  «Паянхи пурнăҫ таппинче аэропорт пулăшăвĕпе халăх чылай усă курать, условисене кирлĕ пек шайра йĕркелесе пама тăрăшмалла», - тесе чĕнсе каланă регион Пуҫлăхĕ хула администрацийĕн ертӳлĕхне.

Алексей Ладыков хăйĕн сăмахĕнче автостоянка тума проект хатĕрленине пĕлтернĕ.  Чăваш Республикин транспорт тата ҫул-йĕр хуҫалăхĕн министрĕ Владимир Иванов объекта пурнăҫлама Ҫул-йĕр фондĕнчен кăҫал 30 млн уйăрассине палăртнă.  Чăваш Ен Пуҫлăхĕ тавралăхра тирпейлĕх хуҫаланмаллине, террора хирĕҫ кĕрешессипе ыйту та ҫивĕч тăмаллине, сăнав хатĕрĕсене кирлĕ пек ҫĕрте вырнаҫтармаллине асăрхаттарнă.

  




15 января 2018
15:40
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter