«Чӑваш Ен халӑхӗ пултаруллӑ ӗҫлеме пӗлнипе, ытларах тума ӑнтӑлнипе палӑрса тӑрать», - тенĕ регион Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев

2018-мĕш ҫула Раҫҫейре Ырă ĕҫ тăвакансен ҫулталăкĕ тесе йышăннă. «Пĕрне-пĕри хисеплеме пĕлни, ĕненни, пире кăҫал хамăрăн ума лартнă пысăк тĕллевсене тата та тухăҫлăрах пурнăҫлама витĕм кӳрессине ĕненетĕп.  Социаллă пурнăҫпа экономикăна вăйлатассине, политика пайĕн ҫул-йĕрне кирлĕ пек аталантарассине те шанатăп», - тесе пĕтĕмлетсе каланă Чăваш Ен Пуҫлăхĕ ҫулсерен тухакан Чăваш Республикин Патшалăх Канашне янă Ҫырура.

Пуш уйăхĕнче пулакан суйлавра пирĕн пĕрле пĕр шухăшлă пулса ĕҫлеме пĕлнине ҫирĕплетмелле. Раҫҫей Президенчĕн суйлавĕнче пирĕн хамăрăн гражданла позицине кăтартса памалла тенĕ вăл.

«Пĕр чăмăра пухăнса пĕрле килĕшсе пурнăҫланă ĕҫ, ҫирĕп пĕрлĕх ҫаксем шăпах та, ҫĕршывăн тата республикăн аталанăвĕн тĕп никĕсĕ пулса тăнине шанатăп тата ĕненетĕп», - пĕтĕмлетнĕ  хăйĕн шухăшне Ҫырура регион Пуҫлăхĕ.  



16 января 2018
14:20
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter