«Лайӑх пӗлӳ илнӗ, Раҫҫее парӑннӑ ҫынсем – ҫӗнӗ экономикӑна йӗркелемелли, тивӗҫлӗ ӗҫ укҫиллӗ пысӑк тухӑҫлӑ ӗҫ вырӑнӗсем туса хумалли ҫирӗп никӗс», - тенĕ Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев

Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев вĕрентӳ пайĕнчи патшалăх политикин тĕп ыйтăвĕсенчен пĕри - ҫитĕнекен ҫамрăксене социаллă яваплăха туйма вĕрентесси пулнине каланă. Вĕсене ҫĕршыв экономикин аталанăвĕшĕн тăрăшса ĕҫлеме витĕм кӳресси те кун йĕркинчех пулнине асăннă.

Республикăра малашне те ҫамрăксене патриотизмла воспитани парас ыйту тĕп вырăнта тăрать.

«Патриотизм юхăмĕ – ҫав тери хăватлă вăй.  Пуҫаруллă ҫамрăксене пĕр чăмăра пухма хистет.  Тăван ҫĕршыва парăнса пурăнма вĕрентет!», - тенĕ Михаил Игнатьев.

Пĕлтĕр Чăваш Республики Пĕтĕм Раҫҫей шайĕнчи «ЮНАРМИЯ» юхăмне кĕчĕ.  Ҫамрăксем ҫарпа патриотизм туйăмне ӳстерсе пыни куҫкĕретех. Унта Чăваш Енри мĕнпур хуласемпе районсенчен 4 пин яш-кĕрĕм хăйсен ăсталăхне туптаҫҫĕ.

Кадетсен юхмĕ те вăй илсе пыни никамшăн та вăрттăнлăх мар.  Вăл патриотизм туйăмне аталантарать.  Чыса хисеплеме, упрама вĕрентет, сутăнчăк пулассинчен пăрать. Чăваш Енре вĕренекен 4 пин ҫамрăк кадет шкулĕнче хăйсен тавракурăмлăхне ӳстерет.

Ҫамрăк космонавтсен юхăмĕ вăй илет. Хальлĕхе вĕсем регионта 40 ушкăн, вĕсенче пин ытла ҫамрăк ăс пухать.  Мĕнпур ĕҫсене туллин пурнăҫласа пынин кăтартăвĕ те пысăк. Раҫҫей Федерацийĕн ҫар ретне каякан яшсен шучĕ ҫулран ҫул ӳссе пырать, апла пулсан, регионта ҫитĕнекен ăру сывă, салтака кайма юрăхлă ачасем. Чи пахи  - яшсем пĕтĕм кăмăлтан ҫар ретне тăни. Контракт мелĕпе вăрах вăхăта Чăваш Енрен 8 пин ытла салтак ĕҫлеме юлнă.

«Пĕлӳ илнĕ ҫынсем, Тăван ҫĕршыва парăнни, пысăк технологиллĕ ĕҫ вырăнĕсем, ҫаксем  пĕтĕмпех ҫĕнĕ экономикăн тĕревĕ пулса тăраҫҫĕ», -  тенĕ сăмаха пĕтĕмлетсе Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев



16 января 2018
13:53
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter